Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj


Фарида ҫине чӑваш хӑй чунӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхать…

  25.01.2019 11:24 | 5336 Пурĕ пăхнă

Ман арӑм амӑшне телефонпа Фарида юррин сӑмахӗсене вуласа ҫыртарнине курсан — тӗлӗнтӗм. (Ялта ватӑсен интернет ҫук.). Хуняҫапа хуняма, Вениамин Ефимовичпа Римма Ивановна, — вӗреннӗ ҫынсем, интеллигентсем темелле. Пурнӑҫ курнӑ. Пули-пулми япалапа вӗсене астараймӑн. Шалтипе тулаш мӗнне вӗсем аван пӗлеҫҫӗ. Тиркевлӗ куҫпа пӑхаҫҫӗ вӗсем чӑваш культури ҫине. Фарида вӗсен кӑмӑлне кайни мана юрӑҫ вӑрттӑнӗ пирки шухӑшлаттарчӗ.

Юрланипе мар – юрӑра хӑйне епле тытнипе илӗртет, ман шутпа, Фарида.

Далее...

 

Театрта хамӑра тытма пĕлетпĕр-и?

  05.04.2015 19:01 | 2260 Пурĕ пăхнă

Театра çÿреме юратакансем пирĕн хушăра сахал мар. Анчах унта хамăра тытма пĕлетпĕр-и-ха? Пĕррехинче СССР халăх артисчĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕ Вера Кузьмина калани асра юлнăччĕ. Театра пынисем залра апат çисе ларни пирки вăл: «Выçă çÿреççĕ-ши çав çынсем?» – тесе тĕлĕнсерех калаçнăччĕ вăл.

Чăн та, театрта та хăйĕн йĕрки пур. Кăткăс мар правилăсене астуса юлар-ха эппин:

1. Билет туяниччен зал планĕпе паллашăр. Ăна билет сутакан касса чÿречипе юнашар вырнаçтараççĕ.

Далее...

 

"Судра —2" комеди ӑсталама сӗнетӗп

  03.06.2013 07:23 | 8271 Пурĕ пăхнă

1919-мӗш ҫулта Шупашкар уесӗнчи Шемшерти юратавҫӑлла театрта тата Хусанти тӗп театрта Фёдор Павловӑн "Судра" комедине лартса панӑ. Халь кӑларма пулать-и ӑна сцена ҫине? Паллах. Анчах та проблема пур: комеди пӗр пайлӑ ҫеҫ. Кунашкал формат театрсемшӗн майлах мар. Ҫавӑнпа та эп кӑмӑл тӑвакансене комедин тӑсӑмне ҫырма сӗнетӗп тата чӗнетӗп. Ҫак ӗҫтӑвӑма конкурс тейӗпӗр. Унта ҫӗнтерекене эп хам преми пама шутлатӑп. Калӑпӑр, пӗр тенкӗ чухлӗ.

Пурӑна-киле, тен, урӑхла меслетсем те шутласа тупӑпӑр.

Далее...

 

«Ҫапла пултӑр» — пушӑн 30-мӗшӗнчи кӑларӑм

  02.04.2013 15:44 | 12185 Пурĕ пăхнă

 

Хутшӑнаҫҫӗ:

 

Тема: театр

Иван Иванович Иванов, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ, режиссёр, чӑваш халӑх артисчӗ;

Иосиф Александр Димитриев, ҫамрӑксен театрӗн режиссёрӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ;

Геннадий Павлович Медведьев, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, чӑваш халӑх артисчӗ;

Арсений Алексеевич Тарасов, драматург, ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ;

Надежа Мефодьевна Кириллова, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1370+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru