Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

2022 ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2022 09:01 | 2088 Пурĕ пăхнă

Акӑ, ҫак ҫӑмӑлах мар ҫулталӑк вӗҫленсе те пырать. Вӑл вӗҫнелле шуса пынӑ май, яланхи пекех эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне тӑватпӑр.

Пӗлтӗр эпир 2022 ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗтсе илеттӗмӗр. Шел те малашлӑх епле пулассине пӗлеймен ҫав. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫлӑ хыпар: кӑшӑлвирус пире ытлашши пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ. Ҫук, вӑл пӗтмен-ха, сысна грипӗпе пӗрле пирӗн хушӑрах явӑнса ҫӳрет, анчах 2022 ҫул кӑтартса панӑ тӑрӑх ҫав чир ытлашшиех хӑрушах мар иккен, унтан хӑрушши те пур. Ҫавна май ун пирки шухӑшлама пӑрахрӑмӑр.

Далее...

 

2021 ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2021 12:29 | 3652 Пурĕ пăхнă

2021 ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Малалла пире 2022 ҫул кӗтет. Мӗнле иртрӗ-ха кӑҫалхи ҫул, пур-и ҫитӗнӳсем, мӗнле йывӑрлӑхсем пулчӗҫ-ха?

2021 ҫулта ытлашшиех паллӑ самантсем пулмарӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» малтанхи ҫулсенче пухнӑ вӑйпа малалла утрӗ тесен йӑнӑш пулмӗ. Ҫӗнӗлӗхсем пулмарӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли — ҫухатусем те ҫук. Сайтпа кунсерен паллашакансен йышӗ кӑна ӳсрӗ.

Статьясем

«Чӑваш халӑх сайчӗ» хальхи вӑхӑтра МИХ евӗр ӗҫлет те ҫавна май пусӑмне ытларах хыпарсемпе статьясем вырнаҫтарасси ҫине тӑвать.

Далее...

 

2019 ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2019 11:56 | 5550 Пурĕ пăхнă

Ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Кивви хыҫа юлать те ҫӗнни умра тӑрать. Ҫак чикӗ урлӑ каҫас умӗн пӗтӗмлетӳсем тумасӑр май ҫук.

2019 ҫулталӑк питӗ хӑйне евӗрлӗ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑш пулмӗ. Йывӑрлӑхсем сахал мар пулчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах — ыттисем те. «Чӑваш халӑх сайчӗн» йывӑрлӑхӗсем ытларах енӗпе тӗп редакторӑн пурнӑҫӗнчи йывӑр саманчӗпе ҫыхӑнчӗҫ. Тем тесен те «Чӑваш халӑх сайчӗн» шӑпи унпа ытла тачӑ ҫыхӑннӑ (шел пулин те). Ытти енчен пӗрлӗх те пирӗн регистрациленнӗ МИХ та пысӑк шар курмарӗҫ.

Далее...

 

2018-мӗш ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2018 18:42 | 8485 Пурĕ пăхнă

Ак, хайхи 2018 ҫул та хӑйӗн вӗҫне ҫитрӗ. Ӑна пӗтӗмлетме те вӑхӑт. Мӗн тунӑ, мӗн ирттернӗ... Мӗн ҫӗнни, мӗн туса ҫитереймен…

Пӗлтӗрхи ҫулталӑкпа танлаштарсан, питӗ пысӑках утӑмсем тӑваймарӑмӑр ҫав. Анчах чи кирли — чакмарӑмӑр! Чӑваш халӑх сайтне кӗрекенсен йышӗ пысӑкланмарӗ тесен те йӑнӑш пулӗччӗ. Паллах, ӳсӗм самаях мар. Анчах кӑҫал кунне 350-600 ҫын пирӗн сайтпа куллен паллашма вӑхӑт тупатчех. Хамӑр статуса та — МИХ ятне илнине — ҫухатмарӑмӑр. Роскомнадзор тӗрӗслевӗ витӗр пӗрремӗш хут тухса малалла утма вӑй ҫитертӗмӗр.

Далее...

 

Чӑваш халӑх сайчӗн 2017 ҫулхи ӗҫӗ

  07.01.2018 14:14 | 6610 Пурĕ пăхнă

Иртнӗ ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ темелле. Ку ӗҫе ахаль чухне ҫулталӑк вӗҫӗнче тӑваттӑмӑр-ха та, ҫавах та кӑшт каярах тусан та пӑсмӗ тесе шутлатпӑр.

2017 ҫул малтанхинчен ҫӑмӑлрах пулчӗ. Укҫи-тенки енчен те, ытти тӗлӗшпе те. Енчен те унччен пирӗн сайта кунне 200-300 ҫын кӗретчӗ пулсан, 2017 ҫулта ҫак кӑтарту 300-500 ҫын таран хӑпарчӗ. Сӑмах, паллах, чӑвашла верси пирки. Вырӑсли тата акӑлчанлисем — вӗсене эпир чӑвашла версине пулӑшма кӑна хатӗрлесе, ҫавӑнпа та унта кӗрекенсене ытлашши сӑнамастпӑр.

Далее...

 

2016-мӗш ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2016 13:21 | 5310 Пурĕ пăхнă

Кашни ҫул пекех кӑҫалхи ҫулталӑкӑн ӗҫӗсене те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫулӗ ҫӑмӑл пулмарӗ пулин те нумай ӗҫ тума пултартӑмӑр.

Енчен те 2015 ҫулта эпир открыткӑсем кӑларса пӑхрӑмӑр пулсан, кӑҫал — чӑвашла укҫа конверчӗсене алла илес терӗмӗр. Ҫапла май вара тӑватӑ ҫӗнӗ вариант кӑлартӑмӑр (малтанхипе шутласан пиллӗк пулать). Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 3500. Енчен те малтанхисене алӑпа касса кӑларма тиветчӗ пулсан — ҫӗннисене халь эпир ятарлӑ станокпа хатӗрлетпӗр, ҫавна май вӗсем лавккарисенчен пӗрре те кая мар пулса пыраҫҫӗ.

Далее...

 

2015-мӗш ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2015 14:12 | 4360 Пурĕ пăхнă

2015 ҫул Чӑваш халӑх сайчӗшӗн пӗр енчен йывӑр пулчӗ, тепӗр енчен пӑхсан — ҫитӗнӳсем те сахал мар пулчӗҫ. Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала хуҫаланни пире те пырса тиврӗ. Укҫи-тенки енчен пирӗн ӗҫре те хӗсӗк пулчӗ, анчах ҫавах та пӗтӗмпех япӑх теме май ҫук. Литература ҫулталӑкне халалланӑ «Шан мана, тӗнче!» конкурса ирттерсе пӗтӗмлетме хал ҫитертӗмӗрех. Хутшӑнакансем чылайях пулмарӗҫ пулин те ҫавах ҫук тесе те калаймастпӑр.

Кӑҫал эпир тӗнче тетелне ҫӗнӗ сайтпа пуянлатрӑмӑр — «Ваттисен сӑмахӗсем» ятли ӗҫлесе кайрӗ.

Далее...

 

2014 ҫула пӗтӗмлетсе

  31.12.2014 19:23 | 12921 Пурĕ пăхнă

Иртсе каякан ҫула пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама пулать — чӑваш халӑх сайчӗшӗн вӑл япӑхах пулмарӗ. Кӑҫал эпир конкурссем нумаях ирттермерӗмӗр пулин те ҫав-ҫавах пӗрре ҫӗнӗ йышшине йӗркелерӗмӗрех — ку вӑл «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗ. Чылайӑшне килӗшрӗ, пур енчен те ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Шел те ҫитес ҫулта унашкалли ирттерме вӑхӑт тупаймӑпӑр пулӗ — ун вырӑнне эпир «Шан мана, тӗнче!» литература конкурсне тата чӑвашла сайтсен ӑмӑртӑвне йӗркелӗпӗр.

Иртсе каякан ҫулта пирӗн сайт хӑйӗн сӑнне улӑштарчӗ — ҫӗнӗ улшӑнусем чылайӑшне килӗшрӗҫ, вӗсем ӑна ырларӗҫ.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)