Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Владимир Тимофеев: Аталану партийӗн пайташӗсен демократиллӗ партисене кӗмелле!

Владимир Тимофеев12.02.2018 17:265391 Пурĕ пăхнă

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем паллӑ пулӑмсемпе пуян. 1990-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑ кун пулчӗ! СССР саланса кайнӑ кун — 1991-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗш кунӗ! Совет саманинчех, 1991-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, Чӑваш Аталану партийӗ йӗркеленчӗ. Ӑна пуҫараканӗ тата никӗслевҫи пирӗн паллӑ юрист Николай Егорович Лукьянов. 1992-мӗш ҫулта Чӑваш Наци Конгресӗ пуҫтарӑнчӗ. Ҫав ҫулах юпа уйӑхӗнче Чӑваш Наци Конгресӗн I-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Аталану партийӗн тата Конгресӑн малтанхи утӑмӗсене тума питӗ тӑрӑшуллӑ та хастаррӑн Виталий Петрович Никитин-Станьял вӑй хучӗ. Наци Конгресӗн I-мӗш Президенчӗ Атнер Петрович Хусанкай пулса тӑчӗ. Хальхи вӑхӑтра Атнер Петрович Конгресӑмӑрӑн хисеплӗ Президенчӗ пулса ӗҫлет.

1993-мӗш ҫулта Атнер Петрович Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ҫула тухрӗ. Нью-Йорк хулинче ООН (Чӑмӑртаннӑ Нацисен Пӗрлӗхӗ) йышне кӗмен Патшалӑхсен Мӑн Пухӑвӗн ӗҫне хутшӑнчӗ вӑл! Шупашкартах Конгресӑн Аслӑ Пухӑвӗнче «Пирӗн хамӑрӑн Патшалӑха ҫӗнсе илмелле» текен вӑрӑм сӑмахпа халӑх умне тухрӗ! 1993-мӗш ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйларӑмӑр. Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ҫӗнӗ Конституцийӗсене йышӑнтӑмӑр. Конституципе килӗшӳллӗн Республикӑмӑрта пӗр Чӑваш Чӗлхи ҫеҫ пӗртен-пӗр Патшалӑх Чӗлхи пулса тӑма пултартӑр сӑваплӑ ӗмӗт-тӗллевпе сасӑланӑскерсем Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йышпа пиллӗкӗн е улттӑн кӑна пулнӑ. Хушамачӗсене, каҫарӑр та, пурне те пӗлместпӗр. Ҫав ҫынсем пурӑнаҫҫӗ! Вырӑс чӗлхи тӗрлӗ наци ҫыннисемпе хутшӑнмалли чӗлхин статусне илнӗ пулӗччӗ. 1994-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗш кунӗнче Чӑваш Республикин I-мӗш Президенчӗн Николай Васильевич Фёдоровӑн инаугурацийӗ пулса иртрӗ!

Маттур чӑвашсем сахал мар пирӗн. Вӗсенчен пӗри — паллӑ журналист Илья Арсентьевич Иванов. Килӗнче ачасен йышӗ ҫиччӗ таран. Ачисем, паллах, чӑваш чӗлхине аван пӗлеҫҫӗ. Ачисен пурин те чӑн-чӑн ӗлӗкхи чӑваш ячӗсем тата! И.А.Иванова чӑваш чӗлхишӗн тӑрӑшнипеле, чӑваш чӗлхишӗн «ҫуннипеле» темиҫе хутчен судпа айӑпларӗҫ.

