Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Почтӑри шовинистсене пӗлме — чӑвашла ҫырнӑ адреспа та ҫыру ҫитет!

  10.01.2017 11:53 | 5175 Пурĕ пăхнă

Паян ман пата Мирон Толи ярса панӑ открытка ҫитрӗ. «Раҫҫей Почтинче» ӗҫлекен шовинистсене пӗлме — ҫак конверт Швецинчен ман тӑван Лапсара чӑвашла ҫырнӑ адреспа чиперех ҫитнӗ! Никама та нимӗнле йывӑрлӑх та кӑтартман. Пӗр почтальонкӑн кӑна ӗнтӗ конверта ман пата ҫитерес тесе ҫак сивӗре ял тӑрӑх ҫӳреме тивнӗ. :) Анчах ку — унӑн ӗҫӗ, ӑна уншӑн укҫа тӳлеҫҫӗ (сахал-и, нумай-и — тепӗр ыйту).

Чӑн та, чи малтан, кӑштах иккеленӳ пурччӗ. Чӑвашла ҫырсан ҫитейӗ-ши? Пӗри Америкӑран кунта, Чӑваша, чӑвашла адреспа ҫырусем янине илтнӗ-ха эпӗ.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)