Нимĕнле Улăп та мар эс Микула. Пирĕн пек ахаль айван чăваш çеç. Унтан ытла мар. Е каярах та вăл шайран. Никама та ним тĕлĕшпе те вĕрентме пултараймастăн.
Улӑпӗсем паян пирӗн шупӑрсемпе ҫӳреҫҫӗ...Вӗсене чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем те кирлӗ мар,халӑхӑн историйе те. Мӗнле майпа улпута тухас теҫ кӑна. Сан ӗҫ вара кунта тикӗт тумлатса ларасси . Микулан урӑх шухӑш. Чура вӑл улпута тухсан та чура шухӑшлӑ,ахаль ҫынран ирӗклӗреххи ҫуккине те чухлаймастӑн Акапасар.
Конституцине улшӑнусем кӗртме хатӗрленнӗ чух ,хӑш те пуллин ,пирӗн паянхи "улӑпсем" сӑмах каланӑ,ыйту
ҫӗкленӗ ? Ҫук . Улӑпӗсем те пирӗн паян ҫав тери вӗтелнӗ ? Вӗсен умӗнче ахаль ҫын та ҫӳллӗрех курӑнма пуҫланӑ? Айванлӑх те ытларах ӑсчахсен малта ? Самани паян тен ҫавӑн пек?
Ушкӑнне кӗртсен ҫеҫ пӗрремӗш хут Конституцине вуласа тухрӑм текен специалистсем паллах вӑйлӑ пулсан та чӑваш улӑпӗсен сассисем пирки каланӑччӗ. Юрӗ, паян улӑпсен сезонӗ мар пултӑр. Кала ,Акапасар," йӑлӑм" тенин пӗлтерӗшӗ пирки. Юханшывӑн тепӗр енӗ,е татах та урӑхла пӗлтерӗшсем пур ? Йӑла-йӗрке пурнӑҫламалли вырӑн ? Хӳтӗсемпе сыхламан ял ?
Пирӗн историксем хыҫҫӑн тӗпчемен,ӑнлантарайман "аслӑ уйсем" чылай юлнӑ. Чӑвашсем хушшинче тутарла та,ҫармӑсла та,ирҫе-мӑкшӑ чӗлхипе те калаҫман ялсем те пулни ҫинчен филологи наукин докторӗ каланӑччӗ. Паллах вӗсем кайранрах чӑвашланнӑ,анчах та малтанах вырӑнти халӑхсен чӗлхисене пӗлмен. Тутарсем вӗсем пирки чӑваш тесе шутланӑ,чӑвашсем тутар тесе. Ҫав "множество переселенцев" тенисене чӑваш историнчен аякра тӑратни паллах тӗрӗс мар. Етӗрне районӗнче "пошкӑрт" тӑрӑхӗ пур "каймап","килмеп" тесе чӑвашла калаҫҫӗ унта. "Пошкӑрт енчен кильнӗ ҫар ҫыннисен тӑрӑхӗ" пулнӑ тесен питех те ӑнланмалла пулмалла . "Особенности малакарачкинского говора " тӗпчесси тен ҫавӑнтан пуҫланмалла ?