


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Ырӑ сунса кӗтетпӗр Кубер-Педине! / © iz.ru
Унччен сире Австралири Херальтон хулапа паллаштарнӑччӗ. Паян черетлӗ хула ҫинчен — Кубер-Педи ятли ҫинчен — каласа парасшӑн. Хальхинче сире куҫарнӑ статья кӗтет.
Австрали пушхирӗ питӗ кичем, унӑн сӑнӗ пӗр евӗрлӗ. Ӳкерчӗксенче кӑна ун тӑрӑх тӗлӗнмелле кенгуру сиккелесе ҫӳрет, сумкӑллӑ каюрасем шӑтӑк чаваҫҫӗ. Чӑннипе вара, вӑл шӑрӑхпа ҫуркаланса пӗтнӗ хӗрлӗ сӑнлӑ ҫӗр, ун ҫийӗн пӗлӗтсӗр тӳпенелле йывӑр ӑрша хумӗсем ҫӗкленеҫҫӗ.