Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Цензура

  19.04.2022 15:15 | 3076 Пурĕ пăхнă

Ку статьяна тахҫанах ҫырма палӑртнӑччӗ. Кахала пула, тата ытти ӗҫсем хупӑрласа илнине пула паянхи кунччен те вӑл сайтра вырнаҫаймарӗ. Ҫавах та ҫак ӗҫе тӑсни сиенлӗ пуль. Палӑртнӑ ӗҫе тем тесен те тумаллах. Пӗр планласа хунӑ статьяна ҫырмаллах.

Мӗн-ха вӑл цензура?

Цензура мӗн иккенне тӗрлӗ энциклопедисене кӗрсе пӗлме пулать. Ытла инҫе каймӑпӑр, СССР вӑхӑтӗнче тухнӑ энциклопедине пӑхар. Цензурӑллӑ патшалӑхра ҫав япала пирки мӗн ҫырнӑ-ха? Цензура вӑл официаллӑ влаҫ органӗсем халӑха ҫитерес информацие тӗрӗслесе тӑни, ала витӗр кӑларни имӗш.

Далее...

 

Район хаҫачӗсене пӗтерме парас марччӗ!

  19.11.2021 12:27 | Ŝanĝi | Forigi | 10200 Пурĕ пăхнă

Хаҫат — «коллективлӑ пропагандист тата агитатор кӑна мар, коллективлӑ организатор та» тесе ҫырнӑ В.И.Ленин. Асӑннӑ пӗлтерӗш паян та ҫухалман. Хаҫатсем, уйрӑмах районсенче тухса тӑраканнисем, ял халӑхне питӗ ҫывӑх. Вӗсенче ял пурнӑҫӗн шӑпи, кун-ҫулӗ, савӑнӑҫӗ-хуйхи...

Ҫӑмӑл мар тапхӑрта, колхозсем йӗркеленӗ ҫулсенче тухма пуҫланӑ хаҫатсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те пӗр номер те тухманни пулман. Паян вара район хаҫачӗсем кирлӗ те пулмӗҫ-ши? Вӗсене «Хыпар» хаҫатӑн филиалӗсем тума палӑртнипе ҫапла шутлатӑп.

Далее...

 

Матч ТВ: последние новости спорта или в чем заключаются преимущества онлайн-трансляций разных соревнований?

  21.05.2021 13:49 | Ŝanĝi | Forigi | 4040 Пурĕ пăхнă

«Матч ТВ» — один из самых популярных спортивных телеканалов на сегодня. Посвящен событиям из мира спорта и здоровому образу жизни. Телеканал транслирует самые громкие спортивные события и мероприятия в мире, сериалы и фильмы о спорте, а также программы и ТВ-шоу, посвященные ЗОЖу и правильному питанию. Работают на катале популярные комментаторы. Отличительная особенность «Матч ТВ» в удачной комбинации сдержанности и самоиронии. Итак, про все новости спорта можно узнавать, если мониторить их на специализированном сайте, где постоянно следуют обновления и так далее.

Далее...

 

«Юлташ»: кто он? В.И. Иванов (Кривов) или Д.А. Демидов?

  25.02.2021 19:41 | Ŝanĝi | Forigi | 4212 Пурĕ пăхнă

В воспоминаниях второго редактора-издателя газеты «Хыпар» Сергея Кирилловича Кириллова находим одну примечательную деталь: «Почему мы в конце статей не указывали авторство сочинителя? Мы исходили из убеждения Н.В. Никольского, который считал, что в глазах читателей, кроме самого названия газеты, чуть менее известным должно быть лишь имя редактора. Мы были с этим согласны. Поэтому моей фамилии ни под одной статьей нет, кроме подписи “редактор-издатель С. Кириллов”, да и то – с припиской “за”».

Далее...

 

Анлӑ Атӑл юрри

  05.11.2020 13:00 | 9230 Пурĕ пăхнă

(Чӗмпӗрти чӑвашсен «Атӑл юрри» альманахӗ тавра)

Юратнӑ Атӑл ҫинчен чӑваш пин-пин сӑмах, юмах, халап сарнӑ, савса юрланӑ. Атӑл ҫинчен хайланӑ калавсене Самарта Влас Паймен ҫыравҫӑ, Каҫалта Иван Никифоров студент пухса тӗпчениcене пӗлетӗп. «Атӑл юррин» ултӑ альманахӗнче (1919-2020) пӗтӗмлетӳллӗ тишкерӳ кураймарӑм. Шел, «Атӑл юрри» ҫинчен Чӑваш жрналистикипе пичечӗн энциклопедийӗнче туллин асӑнман. Юрать-ха, альманах историйӗпе унӑн тӗременӗ Елена Мустаева тата истори наукисен кандидачӗ Роза Макарова (Павлова) пӗтӗмӗшле каласа параҫҫӗ.

Далее...

 

Тимӗр Акташ. Юбилейное интервью к 70-летию

  23.10.2020 21:50 | 5831 Пурĕ пăхнă

5 ноября 2020 года чувашский журналист, публицист, историк, этнополитолог Тимӗр Акташ отмечает свой 70-летний юбилей.

Чувашский народный сайт публикует интервью юбиляра, своего постоянного автора и нештатного корреспондента.

— Уважаемый Владимир Николаевич, когда и где вы родились? Где ваши чувашские корни?

— Я, Долгов Владимир Николаевич, родился 5 ноября 1950 года в деревне Ишалькино, чув. Ишельел, тат. Ишэле Кзыл-Армейского (ныне Чистопольского) района Татарской АССР.

Далее...

 

Тӑван е тӑван мар Атӑл? (2-мӗш пай)

  19.09.2020 13:36 | 5910 Пурĕ пăхнă

2. Утса тухнӑ ҫул мӗн кӑтартать?

Килти ҫӳлӗк ҫинчи тахҫанхи те хальхи «Тӑван Атӑл» кӑларӑмӗсене чылай вӑхӑт ҫавӑрса лартӑм. Вуласа тухнисем ватӑлнӑ чуна ҫӗнӗрен ҫупӑрларӗҫ. Унта шухӑшламалли пайтах, унта — чӑвашӑн йывӑр кунҫулӗ, пирӗн халӑхӑн ҫутӑ ӑс-хакӑлӗ те ҫирӗп тӑн-пуҫӗ, писательсен пултару паттӑрлӑхӗ. Унта – чӑваш литературин классики, халӑх сӑмахлӑхӗ, ача-пӑча литератури, чӗлхе пӗлӗвӗ, ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсем, истори, ӳнерсем, тӗрленчӗксемпе асилӳсем, теори, критикӑпа библиографи, ҫамрӑксен пайӗ, календарь, сатирӑпа юмор тата тӗнче литературинчен куҫарнӑ паха хайлавсем.

Далее...

 

Тӑван е тӑван мар Атӑл? (1-мӗш пай)

  10.09.2020 19:28 | 5479 Пурĕ пăхнă

1. Калле-малле пӑхса илсен…

Чӑвашла «Тӑван Атӑл» журнал тӑххӑрмӗш теҫеткепе пырать. Тӑванӗсенчен пӗчченех тӑрса юлчӗ вӑл. Литературӑпа илемӗшӗн хулӑн журналӗсем 100 ҫул каялла — ХХ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче Чӗмпӗрте («Шурӑмпуҫ», 1919-1921), Хусанта (Утӑм», 1928-1929), Ӗпхӳре («Хӗрлӗ Урал», 1934-1936), Самарта («Вӑтам Атӑл», 1931-1935) тухса тӑнӑ. Шупашкарта 1924 ҫулта «Сунтал» («Ялав»), 1925 ҫулта «Капкӑн» тухма пуҫланӑ. Халӑх юратакан кӑларӑмсем пулнӑ, ун чухнех 4-5 пин экземплярпа пичетленнӗ. Хутла тин ҫеҫ вӗренме пуҫланӑ хресчен вӗсене илсен пӗрле пухӑнса вулама тӑрӑшнӑ.

Далее...

 

15 ҫул

  07.09.2020 11:13 | 4828 Пурĕ пăхнă

15 ҫул — шӑп ҫавӑн чухлӗ Чӑваш халӑх сайчӗ сирӗнпе пӗрле. Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче эпир хамӑр ҫак пӗчӗк юбилея палӑртатпӑр. Шел те, кӑшӑлвируса пула ӑна анлӑн палӑртма май пулмӗ. Ҫавах та ҫак вӑхӑт хушшинче эпир мӗн-мӗн тума ӗлкӗрнине, тата хамӑр плансем пирки каласа парас тетпӗр.

Ҫитӗнӳсем

15 ҫул хушшинче Чӑваш халӑх сайчӗ сахал мар ӗҫлерӗ. 2017 ҫултанпа эпир МИХ шайӗнче тӑрӑшатпӑр пулин те унччен чӑвашлӑха тӗнче тетелӗнче тӗрлӗ енлӗ аталанма пулӑшакан портал пек ӗҫлесеччӗ.

Далее...

 

Предвыборная борьба в Чебоксарах обостряется

  28.08.2020 18:16 | 4683 Пурĕ пăхнă

Краткий обзор предвыборных печатных материалов.

«Бандитское нападение на агитатора КПРФ» — под таким интригующим заголовком вышло сообщение пресс-службы Чувашского рескома КПРФ на первой странице партийной газеты «Чебоксарская правда» 26 августа 2020 года на месте передовой статьи.

Как сообщается, на агитатора КПРФ напал конкурент из «Единой России», расклеивавший листовки за кандидата в Чебоксарское горсобрание депутатов Антонова, отобрал листовки КПРФ и «нанёс удары по лицу нашему волонтеру».

Далее...

 
Paĝoj: 1, [2], 3, 4, 5
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)