Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Иртнӗ кунӑн ҫуттипе хӑҫанччен йӑпанӑпӑр-ши?

Аçтахар Плотников06.12.2022 13:044423 Пурĕ пăхнă

Ҫак кунсенче «Авалхи чӑваш ӗнем» ушкӑн валли кунталӑк, пурне те ӑнланмалла каласан — календарь, хатӗрлеме тиврӗ. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ хыҫҫӑн, тата чӑвашӑн пурнӑҫне сӑнанӑ хыҫҫӑн, пуҫра тӗвӗленнӗ шухӑшсене пӗлтерес килет.

Чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук, тенине эпӗ те, эсир те сахал мар илтнӗ пуль. Пире паянхи саманапа тан аталанса пыма чӑрмантаракан япаласенчен пӗри вӑл, ман шутпа — хамӑра ытла та ӗлӗкхипе тата авалхи япалапа ҫыхӑнтарма тӑрӑшни. Ҫавна пулах, ман шутпа, пирӗн чӑвашӑн чылай япала ҫук та. Ура хуракан япаласем тата та пур-ха вӗсем, анчах кунта ҫак япала пирки сӑмахласа илесшӗн.

Чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансен чи юратнӑ сӑмахӗсенчен пӗри вӑл: «ҫӗнӗ йӑла шутласа кӑлармастпӑр, киввине манмастпӑр» текенни. Ваттисен сӑмахӗ те пур: «Авалхи йӑлана ан пӑрахӑр, ҫӗнӗрен йӑла ан кӑларӑр». Ҫакӑ вара, ман шутпа, чӑваша паянхи саманапа тан пыма ытла та чарса пырать. Машинӑри тормоз пекех. Ытла та ӗлӗкхипе пурӑнасшӑн.

Ку пурнӑҫӑн кашни кӗтесӗнче тӗл пулать тесен те йӑнӑш мар пуль. Цифрӑсене пирӗн темшӗн ӗлӗкхилле, карт ҫырӑвӗ пек ҫырас килет, миҫе ӗмӗр унтанпа иртмен пулин те халӗ те Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑчӗпе йӑпанса пурӑнатпӑр. Малалла пӑхас вырӑнне текех хыҫалалла, ӗлӗкхине сӑнатпӑр. Ҫук, эп хамӑр историне пӗлмелле мар тесе каласшӑн мар. Пӗлмелле. Анчах ун ҫинче кӑна чарӑнса тӑмалла мар-ҫке! Ӗлӗкхи паттӑр кунсене никӗс пек йышӑнса малалла туртӑнмалла — ҫӗнӗ пурнӑҫа! Эпир вара, темшӗн ӗлӗкхине никӗс пек мар, паянхи пурнӑҫ вырӑнне усӑ курасшӑн… Тен, ҫавӑнпах пуль, пирӗн ача-пӑчасем те, «кусем тек малалла мар, каялла каяшӑн» тесе пуль, чӑвашран тарасшӑн, саманапа тан пыракан вырӑса тухасшӑн.

«Ҫӗнӗ йӑла шухӑшласа кӑлармастпӑр, киввине пӑрахмастпӑр» тетпӗр пулин те шухӑшласа пӑхсан вара ку ытлашши чӑн пулманнине те курма пулать. Чӑвашӑн йӑла-йӗркесене ҫиелтен те пулин сӑнасарах пӑхӑр-ха: мӗн чухлӗ унта ислам тӗнӗнчен кӗни, мӗн чухлӗ унта православи йӗрӗ! Апла чӑваш унччен те вӑхӑт таппинчен юлман, кирлӗ чухне улшӑнма та пӗлнӗ! Хӑш чухне ку, тен, ирӗксӗр те, мулласемпе пупсем хӗтӗртнипе, пулса пынӑ пуль. Анчах ҫавах та паянхи йӑла-йӗрке, ҫӗр ҫул каяллахи мар. Ҫӗр ҫул каяллахи те пин ҫул каяллахи мар. Майӗпен, вӑхӑт иртнӗ май, вӗсем трансформациленсе пынӑ, улшӑннӑ. Сӑмах май, пирӗн чӗлхене ытти тӗрӗк чӗлхисемпе танлаштарса ытлашшиех улшӑнман теҫҫӗ. Имӗш, вӑхӑтпа пин ҫул каялла чаксан, эпир халӗ те вӑл вӑхӑтрисемпе чиперех калаҫма пултарӑпӑр... Ҫук пуль ӗнтӗ. Ӑнланма, тен, пултарӑпӑр, анчах пирӗн мӑн-мӑн асаттесем урӑхларах калаҫнӑ.

Ҫук, чӑвашсем ҫӗннине пач йышӑнманскерсем теме те май ҫук. «Кивӗ йӑла хӑтлӑхӗнче ҫӗнӗ йӑла ҫуралать», — текен ваттисен сӑмахӗ те киввипе кӑна пурӑнмалла маррине, пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑманнине, вӑл улшӑнса пынӑҫемӗн унпа тан улшӑнмаллине пӗлтерет. Е «иртнӗ кунӑн ҫутти ҫук» текеннине илес. Чӑннипе, ӗлӗк ҫырса илнӗ пилсемпе кӗлӗсене пӑхса тухрӑм та вӗсенче нихӑшӗнче те «ҫӗнӗ йӑла шутласа кӑлармастпӑр» тени ҫук. «Пиртен тухнӑ йӑла мар», — тени, чӑн та, пайтах. Анчах та ку пӗрре те ҫав йӑлана саманапа килӗшӳллӗн улӑштарма ирӗк паманнине пӗлтермест-ҫке. Ак, хальхи вӑхӑтра, ҫӗр ӗҫӗпе ытларах тӗрлӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем ӗҫленӗ май, йӑла-йӗркесене те ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑнтарни вырӑнлӑ-ши? Ял хуҫалӑхӗ паянхи экономикӑн пӗр пайӗ кӑна-ҫке. Вӑл та пулин чи вӑйлӑ аталанаканни мар. Тен, ҫавах та хал ҫитерсе, хамӑр йӑласене паянхи пурнӑҫа пӑхса ҫӗнӗлле йӗркелемелле? Тен, кашни чӑваш япалине чӑваш тӗрри чышни вырӑнлӑ маррине ӑнланса илме вӑхӑт? Тен, сарӑпа хӗрлӗ тӗссемсӗр пуҫне ытти тӗссем те пуррине курма вӑхӑт?

Чӑн та, ҫав япаласенчен (вӗсем мана малалла каясран пӑявпа кӑкарса лартнӑ евӗр туйӑнаҫҫӗ) хӑтӑлма ҫӑмӑл мар. Тӗрӗсем пирки каларӑм ӗнтӗ. Халӑха вӗсенчен хӑтӑлтарас тесе, калӑпӑр, эп хам хатӗрленӗ укҫа конверчӗсенче сахалтарах усӑ курма тӑрӑшатӑп. Анчах, шел пулин те, ку ӗҫе тума пит йывӑр. Мӗншӗн? Ма тесен халӑх чӑваш эрешлисене лайӑхрах туянать. Чӑваш тӗррине эпир хамӑр халӑха ҫав тери вӑйлӑ хӑнӑхтарса лартнӑ — вӗсен ӑсӗнче чӑвашла япала унсӑр пулма пултараймасть тейӗн, ку шухӑш вӗсен пуҫӗнче ытла та тарӑн тымар янӑ. Ирӗксӗрех чӑваш тӗррине хушма тивет.

Апла-и, капла-и, тем тесен те пирӗн, хал ҫитерсе, ҫав стереотипран хӑтӑлмаллах. Чӑваш япали чӑваш тӗррисӗр те пулма пултарать. Чӑваш йӑли-йӗрки ҫӗр ӗҫӗпе ҫеҫ ҫыхӑнмалла мар. Чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесенчи сӑмахсем те кӗме пултараҫҫӗ. Тата ытти те. Ҫак пулӑмсем ӗлӗк те пулса пынӑ пулсан паянхи кун ма ҫакна ҫав тери хирӗҫ тӑмалла? Хирӗҫ тӑнипе эпир хамӑра паянхи саманапа тан аталанма памастпӑр кӑна. Ыттисем малалла ҫил пек вӗҫтерсе пынӑ хушӑра эпир кая юлса пыратпӑр. Пирӗн те вӗсенчен юлмалла мар. Унсӑрӑн историре кӑна тӑрса юлӑпӑр.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3700.50.5757
2022.12.06 17:04
Agabazar
Календарь вырăнне кунталăк шутласа кăларма нимле сăлтав та çук.

Эпĕ сăмахсем шутласа кăларассине хирĕç мар.

Пачах та хирĕç мар.

Анчах та календарь вырăнне кунталăк теме хăтланни ним тума та кирлĕ мар.

Agabazar // 3700.50.5757
2022.12.06 17:11
Agabazar
Атăлçи Пулхăр тĕнчипе йăпанса пурнакан пĕр чăваша та курман эп халиччен.

