Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.0 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj


Тӗнчери чи вӑрӑм чӗрнесем

  22.04.2014 17:12 | 2857 Пурĕ пăхнă

Вӑрӑм чӗрне, паллах, хӗре илем кӳрет. Анчах пур япалан та виҫи пур-ха. Хӑш-пӗр пике чӗрне ӳсменшӗн, вӑл хуҫӑлнӑшӑн пӑшӑрханать. Чӗрне шутран ытла вӑрӑм пулмасть тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑм чӗрнеллӗ арҫынсем те пур иккен.

Чи вӑрӑм чӗрнеллӗ ҫын Лас-Вегасра пурӑнать. Крис Волтон юрӑҫ 45 ҫулта. Ӑна ытларах Графиня ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл 2011 ҫулта Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ. Специалистсем унӑн сулахай аллинчи пысӑк пӳрнин чӗрнине виҫнӗ. Чи вӑрӑмми! Вӑл 91 сантиметрпа танлашнӑ.

Далее...

 

Этем кӗлеткин 10 тӗлӗнтермӗшӗ

  17.04.2014 21:03 | 2594 Пурĕ пăхнă
Этем кӗлетки тӗлӗнмелле теҫҫӗ ӑсчахсем. Акӑ, уйрӑмах кӑсӑклӑ вунӑ факт:

1. Этем кӗлетки тӗрлӗ хими элементӗнчен тӑрать. Эпир хамӑр пурнӑҫ тӑршшӗнче кӑларакан хлор ултӑ пысӑк бассейнри инфекцие пӗтерме ҫитет. Фосфор вара 200 ытла курупка шӑрпӑк кӑлармалӑх пухӑнать.

2. 60 ҫултан 20-шне этем ҫывӑрса ирттерет.

3. Ача ҫурланӑ чух чӗркуҫҫинчен унӑн чашӑк ҫук. Вӑл 2–5 ҫул вӑхӑтнелле йӗркеленет.

4. Пирӗн кӗлеткери чи хирӗп пай – ҫӳҫ. Археологсем пирӗн эрӑччен пиншер ҫур каялла пытарнӑ мумие тупнӑ.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1370+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru