Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Валери Туркай: Каварлӑ чире пула пиртен ытла та ир уйрӑлса кайнӑ Лев Пантелеймонович Куракова — чечек кӑшӑлӗпе пӗрле

Валери Туркай23.12.2020 13:298953 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

Усал хыпар, тискер хыпар пӗлтерчӗҫ:

Лев Кураков чӗри тапмасть текех.

Кӗтменчче эп, кун пеккине кӗтменччӗ!..

Ҫук, юрамасть суймашкӑн кун пекех!..

 

Тин ҫеҫ-ха вӑл Тӗп хуларан сас пачӗ,

Тин ҫеҫ-ха вӑл ҫул тытрӗ Ишеке...

Тӑван ялне чунтан вӑл юрататчӗ...

Ҫак Улӑпӑн чӗри тапмасть текех...

 

Ниме пӑхмасӑр малаллах вӑл утрӗ,

Ӗҫлерӗ, тен, ҫӗр ҫыншӑн та хӑш чух.

Чӑваш Ятне ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклерӗ...

Чӗррисемпе пӗрле вӑл текех ҫук...

 

Халь ҫуртасем пит васкаса сӳнеҫҫӗ...

Ҫапла вӑл — пурнӑҫ, — инкекпе тулсан...

Чӑн-чӑн Арсем вилмеҫҫӗ, ҫук, вилмеҫҫӗ, —

Вӗсем ҫиҫеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем пулса.

 

22.12.2020

04 сехет те 39 минут

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Евразиец // 1977.69.9930
2020.12.24 11:12
А это возможно, "...членом более двадцати иностранных академий"? К тому же, "более двадцати" это сколько? Иностранные академии какие? Автономных областей и республик России или зарубежных иностранных государств?
Об умерших ничего плохого, кроме правды. Но и доценты пошли... Какое отношение к этим академиям имеет Тургай? Он что, действительный член-корреспондент..?
Доцент // 8976.2.9812
2020.12.24 16:47
Евразийцу отвечаю: двадцати четырех иностранных и отечественных академий. Сведения не полные, можете в Интернете посмотреть. "Иностранные академии какие"? Тоже вопрос актуальный. В книге о нем еще написано, что Л.П. Кураков - генерал-полковник казачьих войск.
Валери Туркай // 2843.9.6174
2020.12.25 14:46
Тавах, "Евразиец"!
Agabazar // 3504.11.6349
2020.12.25 17:40
Agabazar
Кураков юлташ мĕн шайри уччоннăй иккенне специалистсем çеç пĕлме пултараççĕ.

Пирĕн пек вĕтĕр-шакăрсене вара орденсен йăлтăравĕпе, хисеплĕ ятсен ĕлккенлехĕпе тĕлĕнтерме пулать ĕнтĕ.

Çав шутрах, авă, Кĕркури Перĕлман текенни аккачемĕк те мар, прахвиссар та мар. Ни кандидат пулайман, ни доктора тухайман. Е тухнă-ши? Çук пулĕ. Чăннипе ăна унашкал ятсем кирлĕ те мар. Панă преми пеккине та йышăнман.

Çывлăшпа тăранса пурнать-ши вăл, çав Кĕркури Перĕлман?

Кураков енне каллех куçас пулсан, çакна каламалла. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, вăл ăславçă пулнипе мар хаклă чăн малтан.

Унăн чыславлăхĕсемпе хисеплĕ ячĕсем санпа мана ним тума та кирлĕ мар. Вĕçене çăкăр çине услам çу вырăнне сĕрсе çиейместĕн.

Кураковăн хаклăлăхĕ урăххинче.
Ялтан // 2048.06.3325
2020.12.25 18:08
Мнре иккенне пит пӗлес килет. Ытла ан тарлаттар.
2020.12.25 18:27
Евразиец, сегодня достаточно подать учредительные документы и пожалуйста: ты главной академик собственной академии. А союзы писателей? Их сегодня больше чем грибов лесу в грибной сезон
Agabazar // 3504.11.6349
2020.12.25 18:56
Agabazar
Кураков юлташ еплерех çине-çине аккачемĕк те тата темтепĕр пулса тăнине В. Алексин юлташ çырса кăтартнă.

Кураковăн хăш чыславлăхне чăнласах йышăнма пулать-ха? Вĕрентÿ академийĕ тĕлĕшпе панине. те пайташ-корреспондент, те чăн пайташ, астумастăп. Анчах та вăл университета 20 çул ертсе пынă та, килĕшме пулать.
Тепри // 2048.06.3325
2020.12.25 19:17
"хисеплӗ" академик пирки "Ректор - это призвание" кӗнекере вулӑр (Л.Филиппова "ҫырнӑ"), Интернетра пур.
Малай // 2469.37.0789
2020.12.27 08:12
Л. Филиппова çырē-ха вāлā. Безплат çырать-и? Укçалла такам та ēнерен верблюд туса хурать, çерçиран страус.
Agabazar // 3347.6.7291
2020.12.27 18:15
Agabazar
Кунта хăйне «доцент» текенни доцент шайĕнчи çын мар.

Доцент шайĕнчи çын унашкал сÿпĕлтетме тивĕçлĕ мар.

Унашкал сÿпĕлтетсе тата унашкал ника йышăнса вăл «доцент» сăмаха та йÿнетсе ярать.

Paĝoj: 1, [2], 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj