Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Валери Туркай: Шупашкарта Хаяр Иван патшан палӑкне уҫнӑ текен усал хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ҫырӑннӑ сӑвӑ

Валери Туркай13.01.2020 14:4413309 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

Хаяр Иван – пачах та хаяр мар!..

Тумаллине вӑл тунӑ тахҫанах:

Юхтарнӑ юн, кӑларнӑ вӑл пушар...

Ман мӗншӗн савмалла тет пит ӑна?!

 

Ах, «Раҫҫее ҫӗкленӗ»?.. Раҫҫейре,

Каҫарӑр та, Иван ҫеҫ пурӑнман!..

Йӑлтах татса параҫҫӗ Тӳпере.

Аван — ялан ҫакна асра тытсан.

 

Иван ҫӑлман ман халӑха тахҫан!

Ӑна Иван паман телей сапса!

Ман халӑхӑм хӑй паттӑр пулнӑран

Вучахӗ ун ҫунать-ха ялкӑшса!

 

Тата ҫакна каласшӑн эп паян:

Ҫук, Иван мар, сӑнарӗ ун хаяр!..

Паян каллех ыйтатӑп Турӑран:

Ман халӑха упра та Шанчӑк пар!!!

 

Валери Туркай

27.12.19

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1340.64.7924
2020.01.13 18:56
Agabazar
Çук, Микула, сăвă çырасси пулмасть санран. Пиçмест.

Валери Туркай чухлĕ те çыраймастăн.
Микула // 9259.3.8429
2020.01.13 19:46
Эксперт "хреновый" санран Акапасар. Малтанрах хӗрсем сӑвӑласа каланине кӑмӑллани те ҫитет пире. Рифмовать туса ларнинчен малта шухӑшӗ тата сӑввин чунӗ пулмалла. Саваласа ларса вӑхӑт сая ярас килмеҫ паян, виҫӗ минутра ҫырнӑ кӑна . Туркай В.В. "Ҫук ,Иван мар,сӑнарӗ ун хаяр!.." тет пулсан та малалла шухӑшне аталантармаҫ,тӑсмаҫ,"Тӳпере","Турӑран" тет кӑна.
Паллах Туркай Чаплӑ сӑвӑҫ,тупӑшма шухӑш ҫук,анчах та паян халӑха чӑн сӑмах ,кукӑртса илемлетсе калани мар- кирлӗрех . Халӑхпа пулсан халӑхпа халӑхла калаҫмалла. Пушкин пек кӑна мар Маяковский пек те тӳррӗн каламалла тесшӗн.
Вӗрентсе мар ,шухӑша кӑна калатӑп. Тепӗр енчен ку сӑмахсем ахальтен мар,тест . Акапасар ан кала ун пирки ӑна. Пушкин та каланӑ,"пирӗн,чӑвашсен, критика ҫук" тесе ...
Agabazar // 2940.14.6969
2020.01.14 03:43
Agabazar
Сăввуна серб чĕлхипе куçарса кăлар, Микула.
Атнер // 1357.74.1235
2020.01.14 08:11
Ма ге серб чӗлхипе,
Агабазар теде?..
Agabazar // 2279.63.4379
2020.01.14 19:35
Agabazar
Çурăмна хыçса ил-ха пĕреххут, ним тума аптрарăн пулсан.
Пулкар // 1369.77.1047
2020.01.16 22:55
Анчах чăваш хушшинче
Чунĕ хытнă çынсем те
Тапаланма пуçларĕç,
Тăрса çапла каларĕç:
«Чаплă вырăн тупасчĕ,
Часрах улпут пуласчĕ».
Тĕрлĕ çутă тӳммешĕн
Тăнĕ тухать ав лешĕн;
Чăвашла та калаçмасть,
Тăванне те астумасть:
Чĕри шăнса кайнă çав,
Чĕрĕ виле пулнă çав.
К.Иванов.
Пулкар // 1369.77.1047
2020.01.16 23:20
тислӗк ваньки вырӑссен ӗлӗк-авалхи ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ. Атӑлҫи Пулкар ҫӗршывне тӗп туса анлӑ ҫӗрӗсене йышӑннӑ. Пулкар халӑхне чӑваш ятне панӑ, пулкарсем хӑйсен тӑван ҫӗршывне манса кайччӗр тесе.
Agabazar // 5834.6.5413
2020.01.17 05:24
Agabazar
"Чăваш" ята вырăссем мар панă. Суя ку. Вырăссем çынсенчен илтнине çеç каланă.
Микула // 9259.3.8429
2020.01.17 13:25
Чӑваш ят Хусанта Крымран кильнӗ хансемпе пӗр вӑхӑтра тухать. Вырӑсла летописсенче "мнози варвары из разных земель из Азуева и Крыма" тени те ҫав вӑхӑтсенчех. Чӑваш ят Крымра анлӑ сарӑлнине тата малтан каланине шута илсен пӗр пӗтӗмлетӳ анчах пулать. Чӑваш ят -ҫар сослови ячӗ- Крымран унти халӑхпа пӗрле куҫса кильнӗ ,кӗске вӑхӑтра хӑвӑрт сарӑлнӑ,пӑлхар(полкар,ар) ят вырӑнне йӑшӑннӑ. Кӗскен ӑнлантарсан ҫавӑн пек пулать. Паян кун ҫак верси кӑна ыттисенчен ӗненмеллерех янрать.
Agabazar // 4176.09.4316
2020.01.17 16:45
Agabazar
Микула,
сансăр пуçне кун пирки тек никам та сÿпĕлтетмест. Урăх никам та çук.
Уй варринче пĕччен ларакан тунката пек ялан çавăн пирки... Урăх сăмах та çук тейĕн!

Кам эсĕ, сана çăвар карса итлеме?

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj