Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Тӗрӗ тӗрле чӑваш! Тӑван чӗлхӳ кирлех те мар!

Аçтахар Плотников28.11.2020 00:2912137 Пурĕ пăхнă

Кӑҫалхи ҫул чӑвашсемшӗн типӗ кӑсӑклӑ иртсе пырать. Мӗн кӑна пулса иртмерӗ пулӗ хӑлӑхӑмӑр пурнӑҫӗнче. Пӗрре — кӑшӑлвирус алхасать, ӗҫлеме памасть. Тепре — пӗр Элтепере ҫухатса тепӗрне тупрӑмӑр... Виҫҫӗмӗшӗ вара, чӑваш культуринче кӑҫал самай тарӑн йӗр хӑварнӑскер — Чӑваш тӗрӗ кунӗ! Пуҫласа уявлатпӑр. Олег Алексеевич Элтепер пуканне йышӑннӑранпа тунӑ чи палӑрмалла утӑмсенчен пӗри тесен те йӑнӑшмӑпӑр пулӗ (ҫулталӑка пӗтӗмлетсе чылайӑшӗ ӑна палӑртӗҫех ӗнтӗ!).

Чӑн та аван япала! Унашкал уяв кирлӗ мар тесе калама хӑяйман пулӑттӑм. Шел те, шухӑшӗ аван, анчах ӑна епле пурнӑҫланине виҫҫӗ паллӑран ытларах лартма май ҫук.

Кӑшӑлвируса пула хуланалла ытлашшиех тухса ҫӳреместӗп, ҫавна май ӑна епле уявлани пирки тӗнче тетелӗ урлӑ кӑна пӗлсе тӑтӑм. Ҫавӑнпа та хамӑн хаклавра йӑнӑшнисем пулсан каҫару ыйтатӑп.

Борис Чиндыков пӗрре паянхи чӑваш культурине «орнаментализмпа аташни» тесе хак панӑ пек астӑватӑп.

Ку тӗлӗшпе килӗшме те, килӗшмесӗр те пулать. Пӗр енчен, пирӗн культурӑра тӗрӗ ытла нумай вырӑн йышӑнать: чӑваш культура ҫурчӗ — тӗрӗллӗ пулмалла, кӗпи-тумтирӗ, ытти япалисем — тӗрӗпе... Тепӗр енчен пӑхсан тӑван культурӑна пач та тӗрӗсӗр хӑварсан та йӗркеллӗ япала мар пек. Мӗн тӑвӑн, чун туртать-ҫке...

Акӑ икӗ тӗслӗх. Чӑваш халӑх сайтӗнче маларах, ӑна илемлетнӗ май, тӗрӗллӗ элементсемпе сахал мар усӑ курнӑччӗ. Каярах вара сайт дизайнӗнче ҫав япаласем пирӗн майӗпен-майӗпен ҫухалса пычӗҫ. Хальхи вариантра вара пач ҫук тесен те йӑнӑш мар, пӑт-пат ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ вӗсем. «Чӑваш халӑх сайчӗ» ку утӑма туса пӗрре те хӑйӗн чӑвашлӑхне ҫухатмарӗ.

Е тата эпир хатӗрленӗ япаласене илес — укҫа конверчӗсене, открыткӑсене. Тӗрӗссипе вӗсем ҫав япаласем ҫинче те ытлашши. Анчах... кунта халӑх кӑмӑлӗ, туянакан кӑмӑлӗ мала тухса тӑрать. Чӑвашла эрешсем вырнаҫтарсанах халӑх вӗсене аванрах туянать. Чи малти вырӑнта вӗсемшӗн тӗрӗ пултӑр, чӑвашла ҫырни вара — иккӗмӗшле. Ҫавнашкал хӑнӑхнӑ ҫав, нимӗн те тӑваймӑн. Кунта вара, ҫӑвӑнтан хӑтӑлтарас тесен, майӗпен-майӗпен хӑнӑхтарса пыни ҫеҫ пулӑшма пултарать.

