Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Ялти «экономи»

  03.04.2016 21:28 | 4803 Пурĕ пăхнă

Ҫӗршывра кризис хуҫаланать те пур ҫӗрте те «экономи» пырать. Мускава шапаша ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ каялла пушӑ кӗсьепе таврӑнма тытӑнчӗҫ. Бюджетниксен шалӑвне те «касни» пирки час-часах илтме тӳр килет.

Хайхи кризис ял ҫыннине те пырса тиврӗ. Тен, сӗт хакӗ йӳнелни те ҫакӑнпах ҫыхӑннӑ? Анчах сӑмахӑм кун пирки мар-ха. Пур ялта та тенӗ пекех юпасем ҫинче ҫутӑ пур. Пирӗн кӳршӗ ялах илер. Пысӑках мар, пӗр урам ҫеҫ. Анчах чылай юпа ҫинче ҫутӑ пур. 5-е те ҫитнӗ пуль. Ку пӗчӗк ялшӑн нумай.

Далее...

 

Пилӗк пинпе лавккана ан кай

  11.01.2016 15:31 | 4514 Пурĕ пăхнă

Вӑрӑ вӑрра шанмасть теҫҫӗ те, пур чухне те апла мар пулӗ. Шупашкарта вырнаҫнӑ лавккасенчен пӗринче, реклама (е, тен, антиреклама) евӗр ан пултӑр тесе хӑшӗнчине каламӑп, 5 пинпе пыракан ҫынсене ӳкерсех илеҫҫӗ-мӗн.

 

Тӗлӗнмелле ҫак тӗслӗх пирки Александр Белов журналист хӑйӗн блогӗнче ҫырать. Пӑтӑрмахӗ республикӑн тӗп хулинчи Горький тата Университет урамӗсем хӗресленнӗ тӗлте вырнаҫнӑ лавккара пулса иртнӗ. Унта тавар туянакансенчен пӗри 5 пин тенкӗлӗх укҫапа пынӑ иккен.

Далее...

 

Ҫӗнӗ ҫулта ыррине кӗтмелле-и?

  08.01.2016 21:48 | 5363 Пурĕ пăхнă

Иртнӗ ҫул ҫынсем хаксем пысӑкки тата тупӑш шайӗ пӗчӗкки пирки пӑшӑрханчӗҫ пулсан, кӑҫал та лару-тӑру ырӑ енне улшӑнасси иккӗленӳллӗ. Финанс тӗпчевӗсен наци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ирттернӗ ыйтӑма хутшӑннисенчен 92 проценчӗ пахча-ҫимӗҫ тата улма-ҫырла хакланнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, 91 проценчӗ — аш-какайшӑн, 89 — проценчӗ — коммуналлӑ тӳлевшӗн. Раҫҫей ҫыннисен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ (37 проценчӗ) инфляци пурнӑҫ пахалӑхне витӗм кӳнине палӑртнӑ. Кашни пиллӗкмӗшӗ хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе илме тытӑнса тӑнине пытарман.

Далее...

 

Укçашăн антăхакан тăван амăшне сутнă …

  28.08.2015 23:41 | 4258 Пурĕ пăхнă

Ку хыпар республикăра пурăнакансене кăна мар, пĕтĕм çĕр-шыва хумхантарса-тарăхтарса ячĕ. Шупашкар районĕнчи Тăманакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Игнатьев шутсăр тăрăшнипе Чăваш Енре тата тепĕр хими завочĕ тума пуçласшăн иккен! Ахаль те сывлăх енчен япăхлансах пыракан чăваш халăхне çапла мăшкăл кăтартасшăн çунакан çынна мĕн каламалли юлать ĕнтĕ? Намăс, Михаил Васильевич! Укçашăн антăхса тăван аннÿне те сутса яратăн!

Химзавод лартса параççĕ … чăвашсем Игнатьева суйласан

2019 çул тĕлне «Группа Оргсинтез» (Виктор Вексельберг олигархăн «Ренова» корпорацине кĕрет) тата китайсен «SichuanBeier и SichuanLutianhua» компанийĕсем Çĕнĕ Шупашкар хулинче хими имçамĕсем кăларакан завод туса лартма йышăннă.

Далее...

 

Путин пресс-конференцийӗ. Онлайн, чӑвашла

  18.12.2014 15:54 | 3423 Пурĕ пăхнă

Путин пресс-конференцине Твиттерта чӑвашла ҫырса пытӑм. Онлайн пек. Паллашма сӗнетӗп (менле пур ҫавӑн пек вырнаҫтарнӑ. Орфографи йӑнӑшӗсене тӳрлетмесӗр. Тӳрех вырӑсларан чӑвашла куҫарса пыма ҫӑмӑл пулмарӗ, ӑнланма ыйтатӑп):

 

2014-12-18 09:13:35
Путин прессӑпа калаҫни пирки чӑвашла ӑнлантарса пырӑпӑр

2014-12-18 09:14:33
Путин «лайӑх» хыпарсенчен пуҫлать: ВВП 0,6% уҫнӗ имӗш

2014-12-18 09:15:45
Путин ял хуҫалӑхӗ аталанни пирки калаҫать #Путин

2014-12-18 09:16:44
"Путин Раҫҫей халӑхӗ хӑй майӗпе ӳсни пирки пӗлтерет — 37 пин ӳснӗ тет

#Путин"

2014-12-18 09:17:43
Путин пирӗн патшалӑхӑн ҫӑрӗ тӗрӗкленсе пыни пирки калать #путин2014

2014-12-18 09:18:35
Путин рубль-пе</b>
(тенкӗ) ҫыхӑннӑ ыйту чи ҫичӗччи пирки калать

2014-12-18 09:19:18
Паянхи лару-тӑру пирӗн ӗҫпе мар, тулаш факторсемпе ҫыхӑннӑ иккен

2014-12-18 09:20:12
"Путин хальхи лару-тӑрура 2008 ҫулта мӗн т унӑ ҫавнах тӑвасшӑн

#путин2014"

2014-12-18 09:21:27
Экономикӑна лайӑхлатма Путин 2 ҫул пама ыйтать — 2017-мӗшччен?

Далее...

 

Шупашкарти экономика канашлӑвӗн пӗлтерӗвӗ

  18.06.2014 17:39 | 5201 Пурĕ пăхнă
Экономика форумӗн пӗлтерӗвӗ

Паян турккӑ ӑсчахӗсен кӗнеке хӑтлавне кайма тӳр килчӗ. Наци вулавӑшӗн ҫамки ҫине Шупашкарти экономика канашлӑвӗ пирки пӗлтерӳ ҫакса хунӑ. Вырӑсла та чӑвашла та ҫырса хурас вырӑнне икӗ штук вырӑсла ҫакса хунӑ. :(

 

Михаил Васильевичӑн ҫырӑвне пӑхса тухни

  17.02.2013 12:40 | 4749 Пурĕ пăхнă

Михаил Васильевичӑн ҫырӑвне тахҫанах хатӗрлеме пуҫланӑ пулин те унпа вӑл тинтерех ҫеҫ паллаштарчӗ.

Кӑштах тишкерсе тухар-ха унӑн ҫырӑвне. Чи малтанах республика мӗнле лару-тӑрӑва лекни пирки каласа парать, чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем шутне республикӑпа Шупашкар юбилейӗсене уявлассине кӗртет. Ун валли укҫа-тенкӗ те уйӑрнӑ иккен. Ман шутпа каллех культурӑна уяв шайне антарнипе ҫырлахни сисӗнет. Тӗп тӗллев вара яланхилле — халӑхӑн пуянлӑхне ӳстересси. Ҫакна шута илсех ӗнтӗ хаксене ним сӑлтавсӑр хӑпартса пыраҫҫӗ пулинех. Культура, наци мӑнаҫлӑхӗ, вӗренӳ сумлӑхӗ шел те тӗп тӗллев пулса тӑрайман.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13]
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)