Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Округа чӑвашлатмалла-и?

Аçтахар Плотников22.05.2023 02:215834 Пурĕ пăхнă

Чӑваш чӗлхинчи пысӑк йывӑрлӑхӗ тесе орфографине калаҫҫӗ. Анчах, ман шутпа, унтан йывӑртарах вырӑн та пур — ку вӑл терминологи. Ҫак статьяна ҫырма шухӑш тахҫанах ҫуралнӑччӗ. Анчах ниепле те алӑ ҫитеймерӗ. «Пиҫсех» те ҫитейменччӗ пуль вӑл. Нумай пулмасть «Чӑваш ТВ-ра» «округ» термина асӑнчӗҫ те ҫырмаллах пуль терӗм вара. Ыйтӑма хутшӑннӑ 870 ытларах ҫынран 70% ытла «округа» чӑвашлатмалла тесе сасӑланине кура ман шухӑш хӑшӗ-пӗрне, тен, чылайӑшне те, кӑмӑла каймӗ пуль. Апла пулин те ӑна сирӗн пата ҫитересех тетӗп. Ытлашши ан ятлӑр.

Терминсен йывӑрлӑхӗ

Вӑл е ку япалана мӗнле ятпа каласси ҫынсене яланах пӑшӑрхантарнӑ. Ӗлӗк ку ӗҫ калаҫу урлӑ пулса пынӑ пулсан, халь вара ытларах енӗпе интернет, телекурав е ытти хатӗрсем витӗм кӳреҫҫӗ.

Пӗр енчен, терминсене чӑвашлатни кирлӗ ӗнтӗ. Ку вӑл чӑвашсем ытти халӑхсенчен нимпе те кая мар теме май парать. Анчах чӑвашлатнӑ чухне те «ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас» текен ваттисен сӑмахӗ пирки манса каймалла мар ман шутпа. Чӗлхене кӑшт пӗлнипех кашни хӑйне чӗлхеҫӗ вырӑнне хурать. Ҫапла май вара терминсем шутласа кӑларма пуҫлаҫҫӗ. Анчах терминсене ӑсталасси вӑл — хӑйне евӗр ӑсталӑх. Кунта чӑваш чӗлхинче ҫӗнӗ сӑмахсем мӗнле йӗркеленни пирки кӑшт та пулин чухлас пулать. Тӗслӗх пек «сивӗтмӗше» илме пулать. Лайӑх пулса тухнӑ пек те, анчах та «-мӑш/-мӗш» аффикс хушса тунӑ сӑмахсем негативлӑ пулнине шута илмен. Тепӗр чухне саккунсене пӑхӑнса туман терминсем те чӗлхене пит аван вырнаҫаҫҫӗ ӗнтӗ. Тӗслӗх пек «вулавӑша» илме пулать. Питӗ ӑнӑҫсӑр пулсан та чӗлхене пит аван вырнаҫрӗ. Тепӗр енчен, «сивӗтмӗш» те хӑйне япӑх мар туять-ха, унпа та усӑ куркалаҫҫӗ.

Хама илес пулсан эп ытларах чӑвашлатма тӑрӑшакансен йышне кӗретӗп пуль ӗнтӗ. Чӑн та, вӑл е ку термина хамӑн чӗлхепех калас килет. «Интернет» мар, «тӗнче тетелӗ». «Предложени» мар, «пуплевӗш». «Социальная сеть» вырӑнне «халӑх тетелӗ», «блог» вырӑнне «кун кӗнеки», ҫавӑн пекех «сӑмахсар», «канашлу» тата ытти терминсене пурнӑҫа кӗртес килет. Анчах юлашки вӑхӑтра ман иккӗленӳ ҫуралма пуҫларӗ: кашни термина чӑвашлатни кирлех-ши? Ав, калӑпӑр, «округ» вырӑнне «тӑрӑх» теме кирлӗ-и?

Чӑвашлатнӑ чухне эпир ырӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шутлатпӑр. Хамӑр чӗлхене аталантаратпӑр мар-и? Юлашки вӑхӑтра вара мана ҫак ӗҫӗн сиенӗ те курӑнма пуҫларӗ. Чи малтанах ӗнтӗ Википедин чӑвашла уйрӑмӗ шухӑша ячӗ. Йӑлт чӑвашлатни аван-ха ӗнтӗ, анчах вулама пит йывӑр-ҫке. Кашни сӑмаха словарьпе тӗрӗслеме тивет. Кашни вырӑнтах «авторӗ ҫак терминпа мӗн каласшӑн пулнӑ-ши?» тесе пуҫ ватмалла. Камӑн пуҫ ватас килет? Никамӑн та. Ҫавна май вӑл чӑвашлине вулас вырӑнне вырӑслине кайса вулӗ. Ырӑ ӗҫ пулас вырӑнне сиенӗ ытларах пулни ҫак пӗр тӗслӗхрех палӑрать. Е, калӑпӑр, «Контактра» халӑх тетелӗнчи чӑвашла интерфейсӑн куҫарӑвне илес. Чӑвашла куҫарнӑ, пур вӑл. Анчах… Анчах никам та унпа усӑ курмасть. Усӑсӑр ӗҫ. Е эпӗ йӑнӑшатӑп?

Терминсен, ак, тепӗр йывӑрлӑхӗ. Калӑпӑр, «интернет» вырӑнне «тӗнче тетелӗ» тупрӑмӑр. Япӑх мар термин теме пулать. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» те тӑтӑшах унпа усӑ куратпӑр темелле. Анчах… халӑх унпа ниепле те усӑ курасшӑн мар, тем тесен те уншӑн «интернет» теме меллӗрех. Юрӗ, ку ҫӗнӗ термин тейӗпӗр, йывӑр тейӗпӗр. Анчах чӑн чӑвашлисене те халӑха хӑнӑхма йывӑр-ҫке. Кунта, ман шутпа, питӗ курӑмлӑ тӗслӗх вӑл: чӑвашла уйӑх ячӗсем. Юрӗ, эп кашни кун вӗсемпе усӑ куратӑп та, «ҫурла» августа, «юпа» октябре, «пуш» марта пӗлтернине лайӑх чухлатӑп. Ман пекки пӗр вӑтӑр ҫын пуҫтарӑнӗ-и? Тӑтӑшах «Хыпар» хаҫата вулакансем те чӑвашла уйӑх ячӗсене пӑтраштараҫҫӗ. Чӑвашла уйӑх ячӗсемпе усӑ курма пуҫланӑранпа вӑтӑр ҫул та иртрӗ пулин те халӑха ҫавах январьсемпе февральсем ҫывӑхрах. Чӑвашла календарьсем сахал мар кӑларатпӑр пулин те халӑх ноябрьсемпе декабрьсене пӗлет, чӳксемпе раштавсене вара — ҫук. Эпир вара, терминсене чӑвашлатас текенсем, машина вырӑнне «урапа» теме, двигатель валли чӑвашла термин тупма хӑтланатпӑр... Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр. Тен, эп суятӑп… Чӑнлӑх вырӑнне суя япала калатӑп?

Ҫак шухӑшсем хыҫҫӑн эпӗ чӑн та вырӑссем тӗрӗс тӑваҫҫӗ тесе шутлама пуҫларӑм. Вӗсем вӗт-ха, смартфон вырӑнне темле ҫӗнӗ термин, йӑлт вырӑс сӑмахӗсенчен калӑпланӑскерне, ӑсталамаҫҫӗ. Унашкал терминпа халӑха минретмеҫҫӗ. Смартфон тенине йышӑннӑ та ӗҫӗ пӗтнӗ. Юрӗ, смартфонӗ ют вырӑнта ӑсталанӑ хатӗр тейӗпӗр. Ун вырӑнне вырӑслатнӑ термин хута кӗртме йывӑр тейӗпӗр. Анчах шухӑшлӑх-ха, маркетологсене те вӗт-ха ҫаплах калаҫҫӗ. Ку — техника япали мар. Тавара е пӗр-пӗр пулӑшӑва еплерех халӑх патне ҫитермеллине тӗпчекен специалистсем унччен те пулнӑ. Вырӑслатса вӗсене «продвигатель товара», е «товаропродвигатель» теме те пултарӗччӗҫ пулӗ, анчах та вӑл ҫула суйласа илмен-ҫке, «маркетолог» тенине йышӑннӑ та ним хуйхӑсӑр пурӑнаҫҫӗ…

Терминсене чӑвашлатма тепӗр сӑлтав та хистет ӗнтӗ. Вырӑс чӗлхи пирӗн чӗлхене мӗнлерех «таптанине», вӑл мӗнле вӑйлӑ витӗм кӳнине, эпир пит аван чухлатпӑр. Ҫавна май пирӗн ӑсра ирӗксӗрех ҫак пулӑма «хирӗҫ тӑрас» кӑмӑл ҫуралать. Тен, вырӑс чӗлхине пула пирӗн чӗлхе ҫав териех йывӑрлӑха лекмен пулсан эпир терминсене вӑйпах чӑвашлатма тӑрӑшман та пулӑттӑмӑр пуль... Мӗн тӑвӑн, ҫакӑн пек саманара пурӑнатпӑр. Асӑрхӑр, ытларах чухне, шӑп та лӑп вырӑсла терминсене эпир чӑвашлатасшӑн. Интернационаллӑ терминсем чӑвашлатакансене ытлашши «чӑрмантармаҫҫӗ». «Смартфонӗ», «маркетологӗ» хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ. Вырӑслисене вара, тем тесен те чӑвашлатма тӑрӑшаҫҫӗ. «Мороженӑй», «двигатель», «общество» (тата ытти ҫавӑн йышшисем) — ҫак сӑмахсем терминсене чӑвашлатакансен канӑҫне ҫав тери пӑсаҫҫӗ... Ҫав вӑхӑтрах, тахҫан авал пирӗн чӗлхене арап чӗлхинчен, ҫавӑн пекех мари, иран, тутар чӗлхисенчен лекнисем пӗрре те канӑҫсӑрлантармаҫҫӗ. «Киремет», «ӑрат», «пӳрт», «кӗрепле» — ку сӑмахсене никам та чӑвашлатасшӑн мар вӗт. Ытларах енӗпе чӑвашлатакансене шӑп та лӑп вырӑсла терминсем куҫа тӑрӑнаҫҫӗ…

Ҫук, эп терминсене пачах та чӑвашлатмалла мар тесе каласшӑн мар. Калӑпӑр, «Верховнӑй Совет» вырӑнне «Аслӑ Канаш» теме пуҫланине, е «ответле» вырӑнне «хуравла» ҫине куҫнишӗн эп икӗ алӑпа та килӗшетӗп! Чӑвашла варианчӗ пур ҫинчех вырӑслипе усӑ курмалла мар ӗнтӗ. Уйрӑмах, чӑвашли чӗлхене пит аван вырнаҫать пулсан. «Ответле» пирки калас пулсан — ара, юлтӑрин! Синонимсен йышӗ ӳсни чӗлхешӗн питӗ аван! Ҫавна май «тӗнче тетелӗ» чӗлхере ҫирӗпленейменшӗн те эпӗ ытлашши кулянмастӑп. Пултӑр! Синоним пек усӑ курма меллӗ пулӗ! Пӗр ҫӗнӗ термин хушӑнни те чӗлхене пуянлатать-ҫке. Капла чӗлхере ҫӗр пин сӑмах мар, сӗр пин те пӗр сӑмах пулать, мар-и? Ку тӗлӗшпе терминсене чӑвашлатни — кирлӗ ӗҫ.