Мӗншӗн-ха пире ҫак тӗрӗсем патне туртать-ха? Психологи енчен илес пулсан ман шутпа ҫакна ҫеҫ калама пулать: халӑх хӑйӗн малашлӑхне шанмасть, мӗн пур ырӑ япалине иртнинче ҫеҫ курать. Ҫавна май ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра пирӗн халӑх ытларах иртнӗ пурнӑҫри йӑла-йӗркесемпе кӑсӑкланать, маҫаксемпе мамаксем тӗрленӗ тӗрӗсемпе... Историпе кӑсӑкланассин тӗп сӑлтавӗ те ҫавӑнтах — халӑх хӑйӗн малашлӑхне курмасть, иртнӗ пурнӑҫпа йӑпанать. Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗнчи историпе кӑсӑкланасси халӑхӑн мӑнаҫлӑхне ӳстермелли мел тесе калаҫҫӗ-ха, анчах тӗрӗссипе ку йӑлт иртнӗ мӑнаҫлӑ пурнӑҫпа йӑпанма тӑрӑшни ҫеҫ (танлаштарӑр: Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫитӗнӳсемпе халӗ те мухтанассин сӑлтавӗ те ҫавах!). Унашкал шухӑш-кӑмӑлпа пуласлӑха туртӑнма питӗ йывӑр. Тӗрӗссипе пирӗн небоскребсем тӑвас енпе кӑсӑкланмалла, инҫетри тӗнче уҫлӑхӗнче ют цивилизацисене (леш, пришелецсем пирки каласшӑн-ха) шырама ӑнтӑлмалла! Эпир вара иртни ҫинче чакаланса ларатпӑр, ӑнман пурнӑҫӑн лачакине путнӑҫем путса пыратпӑр.

Юрӗ, ку пӗтӗмӗшле хак пулчӗ. Малалла ҫак уяв епле иртни пирки темиҫе сӑмах.

Олег Алексеевич уяв ячӗпе чӑвашла та вырӑсла та салам сӑмахӗсене пичетлерӗ. Ку — аван япала. Шел те, кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук... Республика Пуҫлӑхӗшӗн пӗр-пӗр уявпа чӑвашла та вырӑсла саламлани норма ӗнтӗ. Хуть энергетика промышленноҫӗн кунӗ ячӗпе саламла, хуть чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе. Олег Алексеевич ку ӗҫе тӗрӗс ҫулпа тытса пырать, куншӑн ӑна ни ятлама, ни мухтама сӑлтав ҫук. (Шел, паллах, унӑн тӗслӗхӗпе аяларахри пукансене йышӑнакан ытти чиновниксем темшӗн усӑ курмаҫҫӗ...)

Чӑваш тӗррин кунӗпе ҫыхӑннӑ хыпарсене вула-вула пӗр япала ман куҫа тӑрӑнчӗ. Чӑваш тӗрри, иккен, пирӗн халӑхӑн тӗп пуянлӑхӗ! Пирӗн культурӑн тӗп пайӗ шутланать! Чӗлхе мар! Тӗрӗ! Ҫук, тӗрри пирӗн чӑн та хӑйне евӗрлӗ, унашкалли ни вырӑсӑн, ни тутарӑн, ни ытти халӑхӑн ҫук. Анчах, мӗнле майпа вӑл малти вырӑна тухса тӑнӑ-ха? Чӗлхене ҫухатса тӗрӗпе ҫеҫ юлсан эпир халӑх пек упранса юлӑпӑр тесе пире каласшӑн-ши?

Ҫак шухӑша тӗпе хурсах ӗнтӗ уява халалласа республикӑра акци ирттерчӗҫ — чӳкӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑскерсене тӗрӗллӗ кипке парнелерӗҫ. Аван, лайӑх шухӑш. Анчах, мӗншӗн ҫак акци йӑлт вырӑсла иртрӗ-ха? Парне пакечӗсем ҫинче — йӑлт вырӑсла ҫеҫ. Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн чӗлхипе усӑ курма пултараймасть-им? Чарса лартнӑ-им? Е вӑл ачасене ашшӗ-амӑшӗ ҫавах вырӑсла ҫеҫ пуплеме вӗрентӗ тесе, лешсем кайран ӳссе ҫитсен унта мӗн ҫырнине ӑнланмӗҫ тесе ҫапла хӑтланнӑ-ши? Олег Алексеевич, ку акцине эсир сӗннӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Апла ӑна мӗнле пурнӑҫлани те — йӑлт эсир килӗшни тӑрӑх пулса пынӑ.

Мӗн калас, орнаментализм текен япалан курӑмлӑ енӗ. Ку уяв епле иртнине эп ҫапла ҫеҫ ӑнланма пултаратӑп: «Тӗрӗ тӗрле чӑваш! Тӑван чӗлхӳ кирлех те мар!».

ХК: Олег Алексеевич, тӑван чӗлхене вӑйпа, хистесе мар вӗрентмелле, ҫынни ун патне хӑй туртӑнтӑр текен сирӗн шухӑшпа эп ытларах енӗпе килӗшетӗп. Анчах ӗҫ-пуҫ унашкал ҫулпа пулса пытӑр тесен чӗлхепе тем тесен те усӑ курмалла. Анлӑрах, пур ҫӗрте те. Чӑваш тӗррин уявне вырӑс чӗлхипе ирттерни вӑл питӗ те ӑнланмалла мар япала. Уяв чӑн та чӑваш культуришӗн тӗрев пултӑр тесен тӑван чӗлхепе анлӑрах усӑ курас пулать. Аттук, капла вӑл, «Паха тӗрӗ» пеккисен кӗсьине хулӑмлатни пек ҫеҫ курӑнӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Микула // 9259.3.8429
2020.11.28 09:34
Шоу ,шоу татах та шоу. Ку вӑл паянхи "наци программи". Тӗп пуянлӑхӗ те паян нафталин шӑршиллӗ музейсем тесе ӗнентересшӗн пире. Чӗлхе программине те ҫынна хӑйӗн ҫине алӑ хума хистемелли меслетпе хатӗрленӗн туйӑнмасти сире ? Чӗлхене пӗтерсе хунӑ ятпа лартнӑ палӑкне те "чӑваш тӗррипе" илемлетӗҫ ? "Заслуженныйсемпе народныйсем" сӑмах илӗҫ? Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисене те вырӑсла та пуллин калӗҫ ? Чӗлхене таптаса пынӑ чухнехи уявсенче чи кирли ҫук. Чӑвашсем валли мар кун пек уявсем. Ячӗшӗн кӑна. Ӗлӗкрех "вӑрлаҫҫӗ" тесе каланӑ пулсан ,паян ытларах тен "суяҫҫӗ" ?
Микула // 9259.3.8429
2020.11.28 09:58
Истори пирки ,шел пулин те ,Аҫтахар ӑнлансах каймасть пулмалла ? Историне пӗлмен халӑха хырӑм тутти анчах кирлӗ пулса тухать. Пӗтӗм тӗнчери халӑхсен тытӑмӗсенчен чи хӑватли истори туйӑмӗ пулсан чӑвашсемшӗн "иртнӗ пурнӑҫпа йӑпанни" анчах тесшӗн? Кун пек шухӑша камран илтнӗ ? Мӗнле ҫын ун пек каласа ӗнентерме пултарнӑ ? Ытти халӑхсен чӗлхисене чӑвашсене "вӑйпах " вӗрентмелле ,ҫав шутра вӗсен истори туйӑмне йӑшӑнса пурӑнмалла,тӑван халӑхӗнне пӗлмесен те юрать?
"Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫитӗнӳсемпе халӗ те мухтанассин сӑлтавӗ те ҫавах! "тесе калать Аҫтахар. Ҫавах мар ҫав. Кунта ытларах ун чухнехи Ҫӗнтерӗвпе усӑ курса хӑйсен паянхи анса пыран рейтингне хӑпартасси малти. Кӑштах та пуллин шутлӑр мӗн тунӑ пулнӑ пулӗччӗ Сталинпа Жуков паянхи депутатсемпе тата олигархсемпе ? Заводсемпе фабрикӑсене приватизировать тунӑ пек АСЛӐ ҪӖНТЕРӖВЕ те .... ?
Валери ТУРКАЙ // 2634.07.8657
2020.11.28 10:09
Питех те паха статья, Аҫтахар! Пӗтӗмпех килӗшетӗп санпа!
Юлашки ҫулсенче пӗрисем - шалта, чунӗсен тӗпӗнче, чӑвашлӑх ҫуккисем - ҪАКНА чӑваш тӗрриллӗ кӗпесемпе, галстуксемпе тата калпаксемпе пытарма хӑтланаҫҫӗ.
КАМА улталаҫҫӗ вӗсем? Ма вӗсем ҫынсене ухмахсем вырӑнне хураҫҫӗ?..
Пӗррехинче эпир Ренат Хариспа иксӗмӗр Ӗпхӳре унта ӗҫлесе пурӑнакан питӗ пултаруллӑ та паллӑ Идриз Газеев тутар-юрӑҫ патӗнче хӑнара пулнӑччӗ. "Эп тюбетейкӑсӑр ҫӳрени эп тутар пулманнине, эп тӑван халӑха юратманнине пӗлтермест!" - тенӗччӗ ун чух Идриз. Питӗ тӗрӗс сӑмахсем!
Чи хакли т ӗ р ӗ мар, ЧӖЛХЕ!
Валери Туркай.
Тимер // 4183.99.1214
2020.11.28 10:43
Тĕрĕ уявĕнче имитаци пек куранчĕ çав шел пулин те.Олег Алексеевичăн кунĕпе темиҫе ҫӗре ҫитмелле, пуҫра тем чулӗ проблема тейĕпӗр. Анчах та культура министăрĕ пире хăй чӑваша хисепленине мĕнле кăтартрĕ ха?.Йĕри-тавра пурте чăваш тĕррие-тумĕпе!.Нивушлĕ çав териех вăтанать вăл чăваш тĕриллĕ тум тăхăнма халăх умне тухнă чух?.Чунпа эпир чăваш тесе хуравлаҫҫӗ вĕсене каласан.Эх.Ҫук ҫав пархатар.
Agabazar // 3555.90.0234
2020.11.28 11:35
Agabazar
Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тит.

Мĕнпур шанчăк Микула çинче.

Урăх никам та шанмалли çук!

Пĕр пĕрчĕ те!

Юрать Микула пур. Вăл пулмасан пĕтетпĕр вĕт пурте. Саççим пĕтетпĕр!
Agabazar // 3555.90.0234
2020.11.28 11:35
Agabazar
Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тит. Чĕлхене тата чĕлхепе вĕрентме-вĕренме майсем çукрах та, аптранă енне тĕрлеме чĕнеççĕ авă.


Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ,
Пирĕн тÿсĕмлĕ сăмах —
Упранса вăл пырса кĕрĕ
Коммунизм таранах. ©Петĕр Хусанкай
2020.11.28 14:28
Аçтахар Плотников
Микула, эп истори пач та кирлӗ мар тесе каламан-ҫке. Кирлӗ историне пӗлни. Истори вӑл — халӑхӑн тымарӗ, вӑл ҫирӗп пулмалла. Анчах та вӑл енӗпе ҫеҫ чакаланса ларни — сиенлӗ япала. Уйрӑмах халӑхӑн малашлӑхӗшӗн.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, [5]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj