


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






«Пӗчӗк-ха вӑл. Ӑнланмасть», – тет кутӑн-пуҫӑн тӑма хатӗр шӑпӑрланӗ пирки хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ. Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси – ачаран тесе ваттисем ахальтен каламаннипе психологсем те килӗшеҫҫӗ. Ача иртӗхсе ӳсессине пӗчӗклех палӑртма пулать иккен. Сӑнасарах пӑхмалла кӑна.
Ку вӑл ача ӳлӗмрен иртӗхсе каяссин пӗрремӗш палли иккен. Ҫемьере ачана ытлашши ирӗк панине кура вӑл хӑйне ҫӗр ҫинчи чи пӗлтерӗшлӗ фигура евӗр туять. Ашшӗ-амӑшӗ ҫакӑн пек тытнин сӑлтавӗ тӗрлӗрен пулать иккен.