Çук унашкал чăвашсем!

Калăпăр, Украинăри фашистсемпе нациксене çапса аркатиссепе хавхаланакансем пайтах.

Анчах та Атăлçи Пăлхарпа хавхаланакансем курăнасшăнах мар.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.12.06 17:46
Наконец-то, наконец, Аçтахар, так сам себя называемый, сущую правду написал: "Хриĕç тăнипе эпир хамăра паянхи саманапа тан аталанма памастпăр кăна". Не только "памастпăр кăна, а намного и более... Многое вызывает отвращение и здесь, Agabazar правильно заметил про слово "кунталăк". Ну ладно, это не беда и вообще беды нет, кроме насмешек со стороны. Например, про "народных", а теперь и "национальных академиков". При этом ссылаются на Татарстан, мол у них на государственном уровне. Во-превых, в Татарии когда открылся первый университет? И когда в Чувашии? Хотя, лично для меня и они - не авторитет. Для меня и не Татарстан, а Татария... Чувашия. И нет таких государств. Не надо всё и вся подвергать ревизии по чувашскому упрямству. В чувашах и грехов, как и в других, много и немалых. Я уже как то писал про столбы при входе в некоторые деревни и села. Там, где были подобные столбы, оставшегося ночевать в этом селе, как правило убивали. Я и названия некоторых сел знаю. Чтобы перевоспитать население, в таких деревнях строили храмы-церкви православные. Был я в одном таком селении, "народ" там и сегодня другой по сравнению с другими. Но я рад за Аçтахара и благодарен за хорошую статейку.
2022.12.06 18:23
Аçтахар Плотников
Ох, юратмасть Евразиец чӑвашсене, ох, юратмасть. Чӑвашсене вӑл е ку енчен тӗксе илес тесе тӑрмашать кӑна! Тиркес пулсан ох мухтать та вара вӑл ҫынна! Мӗн тери кураймасть вӗт чӑвашсене! Халӑх академикӗсем сан ҫӑкӑрна туртса илнӗ-ши?
Евразиец, Чӑваш Республики патшалӑх мар пулсан Патшалӑх Канашӗ тени ӑҫтан? Раҫҫей Федерацийӗ ма Федераци вара? Шӑп та шай патшалӑхсен пӗрлешӗвӗ пулнӑран ҫапла вӑл ятлӑ та. Килӗшет-и ку сана, килӗшмест-и — анчах ку ҫапла. Чӑннипе паян Федераци тенинчен ячӗ кӑна юлнӑ-ха ӗнтӗ, анчах хут ҫинче ҫапла.
//тӳрех калатӑп, ухмах ҫынсемпе тавлашма хушман та эп санпа ҫавах тавлашса тӑмӑп. Ан та шан.
2022.12.06 18:32
Аçтахар Плотников
Кунталӑк — Станьял ӑсталанӑ термин. Мана кӑмӑла кайрӗ те, календарь валли синоним пек усӑ куратӑп. Синонимсемпе чӑваш чӗлхине пуянлатсан ним япӑххи те ҫук. «Авалхи чӑваш ӗнем» ушкӑн календарь валли пушшех те «ҫулталӑк тӗррипе» усӑ курчӗ. Усӑ курччӑрин. Халӑх йышӑнсан — юлать. Йышӑнмасан ытти нумай термин пекех манӑҫа тухать. Акапасар чӑваш чӗлхин стандартне тӑваканни мар-ҫке... Акӑлчансем, ав, кашни ҫул ҫулталӑк сӑмахне суйлаҫҫӗ. Кӑҫал, ав, «goblin mode» суйланӑ. Никам та вӗсене эс ма вӑл сӑмаха тунӑ? ӑҫтан шыраса тупнӑ? тесе айӑпламасть. Ҫирӗпленсен ҫирӗпленет. Календарь, кунталӑк, ҫулталӑк тӗрри, …, … — кирлӗ пулсан чӗлхере кашнин валли вырӑн тупӑнӗ. Юхман тата пурччӗ пулас...
Статйи кунта вӑл термин пирки мар. Эс ялан тӗшшинчен пӑрма хӑтланатӑн…
Agabazar // 3700.50.5757
2022.12.06 19:18
Agabazar
Чăвашла çĕнĕ «сăмахсем» шутласа кăларать пуль-ха та Станьял, анчах та хăй, темшĕн, чăвашла питех клаçасшăн мар....

Çакă та каялла туртакан пăявах вĕт! «Кунталăк» текеннисем те шав каялла туртса пыраççĕ пире.

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj