 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Аçтахар Плотников // 2477.96.6157 2009.02.17 17:24 | |
|  | |
| Ajdush // 8765.0.5192 2009.02.18 12:18 | |
| Migulaj çырать:
 Çакна вуласан Вырăс Ене ăнпа ăнланма çуккине туятăн, мĕншĕн тесен нумаях пулмасть В.Путин каллех Эстонипе Латвинче вырăссене хĕсĕрлени пирки каларĕ. Эпĕ каласшăн Латвинче те Эстонире те никама та хĕсĕрлемеççĕ. Унта вырăс шкулĕсенче 40% вырăсла вĕрентеççĕ. Чăваш шкулĕсенче Чăваш республикинче 10% та чăвашла вĕрентмеççĕ. Икĕпитлех вăл питĕ япăх япала шутланать тĕнчере. Латви çĕршывĕнчи шакла пуçлисем вырăс ачисем пулаççĕ. Кунта паллашма пулать: http://rus.delfi.lv/news/daily/crim ... icle.php?id=23256880 | |

Виçĕмçул кунта Чулхулара «Килĕшменнисен маршĕ» иртсеччĕ. Юрать-ха эп вăл вăхăтра пачах та урăх ĕçпе хуларан кайсаччĕ. Пĕлнĕ пулсан кайса пăхаттăмчĕ çав шарш çине — мĕнле вĕсем тапллаттарса утнине (эп ытла та любопытный... /чăвашла каласан пур çĕре те хам сăмсана чикме юратап/). Тен мана, фотоаппаратлине çаклатачĕç те пулĕ... Эп вара хула хĕррине ӳкерме кайнă...
Кайран каласа пачĕç епле иртнине — пĕтĕм хулана хупăрласа илнĕ иккен, иртен-çӳрен çынсенчен паспортсем ыйтаççĕ имĕш, хăй ку хулара пурăннине çирĕплетсе калайманнисене тытса чараççĕ. Темиçе чӳречерен видео ӳкереççĕ — хăйсен архивĕ валли. Маршне ирттермелли вырăна йышăнас тесе ятарласа ача-пăча мероприятине ирттернĕ (шел, ачисем нумайăн пулман, хăранă пулас та ик-виç ача çеç пулнă.)
Аякран пăхса тăма лайăх-ха та... анчах... кулас вырăнне макăрас килет. Европăри пек пурăнас тетпĕр-ха, анчах хамăр темшен унти правилăсене йышăнасах теместпĕр!
Патшалăхĕ те пирĕ милицисĕр ниепле те пурăнма пултараймасть. Тем чухлĕ ОМОН, тем чухлĕ милици ĕçченне тытса тăрать. Саккунĕсем пысăк чарусем лартаççĕ — ирĕксĕрех вĕсене пăсма тивет. Пурте пăсаççĕ те вара килĕшменнисене çав саккунсене усă курса хĕсĕрлеме май пур вĕсен.