Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Ял халӑхне сӗт хакӗ калаҫтарать

  20.03.2016 21:56 | 5778 Пурĕ пăхнă

Ял халӑхне мӗн пӑшӑрхантарать? Сӗт хакӗ. Ара, тупӑш тумалли тӗп мелсенчен пӗри-ҫке вӑл. Ял ҫынни сӗт сутса та пулин газшӑн, ҫутӑшӑн тӳлемеллех укҫа тӑвать.

Анчах хак ял ҫыннине калаҫтарма пӑрахмасть. Лавккасенче сӗт хакӗ йӳнелни курӑнмасть. Пачах тепӗр май — ӳсет ҫеҫ. Сӗт туянакансен вара хакӗ йӳнелсех пырать. Чылайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хаксем пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех пулнӑ. Ун чухне 20 тенкӗрен иртнӗ, кӑҫал вара — пӗчӗкрех.

ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗ тӗлне чылай районта сӗте 15–16 тенкӗпе пухнӑ.

Далее...

 

Пилӗк пинпе лавккана ан кай

  11.01.2016 15:31 | 4512 Пурĕ пăхнă

Вӑрӑ вӑрра шанмасть теҫҫӗ те, пур чухне те апла мар пулӗ. Шупашкарта вырнаҫнӑ лавккасенчен пӗринче, реклама (е, тен, антиреклама) евӗр ан пултӑр тесе хӑшӗнчине каламӑп, 5 пинпе пыракан ҫынсене ӳкерсех илеҫҫӗ-мӗн.

 

Тӗлӗнмелле ҫак тӗслӗх пирки Александр Белов журналист хӑйӗн блогӗнче ҫырать. Пӑтӑрмахӗ республикӑн тӗп хулинчи Горький тата Университет урамӗсем хӗресленнӗ тӗлте вырнаҫнӑ лавккара пулса иртнӗ. Унта тавар туянакансенчен пӗри 5 пин тенкӗлӗх укҫапа пынӑ иккен.

Далее...

 

Уяв сӗтелӗ мӗн хака ларать?

  27.12.2015 19:08 | 4340 Пурĕ пăхнă

Ҫӗнӗ ҫул умӗн лавккасенче, гипермаркетсенче халӑх хӗвӗшет. Пурте уява хатӗрленеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ туянаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен темиҫе кун кӑна юлчӗ. Раштавӑн 30–31-мӗшӗсенче лавккасенче мӗнлерех хӗвӗшӳ пулӗ-ши тата?

Кризис, кризис теҫҫӗ… Ҫапах хырӑм выҫать, Ҫӗнӗ ҫула пушӑ сӗтелпе кӗтсе илеймӗн. Ҫулталӑкӑн юлашки уйӑхӗсенче ӗҫре шалу вӑхӑтра паманни пирки чылай пӗлӗшрен илтме тӳр килчӗ. Апла-и, капла-и — этем сӗтел хатӗрлеме май тупать. Лавккасене хам та кӗретӗп, хаксемпе паллашатӑп.

Кӑҫал, тунмастӑп, уяв сӗтелӗ самай хака кайса ларӗ.

Далее...

 

«Тӗп сакайӗнчи» эрех шар ан кӑтарттӑр

  22.11.2015 21:31 | 5005 Пурĕ пăхнă

Чӑваш Енре ҫынсем элитлӑ эрехпе наркӑмӑшланса вилни самай шӑв-шав ҫӗклерӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарчӗҫ. Пӗтӗмпе 900 ешчӗк ром туртса илнӗ, контрафактлӑ эрехе тата ӑҫта сутнине те тӗпчеҫҫӗ халӗ.

Ҫапла ҫав, этем пуймашкӑн ҫӑмӑл меслет шырать, «ҫӑмӑл» укҫа чылайӑшне илӗртет. Паллах, пакунлисем вилмеллех наркӑмӑшлӑ ром Чӑваш Ене ӑҫтан тата мӗнле майпа килнине тӗпчесе тӗрӗслӗхе тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗҫ. Ҫакӑ паха — ешчӗксене туртса илнӗ, унсӑрӑн «хаклӑ йышши» ромпа миҫе ҫын наркӑмӑшланӗччӗ-ши?

Далее...

 

Потребительсен прависем мӗнлерех?

  15.03.2015 13:16 | 3452 Пурĕ пăхнă

Паян, пушӑн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери потребительсен прависене хӳтӗлекен кун шутланать. Ҫавна май сире туянакансен, пулӑшу илекенсен мӗнлерех правасем пурри пирки кӑшт та пулин ӑнлантарса парас шухашлӑ.

Лавкка хуралҫисен сирӗн сумкӑрсене тӗрӗслеме ирӗк пур-и?

Лавккари япаласене вӑрланӑ тесе сирӗн сумкӑрсене унти хуралҫӑсем тӗрӗслеме пултараймаҫҫӗ. Эсир хӑвсамӑр ирӗк парсан кӑна вӗсем сирӗн япаласене тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Анчах ку ӗҫе протокол туса ирттермелле е видео ӳкерсе.

Далее...

 

Чӑваш чӑвашпа чӑвашла...

  28.11.2013 13:23 | 33973 Пурĕ пăхнă

Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.

Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 31, 32, 33, 34, 35, [36]
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)