


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






«Тӑван кил ҫутипе» (2020) кӗнекене, хӑй курни-чӑтнине, тӑванӗсем ас илнине пухса кӑларнӑ кӗнекене, савӑнса та мухтаса ҫавӑртӑм. Вӑл хӑйне евӗрлӗ, пуян, ҫӗкленӳллӗ, ӑслӑ шухӑшсемлӗ, тӳрӗ сӑнавсемлӗ, нумай ӳкерчӗклӗ. Ӑрусен несӗл «йывӑҫӗсене» халӗ пайтах ҫырса кӑлараҫҫӗ, вӑрӑм таблицӑсем ӳкереҫҫӗ, пулни-пулманнине пысӑклатса кӑтартни те пулкалать. Курнӑ эпӗ вӗсене, хакланӑ та. Мария Урукова кил-йыш кӗнеки вӗсенчен урӑхла. Ҫавсем ҫинченех, анчах — хӑйле, чун сисӗмӗ витӗр. Пӗр пайне амӑшӗн ҫырӑвӗсем, каласа панисем тӑрӑх йӗркеленӗ.