


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Тӗнчипех кризис пирки калаҫаҫҫӗ. Ҫак сӑмах пирӗн яла та пырса тиврӗ пулмалла.
Икӗ ҫул каялла пирӗн ялта, Трак тӑрӑхӗнче, ҫул сарма тытӑнсан ял халӑхӗ чӑннипех те савӑнчӗ. Ара, тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм-ҫке-ха ку. Анчах ҫул саракансем ҫав ҫулах ӗҫе вӗҫлемерӗҫ. Малтан хырса вак чул сарчӗҫ, пӗр енӗпе ҫынсене утмашкӑн тротуар пулӗ тӗрӗҫ те тӑм евӗр хутӑш сарчӗҫ.
Кӗркунне иртсе хӗл ҫывхарчӗ. Ӗҫ вӗҫленмерӗ-ха. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, ҫула 2016 ҫулхи ҫулла туса пӗтермелле. Кӑҫал ҫуркунне ҫитсен ҫынсем ҫул саракансене кӗтрӗҫ.