– Хамӑн йӑх тымарне йӗрлесе кайсан Йӗпреҫ районӗнчи Пукуян ялне ҫитсе тухатӑп. Кунти тӑвансенчен хӑшӗ-пӗри ӑста купӑсҫӑ пулнӑ. Вӗсем хушшинчен паллӑ мусӑкҫӑсем те тухнӑ. Сӑмахран, Валерий Игнатьев музыка училищи пӗтернӗ, аранжировщик тата композитор пулса тӑнӑ. Вӑл нумай ҫул Шупашкарта «Илем» ансамбле ертсе пынӑ.
…Атте (ялта ӑна Курак тетчӗҫ) сехет юсама ӑстаччӗ. Пурте ҫывӑрма выртсан вӑл ҫак ӗҫпе аппаланса ларатчӗ-ларатчӗ те ывӑнса ҫитсен аллине купӑс тытатчӗ, хӑш чух кӑвак ҫутӑ киличченех ӑна аллинчен ямастчӗ. «Орловские страдания» текен кӗвве вӑл уйрӑмах кӑмӑллатчӗ.
Малтанах аттен нимле инструмент таврашӗ те пулман, ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳреме пуҫлать тесе анне ӑна купӑс туянма чарнӑ. «Кӗҫех аслӑ ывӑла салтака ӑсатмалла, каллех ҫынран купӑс ыйтмалла пулать-ши?» – текеленӗ вӑл. Пӗррехинче пуйӑс ҫине ларса Улатӑра тухса кайнӑ та «Беларусь» купӑс туянса таврӑннӑ. «Инструмента тӗрӗслесе пӑхнӑ чухне пуҫтарӑнса тӑнӑ халӑха, майрасене ураран ӳкиччен ташлаттартӑм», – шӳтлесе каласа паратчӗ вӑл.
Аттен хӑй илемлетнӗ кӗвӗсем те пулнӑ, шел, вӗсене эпӗ ас туса юлайман, ҫырса та илмен.
Кӗҫех аттен купӑсӗ ман алла куҫрӗ. Крыльца ҫинче сехечӗ-сехечӗпе кӗвӗ каласа лараттӑм.
Ялта купӑс калакан чылаяхчӗ: Кӑрккасем, Кураксем, Арлансем, Муштаксем, Орест, Якку тата ыттисем чарӑнса тӑрса эп каланине чылайччен итлесе тӑратчӗҫ, усӑллӑ канашсем паратчӗҫ. Сисмесӗрех ялта ансамбль йӗркеленчӗ, клуба пухӑнса кӗвӗсем ӑмӑртмалла калаттӑмӑр. Ку анчах та мар, колхоз ӗҫне лаша кӳлсе тухнӑ чух аслӑраххисем пире тилхепе тыттаратчӗҫ те хӑйсем купӑс каласа пыратчӗҫ. Ӗҫе мар, уява каятпӑр тейӗн.
Пӗррехинче эпӗ аттен купӑсне крыльца ҫине лартса хӑварнӑ. Ҫапса ҫӑвакан ҫумӑр айӗнче вӑл исленсех кайнӑ, атте ӑна аллине тытнӑ-тытман шатӑрт! туса варринчен ҫурӑлса кайрӗ. Ку инкеке атте тӗлӗнмелле ҫӑмӑл тӳссе ирттерчӗ. Мана пӗрре те ятламарӗ. Пусӑрӑннӑ кӑмӑлне улӑштарас тесе ҫапла каласа хучӗ: «Ку ачаран мусӑкҫӑ пулатех. Утмӑл кӗвӗ калама вӗренсен ӑста калакансемпе танлашӗ».
Шкулта вӗреннӗ ҫулсенче эпӗ тӑтӑшах алла купӑс тытнӑ, анчах кун пирки пӗр класра вӗренекенсем пӗлмен. Аттестат илнисен каҫӗнче М.А. Андреев директор мана хистесех купӑс тыттарчӗ те пухӑннисене вальс каласа ташлаттартӑм. Дебют тени ҫапларах пулчӗ.
Салтакран таврӑнсан музыка урокӗсене ирттерме чӗнчӗҫ. Килӗшмерӗм. Шкулта ӗҫлеме пӗлӳ ҫитменнине туяттӑм. Савӑнпа Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине ҫул тытрӑм. Кунта вӗреннӗ чухне ума нумай йывӑрлӑх тухса тӑчӗ. Нота вулама вӗренни хӑйех мӗне тӑрать! Каҫсерен 10-11 сехетчен сӗтел хушшинче ларма тиветчӗ. Г.Я.Чиркин тата Н.И. Петрова преподавательсем мана ӑсталӑха алла илме пулӑшса пычӗҫ, вӗсене эпӗ яланах ырӑпа аса илетӗп. Ҫак училищӑра эп хамӑн пулас мӑшӑрпа Иринӑпа паллашрӑм. Диплом илсен Вӑтакас Тамӑш шкулне таврӑнтӑм. Кӑшт вӑхӑт иртсен Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыкӑпа педагогика факультетне кӗретсӗр майпа вӗренме кӗтӗм. Професси шайне ҫитме мана А.Ф. Кравчук доцент тата ытти преподавательсем нумай пулӑшрӗҫ.
– Виталий Кузьмич, Сире хисеплӗ ят пама тӑратнӑ характеристикӑра эпӗ ҫак йӗркесене кӑсӑкланса вуларӑм: «Энергичен, талантлив, умеет вести за собой… Изучает народные инструменты, разучивает чувашские наигрыши и мелодии, которые формируют национальное самосознание, любовь к музыкальной культуре, традициям нашего народа…»
– Мӗн калас? Эпӗ тӑрӑшнине асӑрханӑ, ырӑ ӗҫ тесе палӑртнӑ, ҫакӑншӑн «ҫӳлтисене» тав тумалли анчах юлать. Кунта пирӗн ӗҫ уйрӑмлӑхӗ пирки те каласа хӑварас пулать. Сан хӑвӑн темле чаплӑ тӗллев пултӑр, хавхалануллӑ туйӑм вӗресе тӑтӑр, анчах пӗччен, пӗр шухӑшлӑ ушкӑнсӑр ним те тӑваймастӑн. Халӑх искусстви тетпӗр те, анчах вӑл хӑйне хӑй шӑтса тухса чечек кӑлармасть: репетицисем ирттермелли вырӑн та, кӗпе-тумтир те, тухса ҫӳремелли автобус таврашӗ те кирлӗ. Тав Турра, программӑна татӑш ҫӗнетме, репетицисем ирттерме пирӗн майсем ҫителӗклӗ. Клубра ӑшӑ, ҫутӑ, ӑна ҫывӑх вӑхӑтра юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Н.А. Николаева заведующий пирӗн ӗҫӗн уйрӑмлӑхӗсене аван ӑнланать. Ахальтен мар ӑна Канаш район администрацийӗ «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парса чыс турӗ. Нумаях пулмасть ЧР культура министерстви ялти культура учрежденийеӗсем хушшинчи конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗ, «Чи лайӑх культура ҫурчӗ» номинацире Татмӑшри культура ҫурчӗ мала тухрӗ.
Эпир хамӑра темле майпа таҫтан татӑлса аннӑ пек туймастпӑр, пиртен малтан та Ватакас Татмӑш клубӗнче колхоз хорӗ, пултарулӑх ушкӑнӗсем нумай ҫул халӑха савӑнтарнӑ. Ку ӗҫе Людмилӑпа Анатолий Тимофеевсем йӗркелесе пынӑ. Эпир вӗсен ӗҫне малалла тӑсатпӑр.