Хальхи вӑхӑтри Чӑваш Наци Конгресӗн йышӗнче пурте тенӗ пекех «Единая Россия» текен парти ҫыннисем. Николай Егорович Лукьянов — Конгресс Тӗпелӗн хисеплӗ ҫынни. Паллах, ӗнтӗ,Чӑваш Аталану партийӗн ертӳҫи «Единая Россия» партийӗн йышне нихӑҫан та кӗрес ҫук. Ҫӳлерех асӑннӑ хисеплӗ ҫыннӑмӑрсем: «Эпир нимӗнле тата нихӑш партире те тӑмастпӑр», — теме юратаҫҫӗ. Анчах та, нимӗнле тата нихӑш партире те тӑманни власть партийӗпе ҫырлахнине, килӗшнине пӗлтерет мар-и вара?

Ҫӳлерех асӑннӑ хисеплӗ ҫыннӑмӑрсен наци юхӑмӗнче мӗн чухлӗ вӑй хунине манмалла-ши? Наци аталанӑвӗшӗн тӑрӑшни сая кайтӑр-и? Мӗншӗн ҫапла ҫыратӑп-ха? Ҫӳлерех асӑннӑ хисеплӗ ҫыннӑмӑрсен тата Аталану партийӗн, А.П. Хусанкай ертсе пынӑ Наци Конгресӗн йышӗнче шутланнӑскерсен «Союз Правых Сил», «ЯБЛОКО» текен партисене кӗмелле мар-и, вара??? Чӑваш чӗлхине Тӑван Чӗлхе вырӑнне йышӑнаканскерсем, Чӗлхемӗре чун-чӗререн юратаканскерсем хамӑрӑн шӑпам — малашлӑх, хамӑрӑн кун-ҫул — пуласлӑх пирки шухӑшламасӑр пурӑнма пултараймаҫҫӗ!

Мӗнле Патшалӑх-ха вӑл, Россия ятлӑскер! Чӑннипех те, Раҫҫейӗн тулаш ҫул-йӗрӗ, политики йӑнӑш ҫулпа пырать мар-и? Мӗн кирлӗ-ха Раҫҫее? Телевизорпа тӗрлӗ политика кӑларӑмӗсене пӑхнӑ майӑн мӗнле шухӑшсем кӗреҫҫӗ-ха пирӗн пуҫӑмӑрсене? Раҫҫее украин чӗлхипе калаҫман УКРАИНА, тутар чӗлхипе калаҫман ТУТАРСТАН, чӑваш чӗлхипе калаҫман ЧӐВАШ ЕН кирлӗ-ҫке! Тата ытти те.

Ҫӳлерех асӑннӑ хисеплӗ ҫыннӑмӑрсем тата ыттисем чыслӑха ҫухатрӗҫ-ши? Сутӑнчӑка тухрӗҫ-ши? Раҫҫей Ҫӗршывӗ тӗнчере хисепрен тухман пултӑр. Хисепре пулни унран хӑранинчен тӑрать мар-и? Юратни кирлӗ! Ҫӗршывсем пӗр-пӗрне юратччӑр! Курайманлӑх ан пултӑр! Ҫак шухӑшсем пирӗн чун-чӗремӗрсене ыраттараҫҫӗ мар-и???

 

Пӗтӗм Раҫҫейри демократиллӗ «ЯБЛОКО» партийӗн пайташӗ-ӗҫтешӗ Тимофеев В.Н.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1441.48.8792
2018.02.12 17:44
Agabazar
"Яблоко" партин никĕслевçи Григорий Явлинский Раççейри вырăс мар халăхсем пирки нихçан та усал сăмах каламан.

Эсир пурте çак каларăша илтнĕ ĕнтĕ: Ăçта наци ыйтăвĕ пуçланать, çавăнта вырăс демокрачĕ вĕçленет.

"Демократсен" çакнашкал ретĕнчен айккинчче тăракан пĕртен-пĕр çын — Григорий Явлинский. Ытти мĕнпур "вырăс демокрачĕсем" вырăс мар халăхсене пачах та шута илесшĕн мар.

Пĕртен-пĕр Григорий Явлинский çеç апла мар. Çавăнпа ăна ытти "вырăс демокрачĕсем" те питех юратса каймаççĕ.

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj