Agabazar // 1152.51.6853
2017.11.30 09:18 | |
Agabazar // 1152.51.6853
2017.11.30 10:14 | |
Меххочăх:
ЧĂВАШ сăмах çăваçран тухман, çăваç сăмах ЧĂВАШ сăмахран пулса кайнă тени тĕрĕсрех . ============================================ Вĕренмелле, вĕренмелле татах та вĕренмелле! Аспуккине пĕлетне? Пĕр чĕл çăкăр çиетне? Кунашкал сÿпĕлтетме кашни çапкаланчăк пултарать. Чăннипе вара вăл фонетика саккунĕсене хирĕçлет. Калăпăр "чăрăш" тенинчен "çăрăш" пулса тăма пултарать-и? Пур-и чăваш чĕлхинче çавнашкалли? Ик-виç тĕслĕх те пулин илсе кăтартма пултаратăн-и? Тата вăл епле пулса тухать: Чăвашран — Çăваç, унтан вара Çăваçран каллех Чăваш? Çынна ан култарăр! Хăвăр кун пирки урăх чĕнмесен, хам та урăх шарламăп. | |
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2017.11.30 18:28 | |
Лапра çăвар ,Акапасар.Архивра та справочниксенче те çĕнни çук. Кивĕ япала çине кивĕ куçпа пăхсан "чăваш" ят яланлăхах "ăнлантарса пама çук çамах"пулса юлать. Сăмсаран мала пăхма вĕренĕйместĕр ĕнте. Мĕнле тÿнтерле ,кукăртса ăнланакан çын пултăр. Чăваш сăмах малтанхи сăмах. Çăваç хыçăнхи (производное). Çăваç сăмахран чăваш сăмах пулса кайман.Картса хур сăмсу çине. Фонетика саккунĕсене Турă çырман,çынсемех çырнă. Чавуш(чауш) сăмах , 15 ĕмĕрте чăваш майлă улшăнса чĕльхене кĕрсе юлман тесе тĕнчере нимле çын та нимле саккун та калама пултараймаç. Болгаринче те чавуш ли темеççĕ,чуваш ли теççĕ. Унта та алай-чавушсем пулнă. | |
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2017.11.30 19:31 | |
Пӗрремӗш факт чӑваш сӑмах 16 емӗрччен вырӑнта палӑрман. Иккӗмӗш факт вырӑна тӗрлӗ халӑхсем куҫса кильме тытӑннӑ, "мнози варвары из разных земель из Азуева и Крыма". Виҫҫӗмӗш факт унта чавуш (чауш ) сӑмах тахҫанах анлӑн сарӑлнӑ пулнӑ. Ҫынсемпе пӗрле чавуш сӑмах та кильнӗ. Пиллекӗмӗш факт. Хусан тӑрӑхӗнче вӑйлӑ ҫар йӗркеленме тытӑнать.ун чухне Турци ҫарне пӑхса (копировать) тума чылай ҫертре хӑтланнӑ. Мускавра та ,Речь Посполитая ҫӗршывра та.Ҫавӑнпа та унти терминсем ҫӑмӑллӑнах кунта кильме пултарнӑ. .Тӑваттӑмӗш (сиктерсе хӑварнӑ) . Малтанхи стелецсен ҫарне те летописсенче "стрельцы-еничери" тесе ҫырнисем пур. Хусан тӑрӑхенче те ҫавӑн евӗрлӗ ҫарсем пулма пултарнӑ. Стрелецсен ҫарӗ чӑвашсем Мускава ҫар енӗпе пулӑшма килӗшӳ тусан тепӗр ҫултан ҫуралать. Ертсе пыраканнисенчен пӗрин хушамачӗ Черемиссинов. Тепӗр факт .Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче "Чауш" ятлӑ ял халӗ те пур. | |
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2017.11.30 19:33 | |
Тата тепӗр факт.Герберштейн калани. Тӗл переҫҫӗ .Шыв тӑрӑх ҫӳреме аван пӗлеҫҫӗ тени . Камсем,камсем пуринчен те тӗл пенӗ? Камсене ятарласа шыв ҫинче ҫапӑҫма вӗрентнӗ? Турцинчи,Крымри янычар ҫар ҫыннисене. Вӗсем ятарласа темиҫе ҫул вӗренсе ,экзаменсем тытнӑ.Пурте янычар пулайман. Тытайманнисене ЧИКМЕ (Чикмек) тенӗ.Тепӗр факт .Хусан ханӗ ҫыру ҫырать Крым ханӗ патнӗ."Ярса пар тупӑсем,пӑшалсем тата янычарсене" тесе. Ӑнсӑртран сыхланса юлнӑ хут. Янычарсем Хусан тӑрӑхӗнче пулман тесе татса калаймӑн ун хыҫҫӑн. Тепӗрт факт Крымри.Балканри евӗрлӗ ял ячӗсӗм туллиех ,тӗслӗхрен Крымсарайкасси , Ачак,Чотай,Бурнаш тата ыттисем. Ял ячӗсем ҫамӑлланах пӗрешкел,чавушпа чӑваш пӗрешкел мар теме кам пултарӗ кун пек фактсем хыҫҫӑн.Татах та маллали фактсем. Етӗрне никӗсленине суйса ҫырни. 1590 ҫул тесе ҫирӗплетни. Ҫырнӑ та малтанхине тӗпчеме чарнӑ,анчах та "ядринская волость" ят ҫав ҫулчченех малтанрах асӑнни пурри пирки совет самани чухне асӑнсах кайман,халӗ пӗлекенӗ те ҫук. Шырав ӗҫӗсене те тӑвас текенсем ҫук. Мӗнеьшӗн ҫавӑн пек ? Мӗншӗн табу? Ӑнлантарса парам. | |
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2017.11.30 19:34 | |
Турцинче Эдирне ятлӑ хула пур.Малтанласа вӑл пӗр вӑхӑт тӗп хула та пулнӑ. Чи пӗлтерӗшли -унта янычарсен шкулӗсем пулнӑ. Таҫта ҫырнӑччӗ "чувашское название Етӗрне не имет никакого отношения к турецкомку Эдирне" тесе. Кулӑшла паллах,тӗпчев ирттермен,пӗтӗмлетӳне тунӑ та. Хусан тӑрӑхенче Турцинчи евӗрлӗ ҫар тума тытӑннӑ пулсан,ҫӑмӑллӑнах ҫар ӗҫне вӗрентмелли вырӑнсем-шкулсем те пулма пултарнӑ. Чӑвашсем "лучшие стрелки со знанием судоходства" ҫӑмӑллӑнах унта вӗрентекенсем выраӑнче пулма пултарнӑ. Ахӑртнех Етернее Василсурска хирӗҫ тӑма никӗсленӗ пулнӑ. Мускав ҫарне чарас шухӑшпа никӗсленӗ.Ҫӑваҫ текеннисен вара нимӗн те ,нимӗн те ҫук. Пӗр аргумен та. Ҫавӑнпах ӗнте кӗвӗҫӳ. Полный провал. Ҫӑваҫистсене шах и мат. Ҫапла, маттур чӑвашсем. | |
Agabazar // 3298.84.5198
2017.12.01 11:43 | |
Никколай Меххочӑх Хоспочын,
санӑн "чауш" халлапне хӑвӑнсӑр пуҫне никам та пӗлмест. Хӑвӑнпа ху ҫӑрӑлни ҫеҫ. Пӗр-пӗр шӗвӗр кандидат пекки те сан евӗрлӗ нихҫан та каламан. Лысенко, Фоменко йышши академиксем те каламан иҫмасса! Ну вӑт илер Алмантайӑн "суваризмне". Тӑр пӗччен тӑракан ҫын мар вӗт. Ун умӗн тата Марр академик (грузин), Ковалевский украинццӑ пулнӑ. Никколай Меххочӗфӑн кам пур ун пекки? Никам та! Хӑйпе хӑй ҫеҫ ҫӑрӑлать. Хӑйне хӑех куҫ хӗскелет. Ҫавӑ кӑна. | |
Аскольд Де Герсо // 3221.42.9769
2018.05.18 16:13 | |
Тавлашура тĕрĕслĕх çуралать теччĕç, çук. Тĕрĕслĕх тавлашура çĕтет. Кам мĕнле сÿпĕлтетес тет,çавнашкал сÿпĕлтетет. | |
Михаил ВолковСун // 3469.78.0701
2018.06.29 00:35 | |
Маттур, Акапасар. Тарӑн тӗпчевсемсӗр кӑкӑра ҫапса мухтанни ачалла чӑрсӑрлӑх..ҪӗРПӳ, Медикасси.Супар, Трак таврашӗнчи ялсенче чылай ҫӳреме ТӳР КИЛЧӗ. Анчӑк касси теҫҫӗ Ҫӗтӗк Ҫӑваҫа.Таврари ялсен ячӗсенче Трер, Авар, Сувар, Хунн йӑӑхӗсенчен татӑлса юлнӑ ятсем илтӗнеҫҫӗ. Тӗпчӗр пуш параппан ҫапаччин. <h3></h3> | |
Михаил ВолковСун // 3469.78.0701
2018.06.29 00:35 | |
Маттур, Акапасар. Тарӑн тӗпчевсемсӗр кӑкӑра ҫапса мухтанни ачалла чӑрсӑрлӑх..ҪӗРПӳ, Медикасси.Супар, Трак таврашӗнчи ялсенче чылай ҫӳреме ТӳР КИЛЧӗ. Анчӑк касси теҫҫӗ Ҫӗтӗк Ҫӑваҫа.Таврари ялсен ячӗсенче Трер, Авар, Сувар, Хунн йӑӑхӗсенчен татӑлса юлнӑ ятсем илтӗнеҫҫӗ. Тӗпчӗр пуш параппан ҫапаччин. <h3></h3> |
Тĕнчере, чăваш чĕлхинче Çăваç сăмах пур-и?
Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и?
Çĕтĕк Çăваç ятлă ял пур-и?
Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и? Пур-и е çук-и?
Çав ял ячĕ ăçтан тухнине пĕлетĕр-и? Ку ыйтупа архивсенче чакаланнă-и?
Вăт кайăр та чакаланăр! Вара унта мĕн шыраса тупнине пире пĕлтерĕр.