Апла пулин те, ман шутпа, терминсене ӑсталанӑ чухне «ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас» принципа манмалла мар тесе шутлатӑп. Пуҫа пырса кӗнӗ пӗрремӗш терминпах усӑ курма кирлӗ мар. Унсӑр пуҫне, тем тесен те, ҫӗнӗ терминсемпе халӑха ытлашши йӑлӑхтармалла мар. Текст вуланмалла пулмалла. Енчен те пуплевӗшри 10 сӑмахран ҫурри ытла ӑнланмалла марри пулсан — ӑна кам вулӗ? Халь кӑна чӑвашла вӗренекене илес пулсан — уншӑн ҫав-ҫавах. Уншӑн хӑть ҫӗнӗ термина ӑша хыв, хӑть унччен куллен усӑ курма хӑнӑхнӑскере. Ыттисен вара мӗн тумалла? Пуҫа вата-вата куллен усӑ курма хӑнӑхнӑ термин вырӑнне ҫӗнни ҫине куҫмалла-и? Ҫук, вӗсем апла тумӗҫ. Вӗсем вулама меллӗ, ӑнланма йывӑрлӑх кӳмен вырӑсла текстпа усӑ курӗҫ. Ҫавна май ку ӗҫре тем тесен те баланс кирлӗ. Чӑвашлатас тесен те пурин валли те тӳрех чӑвашла вариантсене туса хумалла мар, ку ӗҫе майӗпен туса пымалла. Тивӗҫлӗ термин тӑваймасан — ҫаплипех хӑвармалла. Мӗн тӑвӑн, «двигатель» хӑлхана ҫурать пулин те, ун валли халӑх хапӑл йышӑнма пултаракан чӑвашла вариант тупма тем тесен те питӗ хӗн.

«Округ» ҫуратакан тепӗр ыйту

Статья пуҫламӑшӗнче Константин Доброхотовӑн каналӗнче ҫӗкленӗ ыйтӑма асӑнтӑмӑр. «Округа» хӑш-пӗрисем «тӑрӑх» тесе куҫарма пуҫларӗҫ пулин те, ман шутпа, ку куҫару ӑнӑҫлӑ мар. Ҫавна май кунта «округах» хӑвармалла пуль тетӗп. Ман шутпа. Мӗншӗн? «Район» тени пысӑк ыйту ҫуратмасть пулсан, «округне» те ма «йышӑнас» мар? Тепӗр тесен, «тӑрӑх» сӑмахпа мӗн кӑна куҫарса пӑхмарӗҫ пуль. «Сельское поселение» валли те унпах усӑ курнӑччӗ. Халь, ак тата, «округ» валли те ӑнах «чышасшӑн». Сӑмахӑн универсаллӑхӗнчен тӗлӗнме те пулать. Тепӗр тесен, «тӑрӑх» тени «округ» термина, ман шутпа, туллин уҫса памасть. Ку термин вӗт-ха, ытларах енӗпе политикӑпа ҫыхӑннӑ. Ҫӳлтен мӗнле «антарнӑ», ӑна ҫапла йышӑннӑ. «Округ» вырӑнӗнче ҫавӑн пекех урӑх термин та пулма пултарнӑ: «местность», «объединение», е пачах та пӗр-пӗр «экзархат» е «дистрикт». Пӗлсех тӑратӑп, «дистрикт» тесе ят парсан нихӑшӗн те ҫак территори единицине чӑвашлатас шухӑш пулмӗччӗ... Ку хутӗнче «район» мар, «округ» теме хушнӑ…

Юрӗ, «округӗ» хӑямата-ха вӑл. Ҫӳлтисем ӑна пурнӑҫа кӗртес тенӗ те пирӗн унпа нушаланас пулать... «Чӑваш ТВ»-ри ыйтӑм вара урӑх ыйту ҫуратрӗ. Ҫак блогер хӑйӗн район хаҫатӗнче вырӑсла термин асӑрханӑ тейӗпӗр. Анчах ҫав хушӑрах вӑл темшӗн «Елчӗк Ен» хаҫатӑн сайчӗ тӗпрен илсен вырӑсла пулнине мӗншӗн курмасть-ха? Уншӑн «округ» терминпа усӑ курни чӑвашла хаҫатӑн сайчӗ вырӑсла пулнинчен ҫивӗчрех. Пачах вырӑсла мар-ха, чӑвашла материалсем те пур, анчах скриншота пӑхӑр-ха: сӑнасарах тимлемесен ҫак сайт чӑвашла хаҫатӑн тесе калаймӑн.

Пирӗн тем тесен те хамӑр приоритетсене тӗрӗс лартма хӑнӑхмалла. Лавккара чӑвашла ҫырнӑ вывескӑра йӑнӑш шырамалла мар — чӑвашла ҫырман лаввкасенчи вывескӑсене асӑрхама хӑнӑхмалла. Е тепӗр тӗслӗх: пӗр-пӗр учреждени ятне чӑвашла ҫырсанах «чӑвашла пӗлекенсем» ӑна сӳтсе явма пуҫлаҫҫӗ. Чӑвашла ҫыриччен ячӗ вӗсене пӗрре те кӑсӑклантармасть. Чӑвашлатсан вара — эх, пуҫлаҫҫӗ тавлашма… Ак, нумай пулмасть «Ҫеҫпӗл» чарӑну пирки шавларӗҫ... Чӑвашлинче «йӑнӑш» иккен… Ҫав вӑхӑтрах Шупашкарти Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ «А.С. Пушкин ячӗллӗ вулавӑш» ятне вырӑсла кӑна ҫырни никама та пӑшӑрхантармасть. Ҫак вывескӑна пӗрре мар улӑштарчӗҫ пулин те, нихӑҫан та унта чӑвашла ҫырасси пирки шухӑш пулман пулас. Чӑвашла ҫырнисенче мар йӑнӑш шырамалла, вырӑсла кӑна ҫырса хунисенче «йӑнӑша» курма хӑнӑхмалла пирӗн.

Паллах, чӑваш чӗлхинчи йывӑрлӑхсем пирки вырӑсла ҫырнинчен те пирӗн тахҫанах хӑпмалла. Сӑмахӗ кунта «Чӑваш ТВ»-на мар лекет ӗнтӗ. Эп урӑххисем пирки сӑмахлатӑп... Унашкал ҫынсем сахал мар пулнӑран ячӗсене асӑнса тӑмӑп. Енчен те эсӗ «пурне те ӑнланмалла» вырӑсла ҫыратӑн пулсан, чӑваш чӗлхи пирки мӗнле майпа ыйту тӑратма пултартӑн? Вырӑсла ҫырма хӑнӑхнӑ пулсан — тархасшӑн, йывӑрлӑхсене ҫав чӗлхере шыра. Чӑвашла ҫырма именетӗн пулсан, вӑл чӗлхепе ҫырсан ыйтӑва пурте ӑнланмаҫҫӗ тесе шутлатӑн пулсан — апла вӑл сана кирлех мар, эсӗ чӑннипех ун шӑпишӗн пӑшӑрханмастӑн.

Пӗтӗмлетнӗ май тепӗр хут каласшӑн: приоритетсене ҫавах та тӗрӗс палӑрмалла. Хӑш-чухне вак-тӗвек япала та, паллах, пӗлтерӗшлӗ, анчах вак-тӗвекпе кӗрешнӗ май пысӑк йывӑрлӑхсене те асӑрхамасӑр иртмелле мар.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Вырăк // 2702.02.5122
2023.05.22 15:53
Чăваш чĕлхине упрасси пирки клаçса ыванмарăр им вара?.Ма упрамастăр?.Пурте прахфиссар-тоценă , а чĕлхене упрама хал çук.
Евразиец // 3447.04.5759
2023.05.22 19:52
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
Agabazar // 2644.60.5723
2023.05.22 20:54
Agabazar
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
Agabazar // 1690.83.2790
2023.05.23 09:46
Agabazar
Чиререх ШУПАШКАР ТАВРИ, ШӐМӐРШӐ ХУТЛӑХӖ
Пĕр тĕлте «тавра», тепĕр тĕлте «хутлăх» пулма пултараймасть. Пур çĕрте те пĕр пек пулмалла
«предложени» патне таврӑнма тивӗ.
Шăршлă вĕренпе сĕтĕрсен те ун патне таврăнмалла мар.
Вырăк // 2702.02.5122 2023.05.22 15:53
<br>Чăваш чĕлхине упрасси пирки клаçса ыванмарăр им вара?.Ма упрамастăр?.Пурте прахфиссар-тоценă , а чĕлхене упрама хал çук.
Эс калани темăпа ним чухлĕ те çыхăнман. Терминсем ăсталасси пирки çеç калаç. Урăххи пирки çăварна ан уç.
Евразиец // 3447.04.5759
2023.05.24 11:28
Округа чăвашлатмалла-и? Если в округе живут чуваши, то сам по себе округ чувашским становится. А если очувашить слово "округ", то получится "окрук". В названии статьи уже не "округ", а "окрук" должен быть. Вам не кажется?
Agabazar // 3103.65.2249
2023.05.25 05:11
Agabazar
Вырăс чĕлхинчи «округ» сăмахра юлашки саспалли (г) янрамасăр илтĕнет. Хуть вырăсла, хуть чăвашла — вăл сасă янравсăр. Çавăнпа та унта «чăвашлатса» к лартни ниме те пĕлтермест.
Евразиец // 3447.04.5759
2023.05.25 10:59
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
Agabazar // 2159.76.3400
2023.05.25 19:00
Agabazar
Калăпăр, вырăс чĕлхинчи «город» сăмахра та çавăн пекех: д саспалли янрамасăр илтĕнет.

