Цензурӑна Раҫҫейре тахҫанах пӑрахӑҫланӑ тесе калаҫҫӗ. Ҫапах та ку пулӑм Чӑвашра вӑйлӑ тымар янӑ пулмалла. Нумаях пулмасть (форумра ӑна "Ҫӗнӗ хаҫат" тесе темле akram палартнӑччӗ) "Взятка" хаҫата вуларӑм, ӑна тӳлевсерех пирӗн агрофирма председателӗ салатрӗ. Каласа панӑ, ку вӑл тӗрӗсех, типографие шыраса тупма питӗ хӗн пулнӑ иккен. Ара, кунта яланах чӑваш халӑх тӑшманӗсене шыраҫҫӗ. Патшалӑха хирӗҫ мар-и тесе ыйтаҫҫӗ.Пӗр фирмӑна тупнӑ-тупнах, анчах та тепӗр кун хаҫат илме пырсан вара типографире "Эпир хамӑр данныйсене хуратрӑмӑр" тесе пелтернӗ. Малтан ма вара пичетлеместпӗр тесе каламан. Апла пулсан Чулхула облаҫне е Мари Республикине пуянлатма май килетчӗ. Юрӗ тейӗпӗр. Анчах та мыскара ҫакӑнпа вӗҫленмен. Хаҫатра 999 экземпляр кӑтартнӑ та ҫаплах саккуна пӑсмасӑр пичетленӗ. Халӑх хушшинче салатнӑ. Ку вӑл шӑматкун, типографирен кӑларнӑ кунхине пулнӑ. Кану кунӗсем кӑна иртнӗ. Пирӗн председатель патне маски -шоу пырса ҫитнӗ. РОВД начальникӗ, ун ҫумӗ, тата темиҫе вак-тӗвек тӳре-шара. Пуҫланнӑ вара камит.
_ Ӑҫта салатнӑ?
- Салатма кам хушнӑ?
- Кам йӗксӗкӗ сире ҫапла тума вӗрентнӗ?
Юлашкинчен: "ма выходной данныйсем тулли мар" Уншӑн (тӗрӗсрех каласан, типографи начальникӗ влаҫсенчен хӑранипе вӑл сведенисене кӑларса пӑрахнишӗн) председатель айӑплӑ имӗш.
Ну камит. Саккунпа килӗшӳллӗн япалана та чӑвашра пичетлеме май ҫук. Ара ун пек хаҫатра чиновниксен йӗксӗклӗхне кӑтартнӑ япаласем нумай. Ку вара крамола, патшалӑха хирӗҫ диверси.
Хаҫата ҫак каҫапа уҫласа илӗр:
http://korupciya-edik.ucoz.ru/raznoe/Untitled-1.rar Сирӗнтен шухӑшсем кӗтетпӗр
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Çĕнĕ номере лартма тивĕç материалсем камăн пур? Тÿре-шара саккуна пăснă фактсене çирĕплетекен ĕçсем кирлĕ. http://korupciya-edik.ucoz.ru сайтпа çыхăнмалла е morgaushi@list.ru çине çырмалла
Тепĕр номер тухрĕ.
http://korupciya-edik.ucoz.ru/raznoe/2.rar Номерте кадастри харпăрлăхăн объекчĕсен агенствин федераллă управленийĕн начальникĕ çур миллионлăх шар кăтартни, Муркаш районĕнчи пултаруллă та ăста хирурга интригăсене усă курса каларса яни, Сĕнтĕрвăрри тата Каçал глависене, Пăрачкав экс-главине судпа айăплани çинчен вулама пулать.
""" Пăрачкав экс-главине судпа айăплани çинчен вулама пулать""" - кунта хăвалаç лайăх çынна. Пăрачкав районтан тахçан чăваш ен президента кандидат хусканлă пулна. Шупашкар хальте каçаримаç Пăрачкав пуçаруллă ушкăна. Ку тавăру пулат.
Эпир тăрăшатпăр. Сайт айăпсăр çынна хÿтĕлет, коррупци тата взятка пулăмсемпе çутатать. Информацие "ИА Regnum" тăратнă. Эпир ун çинчен пĕлтернĕ. Енчен те çын айăпсăр пулсан материалне парăр е унпа çыхăнтарăр. Журналист тĕпчевне иртерĕпĕр, сайтра тата хаçатра пичетлĕпĕр. Тархасшăн - пирĕн ирĕклĕ площадка. Чăваш патшалăхĕн цензури çине эпир тахçанах сурнă - вăл айăпсăр çынна хÿтĕленине хирĕç. Сайт тата хаçата тытса пыраканпе çыхăнма morgaushi@list.ru çине çырмалла.
Кун кенеки - ман шухăшпа, ман кунчăк. Сайт çинче демократи сывламĕ пулмасан, уççăнах калăр - "Пирĕн патра ценз". Коля праздникран шăрса тăрсан чăваш чăнах пĕтĕ. Эп сайт правилисене пĕлетĕп, вĕсене пăсман. Пĕлÿ çитменрен кăна хуçăк шăмă ÿкерчĕкне тата ытти информацине ( туллин пĕлме пысăк вырăн кирлĕ, аплоадинг вăхăтлăх кăна)лартаймарăм. Кунта информаци калăпăшне лартма çавах чару пур.
Вара? Шухăшсене ирĕклĕ калама май пурри пур шухăша та уçса пама юранине пĕлтермест.
«Коля праздникран» пек сăмахçаврăнăшсене кунта ан усă курăр. Тăшман-и, килĕшмен çын-и — пурне те хисеплемелле (7-10 çулхи ача пек витлешсе тăма кирлĕ мар), хисеплемесен сире те хисеплемĕç.