Шел пулин те, Владимир Путин сăмахĕсене пăсса кăтартасси малалла пырать,
Хама хам цитатăлатăп:
<<Владимир Путин не говорил о добровольном изучении родного языка. Он говорил насчёт добровольного изучения НЕРОДНОГО (повторяю: не-род-но-го!) языка. Хватит искажать!>>
Пирӗншӗн вырӑс чӗлхи НЕРОДНОЙ. Вара мӗн? Асту, ан вӗрен... Ачуна шкула ямасан вообще туртса илеҫҫӗ, хӑвӑн ашшӗ-амӗш тивӗҫне пурнӑҫламастӑн тесе. Мӗншӗн тесен шкула ачана обязательно ямалла.
Путин тем те калать, анчах саккунсем пур, Конституци пур. Вырӑс чӗлхи патшалӑх чӗлхи тени пур. Пирӗн республикӑра вара патшалӑх чӗлхисем — чӑваш тата вырӑс. Вӗсене, патшалӑх чӗлхисене саккун тӑрӑх вӗрентмеллех. Анчах темшӗн вырӑс чӗлхине «неродной» тесе вӗренмесӗр май ҫук (аякка кайма кирлӗ мар — ЕГЭ тытаймастӑн, аттестат илейместӗн), чӑваш чӗлхине вара — тархасшӑн. Хула шкулӗсенче халь йышӑннӑ тет — малалла пач вӗрентмелле мар тесе (ҫапларах сас-хура ҫӳрет). Ну вара мӗн патне пырса тухрӑмӑр? Путин пӗр енлӗ каласа ӗҫ-пуҫ Мускав урлӑ (вырӑнтисем мар вӗт ку ӗҫе тӑваҫ) чӑваш чӗлхине вӗрентмелле мар пулса тухрӗ.
Сана тата Путина ӗненсен чӑн та лешӗ вӑл калӑпӑр Чӑваш Республикинче чӑвашсен ирӗксӗрленсе тутар чӗлхине (калӑпӑр тутар ялӗнче) вӗренмелле мар тенипе тан. Тӑван мар вӗт, тӑван мар. Анчах пирӗн тӑрӑхра чӑваш чӗлхи = патшалӑх чӗлхи. Шкул программине те ӑна ҫавна пула кӗртнӗ. Предмечӗ те «Родной язык» ятлӑ мар, «Чӑваш чӗлхи» ятлӑ. Путин вара темме пула «Родной язык» тӗрӗслеттерес вырӑнне наци чӗлхисене вӗрентнине пӑхса тухма хушнӑ. //икӗпитлӗ ҫын икӗ питлех ҫав
Хама хам цитатăлатăп:
<<Владимир Путин не говорил о добровольном изучении родного языка. Он говорил насчёт добровольного изучения НЕРОДНОГО (повторяю: не-род-но-го!) языка. Хватит искажать!>>
https://chuvash.org/blogs/comments/3186.html