– Халӑх коллективӗсене ертсе пырасси, тӳрех калас пулать, канӑҫсӑр ӗҫ, шалу вара нумаях тӳлемеҫҫӗ…
– Искусствона, ҫав шутра халӑх пултарулӑхне чунтан юратни кулленхи чӑрмавсене асӑрхамасӑр ӗҫлеме хистет. «Аххаяс» (каярахпа «Укӑлча») ачасен ансамбльне йӗркеленӗ вӑхӑт аса килет. Мӗн пурччӗ пирӗн малтанах? Шухӑш кӑна! Хӑй вӑйне ҫухатман, малалла туртса тӑракан шухӑш! Хамӑр алӑпа халӑх инструменчӗсем тӑваттӑмӑр, вӗсенчен хӑшне-пӗрне Етӗрне районӗнчи Ачак ялне кайса туянса килеттӗмӗр. Кӗпе-тумтир туянма та укҫи-тенки тупӑнчӗ. «Цветы Чувашии», «Пӗчӗкҫеҫ путене» фестивальсенче малти вырӑнсене тухни хамӑр вӑя шанма вӗрентрӗ. Пурнӑҫра ман ҫӑмӑл мар самантсем те пулнӑ: ансамбле хупса шкултан тухса кайма тивнӗччӗ. Аякри ялта ӗҫлесе пурӑнтӑм пӗр хушӑ, алла усмарӑм. Эпир тӑвакан ӗҫ халӑха кирлине ӑнланни пулӑшрӗ мана, шанчӑка ҫухатма памарӗ.
«Татмӑш ен» фольклор ансамблӗ те йывӑр вӑхӑтра йӗркеленчӗ. Культура ҫуртне ун чухне газ кӗртменччӗ-ха. Мӗн пулать те мӗн килет тесе пысӑках мар ушкӑн чӑмӑртарӑмӑр. Ӑсталӑх ӳснӗҫемӗн йыш та хутшӑнса пычӗ. Паян пултарулӑх ушкӑнне вӑтӑра яхӑн ҫын ҫӳрет. Ансамблӗн хайӗн сасси, сӑн-сӑпачӗ пултӑр тесе вырӑнти йӑласене сцена ҫинче кӑтартма пуҫларӑмӑр: ниме, туй, мӑнкун, салтака ӑсатни, пир ҫапни, вӑйӑ тата ытти те. Хӗрарӑмсем асламӑшӗсенчен юлнӑ кӗпе-тумтире ҫӗнетсе халӑх умне тухаҫҫӗ. Ҫакна куракансем анчах мар, халӑх пултарулӑхне йӗркелесе ертсе пыракансем те ырласа кӗтсе илеҫҫӗ. «Акӑ вӑл чӑн-чӑн фольклор» тесе тӗрлӗ семинарсенче пире тӗслӗх вырӑннне илсе кӑтартни те пулнӑ. Чӗрӗк ӗмӗр хушшинче Мускав, Саратов, Чулхула облаҫӗсене, Крыма, Тутарстанпа Пушкӑртстана ҫитсе чӑваш юрри-ташшисене кӑтартрӑмӑр. Ӑсталӑха малалла аталантарас тесе фольклорпа анчах ҫырлахмастпӑр, репертуарта хор юррисем те пур.
– Ывӑлу Максим ашшӗ ҫулӗпе кайнӑ, вӑл Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Н.Ш. Караев преподаватель класӗнче баяниста вӗренет. Вӑхӑт хӑвӑрт иртет. Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн консерваторине кӗрес пирки вӑл шутлама пуҫламан-и?
– Максим купӑс сассине итлесе ӳсрӗ теме пулать. Вӑл Канашри ачасен музыка шкулне ҫӳрерӗ, «Татмӑш ен» фольклор ансамблӗпе концертсене, конкурссемпе фестивальсене тӑтӑш хутшӑнать, унпа эпир П. Шоркин ячӗллӗ «Атӑл ҫеммисем» Республикӑри фестиваль-конкурсра купӑсҫӑсем хушшинче мала тухма пултартӑмӑр. Искусствори ҫулӗ ун пуҫланать кӑна-ха. Училище хыҫҫӑн тӳрех малалла вӗренме каяс тет е кӑшт ӗҫлесе пӑхасшӑн – йӑлтах хӑйӗн ирӗкӗ, эп хистес теместӗп.
«Халӑх пултарулӑхне сума сӑвакан сӑваплӑ». Ҫак каларӑша аса илтерсе хавхалантарать фольклор ушкӑнӗсене Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн Центрӗн пай ертӳҫи Светлана Тяхмусова. Тахҫан авал хывса хӑварнӑ юрра-кӑвве итлесен эпир несӗлсен кӑмӑлне туятпӑр, вӗсен сассине илтетпӗр.