Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj


«Инкеклӗ телей» тата «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ»

  14.05.2021 13:39 | 1265 Пурĕ пăхнă

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗ ҫӗршывӗ ҫине фашистла Германи ешкерӗ тапӑнса килни 80 ҫул ҫитет. Ҫак вӑрҫӑ нуши-асапне фронтри ҫапӑҫусенче тӳссе ирттерсе сыхланса юлнӑ ӑру паян кунран-кун сахалланса та сахалланса пырать, «вӑрҫӑ ачисен» ӑрӑвӗ те – халь чи аслӑ ҫынсем. Анчах вӑрҫӑ историйӗ пире паян та калаҫтарать, шутлаттарать, унпа ҫыхӑннӑ асап йӗрӗ паянхи кун та пирӗн пурнӑҫ асӗнче. Патшалӑх архивӗсенче ҫӗнӗ документсене алла тытса вулама май килнипе вӑрҫӑ историйӗпе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ тӗпчев ӗҫӗсем ҫырӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ темипе ҫӗнӗ кинофильмсем ӳкерӗнеҫҫӗ, следопытсен ӗҫӗ-хӗлӗ вӑрҫӑра вилнӗ чылай салтак виллине йӗрлесе тупса ӑна тӑван ҫӗре илсе килсе пытарма пулӑшать, нумаях пулмасть вӑй илнӗ «Вилӗмсӗр полк» акци халӑха пӗрлештерсе кашни киле пырса ҫапнӑ вӑрҫӑ нуши ҫинчен калаҫтарать, театрсенче вӑрҫӑ темипе лартнӑ спектакльсем кун ҫути кураҫҫӗ.

Далее...

 

Чӑваш театрӗнче куракан ҫуккишӗн кам айӑплӑ?

  16.03.2021 12:49 | Ŝanĝi | Forigi | 4206 Пурĕ пăхнă

Чӑваш академи драма театрӗ. Сӑна тунӑ: Н. Плотников. 07.11.2019

Театр пирки хускатнӑ сӑмах-юмаха «мӗнрен пуҫласан аван-ши» тесе вӑрахчен пуҫа ватрӑм. Ырри пуҫа кӗмест, усалӗ чӗлхе вӗҫӗнчен каймасть. Ирӗксӗрех А. П. Чехов сӑмахӗсем аса килчӗҫ. Эпӗ унӑн сӑмахӗсене кӑшт тӑснӑ пулӑттӑм: «Театр — вешалкӑран, спектакль — чаршав хыҫӗнчен пуҫланать» — тесшӗн. Ҫапла-ҫапла!.. Мӗн кӑна пулса иртмест унта: драма та, камит те, трагеди те. Вӑл хӑй – спектакль. Уйрӑмах ӑна ӑста режиссер лартсан.

Далее...

 

Вячеслав Оринова тӗп режиссёра лартсан Юхма Мишшишӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулӗ

  18.01.2021 11:40 | 1569 Пурĕ пăхнă

Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.

Валерий Николаевич Яковлев чи чалтанах халӑхӑмӑр ҫинчен шухӑшлать пулӗ! Унӑн «Нарспи», «Кушар», «Кай-кай Ивана» спектакльсене ХХII-мӗш ӗмӗрте те ҫӑпатасемпех вылямалла пултӑр-ҫке!!!

Ку спектакльсене выляма пирӗн шӑпах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр пур мар-и? Ак хайхи, В.Н. Яковлев, Ю.М. Владимиров тата Н.А. Сергеева режиссер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне ӗҫлеме уттарӗҫ!

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1610+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru