Pri la retejo
Novaĵoj
ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
Kulturo
Historio
Literaturo
Ĉuvaŝa lingvo
Forumo
Ligiloj
Agabazar // 2270.3.7134
2026.01.09 18:53 | |
Мĕтри Ванччă // 3972.83.7688
2026.01.09 19:19 | |
Статья вроде бы действительно начинается как панегирик, но по сути это Реквием - как по "Нарспи", так и по чувашскому театру в целом. Великого, подлинного чувашского театра сегодня у нас нет и, видимо, уже не будет никогда. | |
Agabazar // 1085.97.5477
2026.01.10 08:10 | |
Ĕнтĕ халĕ тата Борис Манджиевăн сăмахĕсене комментрилемелле пуль, ун пирки «опирался на то, чтобы зритель 21-го века смотрел» тата «намеренно не тащил зрителя на сто лет назад и не показывал, как чуваши тогда жили, но как любили» тенĕ, чăвашла кĕскен куçарсан «хальхилле» темелле ĕнтĕ. Ĕлĕкхи саманана таврăнма кирлĕ мар имĕш.
Анчах та «Нарспи» поэма 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчех «ĕлĕкхилле» курăннă. Таçта темле ют планетăра пулса иртнĕ пек. Чăн пурнăçра Ванюксемпе Елюксем, Константин Ивановăн вара — Нарспи те Сетнер. Тата — Тăхтаман, Сентти, Михетер.... Поэт хăй те аВă — Кĕçтук (Ахматша е Юссуп мар). Мĕн кăна пулса иртмест, анчах вăйра тăракан влаçăн шăрши те çук. Ăçта уретнĕк? Ăçта вулăс старшшини? Ăçта ытти кантурсем? Çук вĕсем поэмăра. «Нарспипе» пĕр вăхăталлах «Варуççи» те пулнă (Турхан ЯккăВĕн), унта вара ĕçпуç ак çапла пĕтет: Тепĕр кунне каç пулсан Шывран хĕр Вилли кăларсан Кантур килнĕ, суд тунă Ялти çынсе пуçтарнă Тĕплесе ыйтса хут çырнă Çавă ялтах çывăрнă. Курасăн, хайхи кантуртисем çаВ ялтах çĕр каçма та ÿркенсе тăман. «Нарспире» Михетере çаратнă имĕш, карчăкĕпе пĕрлех вĕлерсе те хăварнă. Ĕнтĕ ăçта кунта кантуртисем? Вĕсем кун пирки пĕлмеççĕ-им? Ăçта пупсемпе тиексем? | |
Лешкукша // 3652.86.3709
2026.01.10 10:30 | |
Поэма "Нарспи" проста и величава, небесна и земна Гениальна! ... КАЖДЫЙ вправе понимать и толковать ее свой лад.. Но ставить трагедию по Иванову таак искаженно - плохо. "Немого" взрослого артиста выставилили как Муму Герасима на посмешище зрителя вместо щебетуньи Сентти - утешителя, единственного светлого луча в в хозйстве тирана.. Полное искажение духа поэта! Любовь поэта вовсе не секс и не необузданность. Режиссерскими бессилием светлые порывы чистых душ низвергли до похабщины. Поэму сократили Яковлев и Филимонов, все свалили на рок и быт,теперь наши начальники клонят психологию на секс. Это принимать за новое слово искусситво прирннимать трудно. | |
Ялтан // 1314.89.7907
2026.01.10 10:45 | |
Агабазар,эсӗ "Нарспи"ҫине чӑн пурнӑҫ виҫипе пӑхасшӑн.Халап-юмах виҫипе пӑхма тӑрӑш.Ятсӑр амӑшӗ,пӗртен-пӗр хӗр,каччи те пӗчченскер.Тӑхтаман уйра вӑй хурать,арӑмӗ килте кантӑкран пӑхса ларать.Сетнер тата икӗ вӑйлӑ аллипе,урхамах пек лашипе мӗнле ӗҫре палӑрчӗ?Юмахри пек ӗнтӗ.Кибеч тӗрӗс калать,вӑрмана ҫӗр каҫма кайни пӗртте тарни мар тет.Тарни вӑл пурнӑҫа улӑштарас тӗллевпе урӑх ҫӗре кайма вӑрттӑн тунӑ хӑюллӑ утӑм теть.Кунта вара...Тӗпчевҫӗсем Нарспи юратӑвне кӑна кураҫҫӗ.Кибеч ашшӗ юратӑвне те шута илеть.Кибечӗнни пек тарӑн шухӑшлавпа хӑюллӑ сӑмах никамшӑн та ытлашши пулас ҫук. | |
Agabazar // 1085.97.5477
2026.01.10 11:22 | |
Нарспи, Сетнер те Тахтаман —
Мĕнле тĕлĕнмелле янранă! Поэт çавна ытарайман, Вăл наци сăпатне шыранă. Итапайсем Йăванланни Час акă икçĕр çул та иртĕ. Кунта, тен, пулĕ аванни, Кунта, тен, пулĕ начарри те. (Петĕр Хусанкай, 1965) Кăшт маларах «тÿррĕн каланисем» çукки пирки пĕлтернĕччĕ. Ĕнтĕ ку тĕрĕсех мар пуль. Хĕве хупассисем, хĕртен арăм тăвассисем пирки каланисем пур. Анчах та ку — туйăн, мăшăрланăвăн логики çеç. Çак логика тулашĕнчи «секс» пирки чăнах та ним те каламан. Ку пĕтĕмпех çпектаккăле лартакансен çумхыпарĕ пулать. Кама ун пек япаласем кирлĕ, вĕсем Константин Иванова мар, Каринкке Кавăрлине (Г. Коренькова) вулаччăр. Ялтан: Агабазар,эсӗ "Нарспи"ҫине чӑн пурнӑҫ виҫипе пӑхасшӑн.Халап-юмах виҫипе пӑхма тӑрӑш.Акапасар мĕнле пăхни — никама та кирлĕ мар. Çук кунта Акапасар мĕнле пăхни пирки çырса кăтартни. Эп сире автор (К. Иванов) тата калавçă (куçа курăнман нарратор) мĕнле пăхни пирки çеç çырса кăтартма пултаратăп. Çавăн пекех çпектаккăль лартакансем епле пăхни пирки калаçма пулать. | |
вулакан // 8110.8.5739
2026.01.15 14:58 | |
Нелли Пальмован критикалла статьяна камалпа вуларам. Сырма пелет.Маттур.
Тата чаваш театр, чаваш культури - хавшакланать пек туйанать.Анчах, ку - закономерность мар-и? Сак сершывенче? | |
Agabazar // 1484.04.8497
2026.01.16 18:03 | |
Нелли Пальмова статйине вуланăшăн — тавтапуç. Малашне татах та вула. Яра пар! | |
Артист // 3902.09.0702
2026.01.17 16:22 | |
Мён вара, вылямадда мар-и-ха! Вылянӑ, выльӑпӑр, вылӗҫ! | |
Agabazar // 3416.83.2497
2026.01.18 18:07 | |
Мĕнпе вылясшăн? Мĕнле тетте кирлĕ сана выляма?
Эс ху вара артист-и е актёр (актриса)-и? Чăнласах пĕлсе çыратна? Режиссёрсемпе ытти ертÿçĕсем ирĕк парсан, театрти ролсенче выляян, ирĕк памасан — выляймастăн. | |

Ертсе пыракансем, лартакансем чăвашла пĕлмеççĕ (е пĕлеççĕ-и???). Çапла вара репетицисем, мĕнпур хатĕрленÿ ĕçĕсем вырăсла пулса пыраççĕ.
Ку енĕпе апла-капла çыхăннă документаци пирки (отчётность, субординаци, хушусем тата ытти те) калама та кирлĕ мар.
Актёрĕсем халлĕхе чăвашла пĕлеççĕ-ха ĕнтĕ. Анчах та малашне ку самант та тĕппипех çухаласси — вăхăт ыйтăвĕ çеç. Виçмине-и, ыран-и — çав вăхăтсем çитеççех.
Тепĕр енчен, паянах ку енĕпе курăмлă улшăнусем пулса пыраççĕ. Çавна та аванах сиссе илме пулать. Шалти хутшăнусем те унта пит чăвашлах та пулманни витĕр курăнать.
Ĕнтĕ çавна май ирĕксĕрех ыйту тухса тăрать: çакă-им ентĕ вăл «чăваш культури» текен япала?
Улатăр — Шупашкартан та ытларах «вырăс хули» мар. Вăл Раççĕйри çанашкал ытти хуласенчен (Шупашкартан, Канашран, Теччĕрен, Зеленодольскран, Белебейрен...) нимпе те уйрăлса тăмасть темелле. Тепĕр енчен, эп хам Улатăрти чукун çул техникумне пĕтернĕ хăшпĕр чăваша пĕлетĕп. Çавăнпа та Улатăр тĕлĕшпе тÿрех о-о-о-о! теме кирлĕ мар пуль.
Акă сăмхран Сергей Максимович Еремеев асăннă техникума хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Халĕ Шăмăршă районĕнче пурăнать пулмалла. Тата пирĕн чаплă ÿнерçĕне Николай Васильеич Овчинникова (1918-2004) аса илĕр. Улатăрти ÿнер-гравёр вĕрентĕшĕне пĕтернĕ (1937).