Pri la retejo
Novaĵoj
ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
Kulturo
Historio
Literaturo
Ĉuvaŝa lingvo
Forumo
Ligiloj
Ялтан // 9259.3.8429
2019.09.10 22:11 | |
Ильин философ тата фашист каланипе "вырӑс диктатури " тумалла .СССР патшалӑха вырӑсен национальный диктатура тӑвас текеннисем аркатнӑ теҫҫӗ? Тен суймаҫҫӗ? Тен паян пирӗн тӗрӗссипе ҫавсем хуҫаланаҫҫӗ ? Чиновникӑн тата хӑҫан хӑйӗн шухӑшӗ пулнӑ ? Хушнӑ "ҫӳлтен" тунӑ,хушман туман ,"аялтан " калани вӗсем патне ҫитмен. | |
Agabazar // 4996.5.1748
2019.09.11 00:21 | |
Вăрçăри пек.... | |
Памук // 3180.47.5517
2019.09.11 19:01 | |
Чӑн-чӑн Паттӑр! Тӑван чӗлхишӗн пурнӑҫне панӑ... | |
Вот и // 1663.53.4584
2019.09.12 11:22 | |
вăрçăра пулнă çынсем кунта пур иккен... | |
Атнер // 1726.84.3785
2019.09.13 09:12 | |
Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултр.Тен удмурт халӑхӗ шухӑша кайӗ и чӗлхене упраса хӑварас тесе.Чӑваш вара вӑранман ха.Савӑнать чӑваш аслӑ вырӑс чӗлхипе ялсенче те пепкисемпе калаҫса.Юбилейсене тамада вырӑсла ирттерет.Пурте чӑваш ларать.Карчӑксем кинемейсем.Юбиляр каланӑ мӑнуксем пӗлмеҫҫӗ ха чӑвашла, ирттермелле вырӑсла.Никам та хирӗҫлемен.Путин айӑплӑ! | |
Agabazar // 2896.99.2101
2019.09.13 22:38 | |
"Удмурт халахĕ шухăша кайтăр" тесе тунă пулăм мар ку. Удмуртсен кунта "шухăша каймалли" ним те çук. | |
Аскольд Де Герсо // 2829.30.8049
2019.09.14 19:45 | |
Максим Горький çыравçăн "Данко чĕри" ятлă калав пур. Кам шкулта вĕреннĕ астăватех. Разинăн хăтланăвĕ нткама та шухăшлаттарас çук: халăха та, пуçлăхсене те. Халăхĕ еплерех ытлă-çитлĕ пурнăçпа пурăнас тет, мĕнле çитерес, пуçлăхсен вара пушшех урăх шухăш. Пуçлăхра ĕмĕр тăршшĕне ларма çук-çке. Халăхра хăйĕнче тăван чĕлхе туртăмĕ вăранмасăр нимĕн те пулмасть. Куна хирĕç Акапасар тата ун йышшисем темĕн те хирĕçлесе çырма пултараççĕ, маншăн вĕсен сăмахĕсем виçеллĕ мар. Кашни кун куратăп: чăваш ашшĕ-амăшĕсем пепкисене садике е шкула ертсе каяççĕ, пурте вырăсла пуплеççĕ. Вĕсене эсир мĕнле те пулин ăнлантарма пултарайатăр-и? Эпĕ чăваш, чăвашла çыратăп, калаçатăп, анчах та Данко евĕр хăтланма кăмăл çук. Сурăхсене сăмахпа ăнлантараймастăн | |
