Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
 

Reklamo

Аскольд Де Герсо: Чӑваш чӗлхи: паянхи кун

Аскольд Де Герсо14.12.2018 20:252505 Пурĕ пăхнă

Сайт ҫинче чылайранпа регистрациленни, анчах та пӗр пулӑма тавҫӑрса ҫитерейместӗп. Кунта чӑнласа чӑваш чӗлхи никама та кӑсӑклантармасть пулмалла. Пурте хӑйсем тенӗ пек чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнине шутласа кӑларас тесе мӗкӗрленеҫҫӗ. Авалхи вӑхӑтра каланӑ: иртнине пӑхатӑн - карттусна сыр, малалла пӑхатӑн - ҫанусене тавӑр.

Анчах та ҫанӑ тавӑрма темӗн никамӑн та кӑмӑл палӑрмасть, иртнине пӑхнӑ чухне вара ҫанӑсене ҫеҫ мар, шӑлавар пӗҫҫисене те те тавӑрса хурса чаваланаҫҫӗ. Хӑҫан та пулсан эпир иртнине хисеплеме вӗренсе ҫитейӗпӗр-ши е ҫав-ҫавах сысна евӗр чаваланӑпӑр-ши? Хуть мӗнле чавалансан та иртнинчи паянхи пурнӑҫа лайӑхлатса яраймасть, енчен те эсир ун йышши шутлатӑр. Пурӑнатпӑр паян, виҫмине иртнӗ, ыранхи ҫитмен. Кунта ниепле те улшӑну кӗртме ҫук.

Тата вулакансем те йышлах мар, сайт ҫине вара чылай ҫын ҫырӑннӑ пек курӑнать, е тата шучӗшӗн ҫеҫ ҫырӑннӑ-ши, "мёртвые души" евӗр?

 

Komentoj:

Микула // 9259.3.8429
2019-01-08 15:10
Аскольд Де Герсо // 1112.03.4994
2018-12-21 11:23
Алтак, эпĕ шкулта вĕреннĕ тапхăрта тăван чĕлхе дисциплинипе виççĕ паллă илнĕччĕ аттестат çинче, паянхи кун вара чăваш çыравçисен союзĕнче тăратăп.


Сирĕн "союзне" (тепре пухăнсан кала) "шалча" паллă лартсан та çылăх пулмĕ. Мĕншĕн тесен "союзăн" ĕçĕ эгоистла кăна пулмалла ? Хулари ачасем валли тăван чĕлхепе ÿстермелли ача сачĕсем тăвасси пирки кĕрешмен союз союз та мар ,пасар кăна.
Пĕр хĕрарăм // 1150.12.4966
2019-01-08 19:43
Пĕтерчĕç Аскольда
2019-01-20 21:57
Тăвансем чăвашсем! Тĕрĕспе кунта чăвашсем çукпа пĕрех. Пĕр хĕрарăм, ман йышшисене пĕтерме йывăртарах, тĕрĕслĕхе пĕтерме пулмасть. Микула, ача сачĕсем пирки вăл обществăлла ушкăнран килекен ĕç мар, куна хăв та ăнланмалла, ача ÿсĕмĕнчен иртнĕ, аслă çын. Е тата хăвăр пултарманне ыттисем çине купалас тетĕр-и?
Сайт çине вăрах вăхăт кĕреймерĕм, ноутбук çинче интернет çыхăну çухалнăччĕ. Малашне те кĕрешĕпĕр "тряпишный волк" йышшисемпе. "Родня" кинора Стасик мĕнле терĕ? И вечный бой, у меня тоже есть своя синяя птица и свой журавль в небе!!!
2019-01-20 22:01
Тимрук, ĕç-пуç çинче е тата мĕнле çырнинче мар, хăв мĕншĕн с саспалли витĕр çыратăн, тĕрĕслĕх кутамкки? Чăвашла раскладка тĕрлĕрен интернет уçлăхĕнче, уçлама çеç ан ÿркенсе тăр. Е хăвна аслăрах тетĕн? Кунта эсир чылай темĕн те çыракансем, урамра вара вырасла пуплесе çÿретĕр
Атнер // 1726.84.3785
2019-01-23 12:59
Аскольд.ан тупӑш микулапа садиксем пирки.каламасӑрах паллӑ хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене вӗрентме пултарайман айвансене пулӑшмалла.садик кирлӗ тете ӗҫ пулчӗ вара.а садикӗ пулмасси каламасӑрах паллӑ.
2019-01-30 18:06
Килĕшетĕп, Атнер хăта. Кунта пиртен сахал килет, чăваш е тутар чĕлхи урокĕсен сехетне чакарас терĕç, чакарчĕç. Анчах та кил таврашĕнче чăвашла калаçма никам та чаракан çук. Ача-пăча халĕ хăй ытларах кÿштесе, хăйне вырăс тесе палăртма васкать. Пурпĕрех мĕнле тăрмашсан та, вырăс пулаймаççĕ, пĕлÿ çитмест. Вырăссем те социальлĕ сетьсенче йăнăшпа çыраççĕ, тĕрĕс çыракан питĕ сахал. ХIХ ĕмĕрте вара вырăссем, дворянсем француз чĕлхипе шакăлтаттарса калаçнă, тупаса тухса пырать халăх
Agabazar // 3534.70.7057
2019-01-31 05:05
Agabazar
Эй, кукшасем темерĕн!

Сирĕн "проект" юрăхсăр, господасем! Кунашкал сÿпĕлтетсе никама та шăнман пăр çине лартса яраймастăр!
Атнер // 1726.84.3785
2019-01-31 10:03
Хамӑр кун пекех айван пулсан кӗҫех хулара пӗр-пӗр кантурта чӑвашла сӑмах хушсан националист тесе хӑвалама пуҫлӗҫ.Ахаль те тӑван чӗлхепе калаҫма хӑякансем курӑнма пӑрахрӗҫ тӗрлӗ пухусенче.Чӑваш чӗлхине аталантаракан комисси комитетсем ӗҫ пӑланӗсене вырӑсла кӑна палӑртма вӑтанмаҫҫӗ.Каллех Трамп тата Чубайс айӑплӑ!
Agabazar // 3534.70.7057
2019-01-31 12:04
Agabazar
Трамп, паллах, йĕксĕк. Йĕксĕкрен те йĕксĕк. Анчах та Чубайса ан тив. Вăл пирĕн патра "Хĕвел" савут лартса панă.
2019-01-31 20:30
Тĕрĕс Акапасар. Совет Союзĕ вăхăтĕнче тĕнчипе пурнăçланă савутсем паянхи кун хăйĕн хуçисене тупрĕç. Çамка çине çеç çав-çав баринăн крепостнойĕ тесе кăна пичет çапмаççĕ. Трамп хăш енчен йĕсĕк? Тата пире хăш енчен килсе тивет вăл?
Можно в отдельной, а можно и в общей
Мёртвых квартирный вопрос не берёт,
Вот молодец, этот самый усопший,
Не пожалеет и не соврёт
Çакнашкал мар-и, Акапасар?

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru