Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче вырӑссен аслӑ поэчӗ А.С. Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалласа «Я помню чудное мгновение…» «Асрах асамлӑ ҫав самантӑн…» сӑвӑсен пуххи вырӑсла тата чӑвашла пичетленсе тухрӗ. Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ тата чӑвашла куҫараканӗ — Василий Кошкин-Кервень.
— Паллӑ ӗнтӗ, чаплӑ поэтӑн асамлӑн кашласа ларакан «вӑрманӗнче» анлӑ ҫулсемпе лайӑх такӑрланӑ сукмаксем кӑна мар, тӗрлӗрен вӗтлӗхсемпе чӑтлӑхсем те чылаях. Унта кӗрсе ҫӳреме хӑюлӑх та, лайӑх туптаннӑ ӑсталӑх кирлӗ. Енчен те хирӗҫ килекен палламан ҫын Пушкин хӑй пулса тӑрсан, вӑл сана палламасӑр мӑнкӑмӑллӑн иртсе кайсан?..
– Илемлӗ литература, уйрӑмах поэзи, нумай чухне автора хӑйне те витӗмлӗн сӑнарласа парать. Ку никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ҫынлӑх тени Пушкинӑн чи вӑйлӑ енӗсенчен пӗри пулнӑ. Ман шутпала, унпа вӑрманта е урӑх ҫӗрте тӗл пулас пулсан вӑл никампа та сӑмах чӗнмесӗр мӑнкӑмӑллӑн иртсе кайман пулӗччӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех вӑл ҫав тери сисӗмлӗ чун-чӗреллӗ ҫын пулнӑ. Хӗрсе кайма пултарнӑ, ҫавӑнпах темиҫе хут та дуэле тухса хӑйӗн чысне хӳтӗленӗ. Паллах, хӑюллӑ ҫын пулнӑ, ахальтен мар «я милость к падшим призывал» тесе калама пултарнӑ, патшаран инкеке кӗрсе ӳкнисене хӗрхенме ыйтнӑ. Унӑн темӗн те курма-пӗлме чӗнекен чӗри лӑпкӑ пурнӑҫа килӗштермен. Ҫакӑ, сӑмахран, «Сана эп ӑмсанатӑп, тинӗссен хастарӗ» сӑвӑра лайӑх палӑрать: «Пар аллуна – чӗремӗрсем пӗр пек хӗрӳллӗ», – тет вӑл «парӑссен астарӑвне» астивсе курнӑ ҫынна ӑмсанса. Ҫак туртӑну ӑна ӗмӗр тӑршшӗпех канӑҫсӑрлантарнӑ.
– Хавхаланусӑр поэзи пулаймасть, ку паллӑ. Куҫаруҫӑ та автор пекех ҫак ҫулӑмпа ҫунма пуҫлать-и?
– Пушкин сӑввисене сулхӑнра лӑпкӑн шухӑшласа ларса куҫарма май ҫук. Ӑнсӑртран тенӗ пек лайӑх танлаштару, вырӑна килекен рифма е тата мӗн те пулин тупӑнсан тӳрех чӗрене хавхалануллӑ туйӑм ярса илет. Пӗлетпӗр, П. Хусанкай ҫамрӑк чухне хӑйне «Есенинпа чирлетӗп» тесе каланӑ. Мана та ҫак кӗнекене куҫарса хатӗрленӗ чух ҫавнашкал канӑҫсӑр, анчах рехетлӗ туйӑм хупӑрласа тӑчӗ. Сӑмахран, юр ҫунине куратӑп та пӑлханса шухӑшлатӑп: «Пушкин вӑхӑтӗнче те юр ҫаплах ҫунӑ-ҫке». Унӑн «Зимний вечер», «Зимняя дорога» сӑввисенчи йӗркесем ӑшра янӑраҫҫӗ.
– Пушкина тӗрлӗ ӳсӗмри ҫын кашни хӑйне майлӑ ӑнланать-и?
– Аслӑ поэтӑн пултарулӑхне тарӑннӑн ӑнланма пире Патӑръел районӗнчи Упамса шкулӗнче Г.П. Васильев учитель вӗрентрӗ. Пӗр пӑхсан вӑл хӑй те Пушкина аса илтеретчӗ. Эп ӗмӗр тӑршшӗпех Пушкина вуланӑ. Ҫак кӗнекене куҫарса хатӗрленӗ май унӑн кашни йӗркине микроскоппа пӑхнӑ пек тишкернӗ пулин те нимле кӑлтӑк, килӗшмен сӑмах пӗрре те тупӑнмарӗ.
Хӑш-пӗр куҫаруҫӑран паян ҫапла каланине те илтме пулать: сӑвӑри шухӑш-туйӑмӑн ҫуррине вулакан патне ҫитерсен те юрать иккен. Эп ҫакӑнпа татӑклӑн килӗшместӗп. Сӑвӑра мӗн пуррине паянхи вулакан патне туллин ҫитермелле.
Мана П. Хусанкайпа тӗл пулса калаҫма тӳр килнӗччӗ. Вӑл ыттисем куҫарнине шута илсе, танлаштарса ӗҫлеме сӗнни асра. Сӑмахран, «Я помню чудное мгновение» сӑвва чылайӑн куҫарнӑ. Хам куҫарӑва вӗҫленӗ хыҫҫӑн эпӗ вӗсемпе паллашрӑм. Мӗн калас, хамӑн тетрадь ҫине вӗчерхенсе ӑна-кӑна тӳрлетсе хумалли пӗр йӗрке те тупӑнмарӗ.
– Ю. Артемьев критик кӗнеке умсӑмахӗнче акӑ мӗн ҫырать: «Пушкин и сам осуществлял переводы, они в основном вольные. В переизложениях он предпочитал передачу духа». Тен, хальхи вӑхӑтра та пушкинла куҫарни, «передача духа» тени ҫителӗклӗ?
– Эпир икӗ чӗлхеллӗ халӑх. Пушкин вырӑсла ҫырнине чиперех ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа мӗнле те пулин ҫывӑхрах куҫарас принципран чакма юрамасть.
Ҫак кӗнекене куҫарса кӑларас ӗҫре эпӗ чӑваш чӗлхин хӑватне лайӑх туйса илтӗм. Сӑввӑн виҫине те тытса пыма пулать, рифмисем оригиналти пекех ӳксе пыраҫҫӗ, туйӑма, шухӑша сӑнарлӑха ҫухатмасӑр уҫса кӑтартатӑн.
Рифма тенӗрен, «пулать – кулать» йышши састашсем, вӗсем тулли пулин те, ытла та чухӑн. Кӗтмен рифмӑсем тата тӗрлӗ пуплев пайӗсемлисем сӑвва вӑй-хӑват, илем кӳреҫҫӗ. Эпӗ, сӑмахран, хыҫалти рифма тулли пулмасан, ӑна малти рифма туса вӑйлататӑп.
Апат читлӗхри тыткӑнран асӑрханӑн,
Ҫапать ҫырана харамах вӑл хӑр-харрӑн.
«Кавказ».
Кӑштах вӗренӳ кӗнекисене кӗрсе юлнӑ Пушкин сӑввисем пирки каласа хӑварас килет. Пире капла та юрать тесе куҫарнӑ сӑвӑсене учебниксене кӗртсе аппаланни ачасене литературӑран пистерсе пысӑк сиен тӑвать.
Хӑш-пӗр куҫаруҫӑ рифмӑлассине кирлӗ шайра тытса пымасть. Паллах, тӗп вырӑнта шухӑшпа туйӑм, анчах рифма начар пулсан сӑвӑ хӑйӗн тӗсне самай ҫухатать. «Поэзия – это мысль, вооруженная рифмами», – тенӗ мар-и поэт? Ун рифмӑна халалланӑ ятарлӑ йӗркесем те пур.
Пире Турӑ ҫавӑн пек чӗлхе панӑ: формине те, содержанине те кирлӗ шайра тытса пыма пулать. Хытӑ рифмӑсене оригиналти пек ӳкерсе пыма пулать, янравлисене те ҫаплах. Тепӗр чух словарь уҫса пӑхатӑн та кирлӗ сӑмаха тупаймастӑн е пӗлтерӗшне вырӑнлӑ парайман. «Сӑмахран, «Вырӑсла-чӑвашла словарьте» «томный» тенине сиктерсе хӑварнӑ. Эп ӑна «тӗмсӗлӳ» тесе куҫартӑм. Тепӗр тӗслӗх: «Я пережил свои желанья, я разлюбил свои мечты» йӗркесене куҫарас тесе самай асаплантӑм. «Чун туртӑмне туйса ирттертӗм, эп писрӗм шухӑш-ӗмӗтрен»… Тен, начар мар пулса тухнӑ? Ку йӗркесенче куҫаруҫӑ нимӗн те ҫухатса хӑварман, хӑйӗнчен нимӗн те хушман.
Эпӗ пурнӑҫра хамшӑн хытӑ тӑрӑшакан ҫын мар. Хама тирпейлӗ ҫын теме те пултараймастӑп. Анчах поэзи маншӑн – тасалӑх. Храм вӑл. Унта пӑсӑклӑх ан пултӑр. Ритм та ан такӑнтӑр, рифма та пуян пултӑр. Шухӑш-туйӑм вара ҫӑлкуҫ шывӗ пек сиплӗх патӑр.
– Нумаях пулмасть «Книжная индустрия» журнала уҫкаланӑ май тӗлӗнмелли йӗркесем куҫ тӗлне пулчӗҫ: Великобритани ҫӗршывӗнчи шкул ачисем литература ӗҫне пурнӑҫри чи вырӑнлӑ професси тесе шутлаҫҫӗ иккен. Пирӗн вара пачах урӑхла, кунашкал професси пачах ҫук, хальхи официаллӑ хутсене ӗненес пулсан.
– Мӗншӗн тесен ку ӗҫпе тӑранса пурӑнаймастӑн, ҫавӑнпа. Юрӗ тейӗпӗр, ку пирӗнтен килмен япала. Анчах аса илер: Чехов, Булгаков профессипе тухтӑр пулнӑ, инженер, архитектор профессине алла илнӗ ҫынсем те литературӑна чылай пуянлатнӑ. Халӗ пире ҫав ҫулпа кайма тивет... Куҫа курӑнакан тепӗр ҫитменлӗх: ҫыравҫӑсем хушшинче арҫынсем сахалланчӗҫ. Ҫакӑ та чӗрене ыраттарать. Аслӑ ҫыравҫӑсене, Горькие, Некрасова тата ыттисене, тивӗҫлӗ хаклама пӑрахрӗҫ. «Ан хӑрӑр, пурнӑҫ улшӑнӗ-ха хӑҫан та пулин», – теҫҫӗ хӑшӗсем. Эп вӗсемпе килӗшетӗп, «апла-и, кӑна ӗнентерсе пар-ха» тесе тавлашмастӑп. Ӗненӳ вӑл – ӗненӳ, нимӗнле ӗнентерӳсӗр те пурӑнма пултарать.
Сăвă ăсталăхĕ çитменни, сăмахран, эстрада юррисенче пит аван курăнать.
Куçару пирки калас пулсан вара, тĕп принцип унта çав тери ансат: оригинала май килнĕ таран çывăхрах пулмалла.
Ялтан // 3886.86.5500
2024.06.18 07:50
Тургай? Ма ӑна шута хумастӑр, Альбина юрату Тата?
Валери ТУРКАЙ // 3081.9.2560
2024.11.05 07:26
Валери Туркай Пушкинăн икĕ чĕлхеллĕ "Чĕрем ман юлĕ сирĕнпе. А сердце оставляю вам" кĕнекине Шупашкарта 2017 çултах кун çути кăтартнă.
Юри, ятарласа, пĕлмен пек ан тăвăр хăшĕ-пĕрисем! Кĕнеке тиражĕ -1000 экземпляр. Вăл тахçанах - питĕ пысăк раритет! Кунсăр пуçне, Мĕтри, Валери Туркай чăваш вулаканне юлашки çулсенче, ХĂЙ чăвашла куçарса, Тукай, Джалиль, Державин, Гамзатов, Кайсын Кулиев, Танзиля Зумакулова, Чехов, Шевченко, Керим Отаров кĕнекисене (пурне те асăнмастăп!) тата Беларуç поэзийĕн, Уралпа Атăл тăрăхĕнчи халăхсен (пурĕ 7 халăх!), Кавказ тăрăхĕнчи халăхсен (пурĕ 10 халăх!) поэзийĕн антологийĕсене парнеленĕ!
Асра тытсам çакна малашне!
Валери ТУРКАЙ. 05.11.24
Кĕнеке хуплашки çинче вара — «Асрах асамĕ ҫав самантăн…»
Статьяра кăтартнă текст оригиналăн ритмĕпе тĕл килмест.