Пĕтĕмĕшле йĕркев çакăн пек:

вырăс чĕлхинче сăмах вĕçĕнче хупă сасă нихçан та янраса илтĕнме пултараймасть

.

Вĕçĕнчи сасăсем янрама пултаракан чĕлхесем пур-и тĕнчере? Пур. Сăмахран, акăлчан чĕлхи.
Cтаньял // 2879.12.5930
2023.05.26 10:55

Поселени, округ, наставник, совхоз, место имени, при части, под лежащи тата темтепӗр йышӑнма пулать. Анчах чёваш чӗлхи хӑй тымарӗпех аталанать. Ӑна часах вырёслатма, мӑрикканлама, китайлама пулмӗ.Хупласа хурас текен "евразийцӑсем" патша саманинченпех нумай пулсан та!
"Вулавӑш" сӑмаха чӗлхеҫӗсем тахҫантанпах турткалани, саккунлӑ мар тени йӗрӗнтерет. Курнавӑш, Кушлавӑш, савӑш (курки) саккунлӑ иккен, Вулавӑш вара чӑваш саккуӗпе мар-мӗн... Сыватӑш та, сивӗтӗш те, аншарли те хӑйсен вырӑнӗнчех.
Эппин, сывӑ пулччӑр "мунициппаллӑ округпа" пӗрле Ен, Тавраш, Таври, Хутлӑх, Тӑрӑх тенисем те. Халӑх шухӑшлавӗ чӑвашран кулакан депутатсене пӑхса тӑмасть.
Округа чӑвашлатмалла-и? Главана " эльтепер" темелле-и? Паллах, Пӗлменни ҫине пемелле мар, пӗлме туртӑнасчӗ!
Agabazar // 2775.18.8851
2023.05.27 06:27
Agabazar
Чăваш чĕлхи хай тымарĕпе аталантăр тесен, чĕлхен управçисем кирлĕ. Управçăсем пулсан, аталанать. Управçăсем çук пулсан — аталанмасть.

Курнавăш, Кушлавăш, Кăшавăш, Муркавăш тенисенчи -вăш топоформант çармăс чĕлхинчен юлнă субстрат. Вăл топоформантăн хăйне кура пĕтерĕшĕ хальхи вăхăтра çук. Муркавăш тени пурăна-киле Муркаша куçнă.

Савăш тени Сав- глагол çумне -ăш аффикс хушнипе пулнă.

Вулавăш вара Вула- глагол çумне -вăш аффикс хушăннипе пулнă теме пулать. Анчах та урăхла майлашанăва та курма май пур: Вулав (япала ячĕ) + Ăш. Чăннипе вара хăшĕ???

Вулавăш тетпĕр пулсан та, вăл библиотека мар. Мĕншĕн тесен лешĕн, библиотекăн ĕçĕ вуласси çеç мар. Вулама пулать библиотекăри ятарлă залра, ăна вара шăпах вулавăш теме пулать.

Библиотекине хăйне, питех кĕçĕтсе тăрать пулсан, кĕнекесар тейĕр. Эпĕ е Станьял шутласа кăларман ăна. Пичетре унашкал сăмах тахçанах пулнă.

Paĝoj: 1, [2], 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj