Agabazar // 1344.68.8969
2019.11.05 23:07 | |
Agabazar // 1344.68.8969
2019.11.06 00:00 | |
Анчах та кунта чи кирли — чăвашла майлаштарни вырăслинчен вĕтĕрех, хавшакрах, айвантарх, илемсĕртерех пулманни.
Енчен те вырăсли пилĕк тăваткал метр йышăнать пулсан, чăвашли те унран каярах пулмалла мар. Вырăслине ахаль сăрласа мар, юри хатĕрленĕ рельефла блоксенчен тунă пулсан, чăвашли те çаплах пултăр. | |
Agabazar // 1344.68.8969
2019.11.06 00:07 | |
Иккĕмĕш сăнра алăксем çийĕн "çамрăксен театрĕ" тесе КĔСКЕН майлаштарни пур.
Мĕнех, вăл та пултăр. Вăл ытти меслетсене хирĕçлемест. Ытлашши мар. Çапах та тĕп алăк патĕнче пулмаллах вăл. Таçта çÿлелле каçăрăлса пăхмашкăн ан тивтĕр!!! | |
Станислав Убасси // 3072.53.4949
2019.11.06 00:13 | |
Кунта ҫулӑмлӑ, вут-кӑварлӑ Аçтахар чӗлхи-ҫӑварӗ ҫунтарать!.. МАТТУР!
АÇТАХАР - "Аҫтаха" сӑмахпа ҫыхӑннӑ ("дракон" тенине пӗлтереть). Чӑваш хӗрсе кайсан Аҫтаха пулать те! Ҫеҫпӗл хӑй те ҫавнашкал пулнӑ ("Кӑвар чӗри, кӑвар чӗлхеллӗ, Чӑваш ачи, сассуна пар". - тесе каланӑ)... | |
Станислав Убасси // 3072.53.4949
2019.11.06 00:31 | |
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: | |
Станислав Убасси // 3072.53.4949
2019.11.06 01:05 | |
Agabazar: "...вырăсли пилĕк тăваткал метр йышăнать пулсан, чăвашли те унран каярах пулмалла мар".
Тӗрӗс. | |
Атнер // 1726.84.3785
2019.11.06 08:39 | |
Ҫапла ҫав.Республикӑра чӑвашлӑхшӑн ӗҫлекенсен,темшӗн,чӗлхемӗр кирлех мар.100% каламасӑрах паллӑ,хӑйсен ачисемпе тӑван чӗлхепе калаҫманни,тата кунта та вырӑслине малтан вырнаҫтарма май тупнӑ.Ма ха вара вӗсем васканипе чӑвашлине вырнаҫтарса хурма пултарайман?.Йоҫӑф та ҫапла пулнӑ ши?. | |
Agabazar // 3867.01.8161
2019.11.06 09:41 | |
Станислав Упаççи,
Çеçпĕл Мишши мĕнлерех çын пулнă пирки мĕн питех пĕлетĕр-ши? Сăвăсем çырни вăл пĕр япала, хăй пурнăçра ("по жизни") еплерех çын пулни — пачах урăх япала! Ăçтахар юлташ кунта "хĕрсе кайнине" нимĕн чухлĕ те курмастăп. Пурте куç умĕнче вĕт! Чăвашла палăртни çукки — куç умĕнче! Ăна суккăр çын çеç курмасса пултарать. Бинокль кирлĕ мар, телескоп кирлĕ мар, микроскоп кирлĕ мар....... "Хĕрсе каймалли" кунта ним те çук! |
Чăн малтан кăтартни юрамалла, анчах та ăна суйласа илмеççĕ пек туйăнать.
Мĕншĕн?
Сăлтавĕ — унчченхи конструкцие йăлтах аркатма тивет. Чăвашла çырни валли хупă (кантăксăр) урлăма суйласа илсен — унашкал хуйхă пулас çук.