Agabazar // 3509.29.3189
2017.12.25 11:57 | |
Валери Туркай // 2428.23.9102
2017.12.25 13:16 | |
Акапасар, тимлӗрех вула, тархасшӑн, эп маларах ҫырнине!
Эп илсе кӑтартнӑ цитатӑра сӑмах Петӗр Хусанкая - "Питтӑр Питрович Касантее" - Михаил С Е Н И Э Л Ь кӳрентерни пирки пырать! Ӑҫтан туртса кӑлартӑн эс, тӑванӑм, ҪЕҪПӖЛ МИШШИНЕ? Эс текстпа ӗҫлеме пӗлекен ҫын-иҫ! Туркай. | |
Agabazar // 2230.88.5452
2017.12.25 15:33 | |
Кун пек пулсан та пит тĕлĕнмелле.
Сениэль 1940-мĕш çулта çуралнă. Петĕр Хусанкай — 1907-мĕш çулта. Пĕри тепринчен 33 (вăтăр виçĕ) çул аслăрах. Вĕсен хушши — ашшĕпе ывăлĕнни пек. "Пиччĕш", "шăллĕ" тенисем вырăнлах мар пуль. | |
Валери Туркай // 2428.23.9102
2017.12.26 17:19 | |
"Иван Егоров". "Ҫут тӗнче" "роман". 3-мӗш том. 36-мӗш стр.:
"Тӗрӗс каланӑ Сениэль: чӑн поэта тытаймӑн пусмӑрта! Поэмине пичетленӗ хыҫҫӑн 9 ҫултан вӑл Мускавра тепӗр чӑн поэтпа Зелимхапа (сӑмахЗелимхан Яндарбиев террорист пирки пырать. - В.Т.) тӗл пулса туслашрӗ. Лешӗ, литература аслӑ курсне пӗтерсе, тӑван ҫӗршывне таврӑнсан, Вайнахсен демократи партине йӗркелет. Хӑй тавра таса чеченсене явӑҫтарать. Ҫак парти ертсе пынипе чечен халӑхӗ Раҫҫей пусмӑрӗнчен ирӗке тухать. Раҫҫей ҫарӗсем вӑрҫӑпа пырса кӗрсен те мӑнаҫлӑ чеченсем вӗсене парӑнмаҫҫӗ, икӗ ҫула яхӑн хирӗҫ тӑрса, юлашкинчен вӗсене Ичкери тулашне хирсе кӑларса яраҫҫӗ... Ичкери, Куба пекех, мӗнпур тӗнчешӗн Ирӗклӗх символӗ пулса тӑчӗ!" Мухтан, Акташ, "гени-енетешӳсемпе", мухтан"! Чечнере, сӑмах май каласан, йӑнӑшмастӑп пулсан, Чӑваш Енӗн 137 ывӑлӗ пуҫне хунӑ!.. "Зелимха" пеккисемпе Ельцина пула. Валери Туркай. 8-927-855-54-80 | |
Agabazar // 1758.90.4687
2017.12.27 05:41 | |
А-а-а-а!
Тинех ăнкарма пуçларăм! Ав мĕнре иккен ĕç! Атту тĕнке тухатчĕ вĕт: апла та шутласа пăхап, капла та... Тахашĕ унта шăллĕ, тахăшĕ пиччĕшĕ... Кам ашшĕ пулма тивĕçлĕ, кам ывăлĕн картне лараймасть... Чăм шыва ÿкрĕм вĕт шутла-шутла! Ĕнтĕ тинех пĕтĕмпех уçăмлă! Пăс çинче вĕрилентернĕ çарăкран та ансатрах иккен тĕшши! | |
Валери Туркай // 2428.23.9102
2017.12.27 18:26 | |
Акапасар! Эс - гений!
Кивелнӗ ҫӗлӗкӗме хыватӑп сан умӑнта! Сана ытларах тав ытларах хисеплекен Валери Туркай. Сӑмах май каласан, Акапасар, эс хӑш район ҫынни? | |
Agabazar // 4283.46.3400
2017.12.28 05:48 | |
Л.П.Кураков, хăйне кам та пулсан, куçран пăхса, мухтама пуçласан, çапла калама юратнă теççĕ (тен халь те çапла калакалать пуль, пĕлместĕп): "... мухтанипе савăнать тесе ан шутлăр".
Хальхинче эп те çаплах каласшăн: "... мухтанипе савăнать тесе ан шутлăр". Урăхла каласан, ку вăл эп "вĕçсе кайма", хăпартланма пачах та шутламаннине пĕлтерет. | |
Вулакан // 2128.75.2049
2017.12.28 21:56 | |
Туркай Иван Егоровпа Сениэлĕн "паккăçĕпе" "пăхкупилĕхне" хурлани, П.П. Хусанкайпа Атнер Хусанкая хÿтĕлени аван япала, паллах. Анчах кăштах хăй çине çаврăнса пăхни та пăсмĕччĕ ăна. "Хыпар" тĕп редакторĕнче ĕçленĕ чух хисеплĕ Атнер Петрович çинчен "Атнер П.Х." тесе "çăхав (донос)"жанрĕпе çырнă статйишĕн пичетре-мĕнре, халăх умĕнче каçару ыйтни пулмарĕ-ха паянхи кунчченех. Малтан çавна тăвасчĕ. Халăх вĕт вăл йăлтах пĕлет, курать, карланкăпа тем пек хытă кăшкăрсан та вăхăт иртнĕçем тĕрĕслĕх çиеле тухатех. Хисеплĕ Денис Гордеевăн çав тери Туркая асилтерекен персонаж çинчен çырнă, тинтерех "Тăван Атăлта" пичетленнĕ "Хăямат" повеçĕ те çавна кăтартса парать мар-и ара. | |
Лапрашкин // 2148.53.2728
2018.01.06 12:57 | |
"Çут тĕнче" романа чăваш писателĕсен пăхса тухасах пулать те ăса илес пать.Творчество çинчен шутлас вырăнне лăпăр-лапăрпа аппаланни чăваш литературине антарса лартрĕ. Начар та сĕмсĕр эпигонсем хунаса кайрĕç. Мĕнпе мухтанма пулать?Сементей-Ишентейпе-и, Уркай-Ульхайпа-и, Пурхиль-Кĕмильпе е Хипеч-вĕркечпе?
Иван Егоров, ман шутпа,чăваш писателĕсене лайăх çупкă панă та пиччĕшне хытă мухтанă.Çапла кирлĕ те! Тен,тăна кĕрĕç е литература картинче йĕрке пекки тăвĕç. | |
Agabazar // 1404.68.9632
2018.01.06 19:17 | |
Чăвашăн ытлашши кĕнеке çук.
Чăвашăн ытлашши кĕнеке çук. |
Эппин пĕрремĕшĕ ниепле те иккĕмĕшĕн "шăллĕ" пулма пултараймасть.
Вĕсем иккĕшĕ епле те пулсан тĕл пулма пултарасси те иккĕленÿллĕ.
Ну, "теори енчен" пăхсан, май пулнă ĕнтĕ темелле... Анчах унтан ытла мар.