Ҫак йӗркесене эпӗ Григорий Скворцовӑн «Манӑн несӗл» ятлӑ сӑввинчен илтӗм. Хайлав ҫапларах йӗркесенчен пуҫланать:
Мӑн Хапӑсра ҫуралнӑ эпӗ, Унтах эп ӳснӗ пӗчӗкрен, Ҫӗр ӗҫлекен хресчен хисепӗ Йӑхра ман пулнӑ ӗмӗртен. Ман асатте сухаҫӑ пулнӑ, Ҫӗре юратнӑ чӗререн, Ҫу кунӗнче ҫаран та ҫулнӑ, Е тырӑ вырнӑ ҫур ҫӗрччен.
Мӑн Хапӑсра ҫуралнӑ эпӗ,
Унтах эп ӳснӗ пӗчӗкрен,
Ҫӗр ӗҫлекен хресчен хисепӗ
Йӑхра ман пулнӑ ӗмӗртен.
Ман асатте сухаҫӑ пулнӑ,
Ҫӗре юратнӑ чӗререн,
Ҫу кунӗнче ҫаран та ҫулнӑ,
Е тырӑ вырнӑ ҫур ҫӗрччен.
Сӑвӑҫӑн аслашшӗ (маҫакӗ) Ҫтаппан ятлӑ пулнӑ, вӑл ывӑлӗсене яланах ӗҫлеме хистенӗ, ҫӗр ӗҫне юратма хӑнӑхтарнӑ, суха тутарнӑ, сӳре сӳреттернӗ, чӑн чӑваш (ӗҫченлӗх — чӑвашлӑхӑн пӗр палли-ҫке!
Далее...