Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене ҫӑкӑр кирлӗ мар

  10.04.2016 22:15 | 4101 Пурĕ пăхнă

Шупашкарти пӗр чиркӳ килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене эрнере икӗ хутчен апатлантарассине йӑлана кӗртнӗччӗ. Халӗ пӗлмеcтӗп: ҫитереҫҫӗ-и вӗсене унта? Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ хыҫне апат илсе килме пӑрахнӑ. Ку кризиспа ҫыхӑнман-ши?

Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшни — пархатарлӑ ӗҫ. Темен те пулать-ҫке пурӑнан пурнӑҫра. Пӗрисене ҫывӑх тӑванӗсем килтен кӑларса яраҫҫӗ. Теприсен ултава пула урамра ҫӗр каҫма тивет. Виҫҫӗмӗшӗсем вара кунашкал пурнӑҫа хӑйсем суйлаҫҫӗ.

Далее...

 

Тупиччен тупманни

  26.03.2016 17:00 | 4195 Пурĕ пăхнă

Ҫынсем, ватти те, яшшисем пушшех те, тӗнче тетелӗнче ларма кӑмӑлланине пурте пӗлетпӗр-ха. Пӗрисем унта ӗҫпе кӗреҫҫӗ, теприсем — тус-юлташпа хутшӑнма, виҫҫӗмӗшӗсем — вӑйӑ выляма. Хайхисем халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтусене те хускатаҫҫӗ. Акӑ вӗсенчен пӗри. Хальхинче сӑмахӗ тупнӑ япалашӑн укҫа тӳлемеллипе тӳлемелле марри пирки.

Япала, уйрӑмах телефон, ҫухатса курман ҫын та ҫук пулӗ. Ача-пӑчана та иртӗхтеретпӗр те ҫав хатӗрпе, шӑпӑрлансем уйрӑмах тимсӗр. Кун каҫипе сикеҫҫӗ-выляҫҫӗ, ҫӑва шӑтӑкне кӗрсе тухманни кӑна пуль вӗсен!

Далее...

 

Мӗншӗн пирӗн медицина вӑйсӑр?

  28.02.2016 20:49 | 6993 Пурĕ пăхнă

Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралнӑ Ксюша Максимова комӑна кӗрсе ӳкни мана та ыттисем пекех пӑшӑрхантарать. Унӑн шӑпишӗн нумайӑшӗ кулянать. Ахӗртнех, чылайӑшӗн ыйту хыҫҫӑн ыйту ҫуралать. Чӑннипе, блогерсем Ксюша пульницӑра выртнине, вӑл комӑра пулнине тӗнче тетелӗнче хускатман-тӑк эпир, тен, ун пирки пӗлместӗмӗр те. Кунашкал миҫе тӗслӗх ҫине ҫӳлтисем куҫ хупса ирттереҫҫӗ? Пирӗн ҫапла, халӑх пӗлесрен, калаҫасран хӑраҫҫӗ.

Халӗ Ксюшӑна Канадӑри тухтӑрсем пулӑшма хатӗрринине пӗлсен, пытармастӑп, чунтан савӑнтӑм.

Далее...

 

Память о чувашском учёном и меценате

  22.02.2016 16:21 | 4542 Пурĕ пăхнă

Ещё раз о заслугах Василия Васильевича Николаева

 

Как мы уже кратко сообщали, 11 февраля 2016 года в Чебоксарах состоялось возложение цветов к памятнику чувашскому учёному, российскому инженеру, организатору производства и меценату Василию Васильевичу Николаеву (1939-2007). Акция была приурочена ко дню его рождения. На церемонии выступали учёный- этнолог и историк Виталий Иванов, гражданские активисты и представители общественности. Вот что, говорили, в частности, некоторые из них.

Далее...

 

Ҫын куҫҫулӗ ҫинче пуяҫҫӗ

  07.02.2016 18:54 | 3739 Пурĕ пăхнă

Шел те, чирлӗ ача нумай. Вӗсен пурнӑҫне операци е сиплев ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать. Анчах ун валли укҫа нумай кирлӗ. Халӗ республикӑра Етӗрне районӗнчи Ксения Максимова пурнӑҫӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. 13-ри хӗрача сывалӗ-и? Ура ҫине тӑрӗ-и? Унӑн амӑшӗ кунӗн-ҫӗрӗн пульницӑра ларать, ниҫта та каймасть. Вӗсем тӗрлӗ клиникӑран пулӑшу ыйтнӑ, хурав кӗтеҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тӗлӗрмеҫҫӗ. Вӗсем Ксюша валли укҫа пухма тытӑннӑ. Анчах ку суя. Ҫемье хальлӗхе нимӗнле укҫа та пухмасть.

Далее...

 

Чӑваш киновӗ патшалӑх енчен пулӑшу кӗтсе илӗ-и?

  24.01.2016 22:03 | 6572 Пурĕ пăхнă

Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май пирӗн республикӑра та ку енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Тӗрӗссипе, пирӗн фильмсемпе мухтанмаллиех ҫук-ха. Кун тӗлӗшпе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлемелле пирӗн. Кинематографистсен пӗрлӗхне йӗркелени, Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивальне пӗрремӗш хут ирттерни — пӑр вырӑнтан хускалниех. Ҫапах хастарсем тӑрӑшнипе ҫеҫ чӑваш киновӗ малалла каяс ҫук. Голливуд ҫулталӑкне ҫӗр-ҫӗр фильм кӑларать, унта пысӑк укҫа ҫаврӑнать. Ҫапла, укҫа ура хурать чӑваш киновне малалла аталанма.

Далее...

 

Ватӑ ҫынна пӑхни сӑвап та...

  30.12.2015 20:43 | 5718 Пурĕ пăхнă

Районсенче пулма тӳр килнӗрен тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫма май пур. Вӑл е ку районта лайӑх е япӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ теме ҫук. Эпир пӗр ҫынна курса пурне те хаклама хӑнӑхнӑ-ҫке-ха. Кашни тарӑхрах тӗрлӗ ҫын пурӑнать.

 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем, «вӑрҫӑ ачисем» мӗнле пурӑнни куҫ умӗнчех. Пӗрисене ачисем лайӑх пӑхаҫҫӗ, тирпейлӗ ҫӳретеҫҫӗ. Теприсем вара… ватӑ ҫын вилессе кӗтеҫҫӗ. Ҫапла, 90 е 100 ҫулалла кармашакан амӑшӗ е ашшӗ автан авӑтман яла ӑсанасса кӗтсе пурӑнакансем те пур.

Далее...

 

Элтепер ыйтсан сусӑр валли урапа пулать

  04.12.2015 17:20 | 4465 Пурĕ пăхнă

Раштавӑн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ пулчӗ. Ҫак ятпа районсемпе хуласем тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ. Юрласа-ташласа та кӑтартрӗҫ вӗсенче, тӳре-шара сусӑрсемшӗн мӗн тери пӑшӑрханни-кулянни, вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ырми-канми ӗҫлени пирки ӗнентермелле тухса калаҫрӗ.

Пулӗ те. Тӑрӑшаҫҫӗх-тӗр. Юлашки ҫулсенче, ав, лавккасене-учрежденисене сусӑрсене кӗме пандуссем туса параҫҫӗ. Сусӑрсен машинисене лартма вырӑн хӑварнипе хӑварманнине, ҫавӑн йышши ытти саманта прокуратура та тӗрӗслесе ҫӳрени пирки пӗлтерет.

Далее...

 

Африкăра ачасем мĕншĕн выçлăхпа аптăраççĕ?

  13.05.2015 17:37 | 3912 Пурĕ пăхнă

Африкăн хĕвелтухăçĕнче çур ĕмĕр ытла типĕ çанталăк тăни унти 10 миллион ытла çынна пырса тивнĕ. Пин-пин çемье, çав шутра çара уран чупакан ачасем те, Сомалирен Кение кайнă. Унта çитиччен вĕсем хĕвел хĕртекен çĕр тăрăх шывсăр-апатсăр утнă. Сомалире пурăнма май пулман: тыр-пул пĕтнĕ, выльăх-чĕрлĕх вилнĕ… Кенири çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи халăхăн 37 процентне яхăн выçăпа аптăрать. Сомалири нумай ача çакна пула çул çинче вилнĕ.

Сăнÿкерчĕкре – 2-ри Аден Салаад.

Далее...

 

ПУЛОШОР

  12.12.2014 18:29 | 3133 Пурĕ пăхнă

Чувашский языкпа сочнинени щырма пулошор ха Чӑваш патшалӑх драма театрӗ Шупашкартра.

 
Paĝoj: 1, ... 52, 53, 54, 55, 56, [57], 58
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)