Agabazar // 4205.61.5669
2019.06.22 17:10 | |
Agabazar // 1581.65.2653
2019.06.24 05:46 | |
Чĕмпĕр хулинче Кул Гали палăкĕ пур.
https://ru.wikipedia.org/wiki/Памятник_Кул_Гали_(Ульяновск) Çав палăк çинче тутарла сăмахсем пур. Аçтахар акăлчансем енне куçса кайнăччĕ-ха. Кунта вара, курăсăн, унталла кайса пăхмасан та тĕленмеллисем пур. | |
Пулкар // 3142.42.5654
2019.06.25 09:33 | |
"Чĕмпĕр хулинче Кул Гали палăкĕ пур. Çав палăк çинче тутарла сăмахсем пур." Чĕмпĕрте богданов тутар ҫынни пит хытӑ айкашать. Морозовӑн наци ыйтӑвӗн советникӗччӗ. Хӑйӑн ҫумне чӑваш халӑх сутӑнчӗкӗсене пуҫтарнӑ.Вӗсен хушшинче кандрашкин пур. Пит хӑрушӑ чӑваш халӑхӗн тӑшманӗ. Ҫийӗнчен пӑхсан чӑваша майлӑ пек, шалта вара - этем мар. Вырӑсла " оборотень" теҫҫӗ. Ҫак ҫынсем пӗтӗмпех пӑтраштараҫҫӗ. Часах чӑваш хули - Чӗмпӗр тутарсен пулӗ. | |
Атнер // 4176.90.2625
2019.06.26 10:43 | |
Пала иккен.То тӑ Кондрашкин нихҫан та чӑвашла калаҫмасть.Ма ҫав териех хисепеместь вара вӑл чӑваша | |
Инерпи // 3819.06.4624
2019.06.28 11:25 | |
Чемпер чем марта, Шупашкар та савранать. Паянхи вырасла, ыранхине тутарла, Палхара Аскольд калашле сухатрар. Сайт синче манкка чамласа ларсан ку куранса паларсах тарать. | |
Аскольд Де Герсо // 3819.06.4624
2019.06.29 07:06 | |
Акапасар, пирĕн ку ĕнтĕ пурнăçа тахçанах кĕнĕ: çумрине курмастпăр, инçете кармашатпăр. | |
Анонимла // 2196.77.1888
2019.11.21 22:11 | |
Тупӑшса ларатӑр, куҫ умӗнче чӑваш литератури пӗтсе пынине курмастӑр. "Ялав", "Капкӑн" журналсем пурччӗ, хупӑнчӗҫ. "Тантӑш" хаҫат эрнере 2 хутчен хӑйӗн вулаканӗ патне ҫитетчӗ, унтан эрнере пӗр хутчен пичетленме тытӑнчӗ, малтанах 12 страницӑпа, унтан 8 страница ҫине куҫрӗ. Халь тата 4 страница кӑна тӑрса юлчӗ. тепӗр 4-шӗ вырӑсла пичетленме тытӑнчӗ. Вырӑсла пичетленни япӑх мар, тейӗпӗр-ха, анчах та ачасен чӑвашла заметкисем пачах та сахал-ҫке.Мӗн тери маттур пирӗн чӑваш ачисем, вырӑсла пит хитре ҫыраҫҫӗ!
Сӑмах май, сайтпа ют патшалӑхри граждансем те кӑсӑкланаҫҫӗ, эсир пур, ларатӑр чӑваш ятне ярса, темтепӗр ҫырса пӗр-пӗрне кӳрентерсе. | |
Agabazar // 3604.42.0180
2019.11.22 05:51 | |
"Тантăш" вырăсла пичетленме пуçлани хăш енчен "лайăх" пулма пултарать? | |
Анонимла // 1284.08.3166
2019.11.22 10:29 | |
Agabazar мана ӑнланмарӗ курӑнать. "Тантӑш" вырӑсла пичетленме пуҫланни пирки эпӗ иронипе ҫыртӑм, кавычкӑна илмесӗр. Ачисем, тен, чӑвашлах ҫыраҫҫӗ пуль заметкисене, хаҫатра вӗсем вырӑсла пичетленеҫҫӗ. Ку хаҫата эпӗ ҫулленех ҫырӑнса илсе ӗмӗр тӑршшипех, ҫитес ҫул валли ҫырӑнас кӑмӑл ҫук, урӑх чӑваш хаҫатне ҫырӑнатӑп вӑл укҫапа, вӗсем халлӗхе вырӑсланман-ха. Редакцине те ӑнланма пулать, тен, капла тираж ӳсессе шанаҫҫӗ пуль, тем ҫав, курӑпӑр. Ял халӑхӗ, ҫав шутра учительсем те,хаҫат ҫырӑнма пӑрахрӗҫ. | |
Agabazar // 1080.26.6732
2019.11.22 12:03 | |
Ачасем чăвашлах çырни пирки хытă иккĕленетĕп. Чăннипе пачах урăхла пулма кирлĕ: ачасем вырăсла çыраççĕ, редакци вĕсене чăвашла куçарса пичетлет. Хаçат çырăнма пăрахнипе ан мухтан. Мухтанмалли унта ним те çук. |
Паллах, вăл çав ларура хăй шухăшне каланă, анчах та Виноградов Айкомисси йышăнăвĕсене хирĕç пулма пултараймасть.