Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Никита Пичуринскин виҫӗ сӑвви тата чӑваш поэзийӗнчи ода жанрӗ

  08.09.2022 16:34 | 2488 Пурĕ пăхнă

Н.Я. Бичуринӑн ҫырас пултарулӑхӗ чи малтан поэзире палӑрнӑ. 1795 ҫулта вӑл «Н. Пичуринский» хушма ятпа вырӑсла «Сон» («Тӗлӗк») тата авалхи грекла «Юрӑ» одӑсем хайлать, ҫавӑн пекех чӑвашла мухтав сӑвви те ҫырать. Вӗсене ҫамрӑк сӑвӑҫ хӑйӗн вӗрентекенне Амвросий епископа халалланӑ [1, с. 24‑28, 334]. Шел пулин те, тӗпчевҫӗ пурнӑҫне ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсенче юлашки факт пирки темле сӑлтава пула пӗлтермен [2, с. 135].

Малтанхи чӑвашла одӑсене XVIII ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех хайланӑ пулнӑ. Хусан семинарийӗнче Кийӳ тӗн академийӗн традицийӗсене малалла тӑсни паллӑ.

Далее...

 

Никита Бичурин. Кам вӑл?

  17.09.2021 13:35 | 8242 Пурĕ пăхнă

Ан ман иртнине: вӑл пуласлӑх вӗрентекенӗ.

Чӑвашсен паллӑ ученӑй-востоковед Никита Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен Чӑваш театрӗн сцени валли чи пирвайхи хут Виктор Павлович Романов вырӑсла пьеса («Вольнодумец в рясе» (Никита Бичурин) 1956-1959-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ӑна чӑвашла куҫарса 1959-мӗш ҫулта Константин Иванович Иванов режиссер лартнӑ. «Никита Бичурин» пьеси Чӑваш театрӗн сцени ҫинче кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн 1961-мӗш ҫулта Виктор Романов «Бичурин» ятлӑ киносценари ҫырса пӗтерет.

Далее...

 

Намӑс

  11.07.2021 10:52 | 9619 Пурĕ пăхнă

Ӑс-кӑмӑла, чун-чӗрене тӗрлӗрен хускатма пулать: пӗрре – хитре, илемлӗ, тарӑн шухӑшлӑ ӗҫпе (ун пек чухне кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленет, вӗҫес килет, пурӑнас килет, татах та ырӑ ӗҫ тӑвас килет), тепре – йӑваш, юрлӑ, ултавлӑ пулӑмпа (ун пек чухне кӑмӑл-туйӑм хуҫӑлать, чун тарӑхать, тӑн-пуҫ пӑтранать). Тепӗр чухне, чӑнах та, шалт! тӗлӗнсе каятӑн: мӗнле-ха ҫав усал, тӗрӗсмарлӑх пирӗн пурнӑҫра вӑй илсе пырать, пуҫ пулса тӑрать, сцена ҫине тухать, хӑйне истори чӑнлӑхӗ пек кӑтартать?

Калаҫу, хисеплӗ вулаканӑм, тин кӑна К.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)