Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Николай Лукианов: Тутарстан халӑхне уявпа саламлани

Николай Лукианов28.05.2020 17:514495 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

ТУТАРСТАН РЕСПУБЛИКИН ПРЕЗИДЕНТНЕМинниханов Р.Н. господина

ТУТАРСТАН РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛӐХ КАНАШӖН ПРЕДСЕДАТЕЛЬНЕ Мухаметшин Ф.Х. господина

 

Хисеплӗ Рустам Нургалеевичпа Фарит Хайруллович!

Мӗн пур пек Тутарстан Республикинче пурӑнакансене тата пӗтӗм тутар нацине питӗ пысӑк Уявпа — ҫӗнӗ тапхӑрта йӗркеленнӗ тутар патшалӑлӑхлӑхӗ йӗреленнипе саламлама чысӑмланассӑм килет.

Шӑп та лӑп ҫӗр ҫул каялла — 1920-мӗш ҫулхи май уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн Пӗтӗмраҫҫейри тӗп пурнӑҫлав комитечӗ Раҫҫей Федеративлӑ Социализмла Совет Республикин йышӑнчи Автономилле Социализмла Тутар Совет Республики йӗркеленни ҫинчен калакан Деклараци йышӑннӑ.

Ҫакӑ вӑл тутар халӑхӗн вӑл ӗмӗрсем хушши хӑйӗн патшалӑхне йӗркелесе ярас ӗмӗчӗ пурнӑҫланни пулса тӑнӑ.

Тутар нацийӗ хӑйӗн наци патшалӑхне йӗркелесе яни вӑл Сирӗн Республика хӑйӗн территорийӗнче экономикӑна, социаллӑ пурнӑҫа тата культурӑна аталантарма хывса хӑварнӑ ҫирӗп никӗс пулса тӑнӑ.

Паянхи вӑхӑтра Тутар Республики Раҫҫей Федерацин патшалӑх веденийӗпе полномочийӗсӗр тата Раҫҫей Федераципе пӗрлехи веденийӗсӗр пуҫне Раҫҫей Федерацин субъекчӗ шутланакан, Тутарстан Республикинчи нумайнациллӗ халӑхпа тутар халӑхӗн кӑмӑлне палӑртакан, историлле, нацилле тата чунлӑх традицийӗсене палӑртакан, гражданла тӑнӑҫлӑхӗпе нацисем хушшинчи килӗшӗве хӳтӗлекен суверенлӑ демократилле право патшалӑхӗ пулса тӑрать.

Эпир, Раҫҫей Федераци составне кӗрекен наци патшалӑхӗсем, чи малтан, паллах, Тутар Республики, Раҫҫее хальхи саманаллӑ, цивилизациллӗ, унта пурӑнакан мӗн пур пек нацисемпе халӑхсене чечеклентерсе аталантаракан, чӑннпех те демократилле федеративлӑ патшалӑх пултарттарассине шанас килет.

 

Чӑваш наци конгресӗн Президиумҫи

Н.Е. Лукианов.

2020.05.27-м

Шупашкар хули.

Чӑваш Республики.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тимӗр Акташ // 3763.63.2401
2020.05.28 19:48
Эпӗ те ҫаканшӑн майлӑ!
1998-мӗш ҫулта Тутарстанра ҫуралнӑ чӑвашсен ентешлӗхне йӗркелекен пӗри.
Ентешлӗх пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑскер.
Шупашкар хули
2020-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-28-мӗшӗ
Тимер // 1120-4486
2020.05.28 20:21
конгресӑн Президиумҫи тени уйрӑмах килӗшӳллӗ.
Agabazar // 5398.0.2502
2020.05.29 00:25
Agabazar
Президиум пайташĕ.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj