


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Чӑн пулни
Иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑр вуннӑмӗш ҫулӗсем. Кивӗ Чукал ялӗнчи пилӗк арҫын Самар тӑрӑхне кӑҫатӑ йӑвалама тухса кайнӑ та, уйӑх ытла унта ӗҫлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн киле таврӑнаҫҫӗ. Ульяновскри автовокзал ҫумӗнчи кафере самаях пырӗсене хӗртнӗ хыҫҫӑн билет туянма касса патне пыраҫҫӗ.
— Вӑлатюк, пӑх-ха, пӑх: «Ульяновск — Кивӗ Чукал» маршрут уҫӑлнӑ! — тӗлӗнсе те савӑнса кӑшкӑрса ярать ҫулпа аслӑраххи. Унӑн юлташӗсем те хӑйсен ялне тӳрремӗнех автобуспа ҫитме май пурришӗн хытӑ хӗпӗртеҫҫӗ.