Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Akram: Юнка тӑрӑхӗнчи тӗрӗслӗх шыравӗ

Akram03.09.2017 12:366485 Пурĕ пăхнă

Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӑна-кӑна туянма тесе тухнӑскер яла телевидени, Республика пуҫлӑхӗн представителӗсем килнӗ тенине илтсен унталла ҫул тытрӑм. Халӑх умӗнче ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фомин В. В. 7 уйӑхлӑхра мӗнле ӗҫленӗ пирки савӑнса отчет ирттерет.

Пухӑва бюджетра ӗҫлекенсене кӑна чӗннӗ пулас. Миҫе ҫын Чӑваш енри Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче вӗсем? Вара ялти пенсионерсем, колхозниксем тата ытти сферӑра ӗҫлекенсем пуҫлӑхсемшӗн хура пӑнчӑ анчах пулсан мӗн тума утатпӑр-ши суйлава? Тӗлӗнмелле!

Аван ӗҫлесе пырать иккен пирӗн ял хуҫи. Кӑпас ялӗнче туса пӗтереймен ҫул, амбулаторинче шыв ҫукки, Ҫамрӑксен урамне кӗрекен ҫул ҫӑрӑлса выртни, центрпа иртекен асфальт ҫул юрӑхсӑра тухни, Явӑльня, Мӑнъял, Ҫамрӑксен урамсенене тивӗҫтерекен шыв башни паян-ыран ӳкме пултарни,– пӗри те ун ӗнсине хыҫмалли ӗҫсем мар иккен. «Халӑхпа пӗр чӗлхе тупса ӑнланса ӗҫлекен хуҫасем» ҫула май тесе МТС вышки ҫине те ҫитрӗҫ. Чунӗ тулса ҫитнипе калаҫма ал ҫӗклекенсене сӑмах памаҫҫӗ. Сӑмахпа путарма тӑрӑшаҫҫӗ, влаҫа юрама юратакан япшар чӗлхесем.

Юнкӑ ял тӑрӑхне Кӑпас, Канаш, Ҫармӑҫкасси, Юнкӑ, Юнкӑпуҫ, 1 Май, Коминтернпа Ёлккӑн выҫҫӑлкки кӗреҫҫӗ. Юнкӑ ял тӑрӑхӗнчи халӑх репрессие лекнӗ пек кашни ял пуҫне 1 телефон вышки лартнӑ темелле. Ялпа район хуҫисем кун пек мӑнаҫ утӑмсемпе утсан тепӗр 3 вышкӑ та ҫӗкленет пулӗ-ха? Савӑнӑҫ!

Юлашки вӑрҫуллӑ вышка вара ялтан 100 утӑмра анчах? Ҫак вышкӑна ларттарас мар тесе ял халӑхӗ 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнченех хирӗҫлет. Ҫук вӗт: ӗҫ вырӑнне влаҫ вырӑнне хуракансем, халӑх шухӑшне шута хумасӑрах тата «эсир никам та мар» тесе тӑрӑхланӑн ялпа юнашар лартма ирӗк панӑ. Мӑшкӑл!

Чунӗ кӳтсе ҫитнипе ял халӑхӗ вышка патне пӗрремӗш пухӑва пуҫтарӑнчӗ. Тавах Турра, пӗрремӗш пухӑвне ял тата район влаҫӗсем килсе чыс турӗҫ. Анчах та вӗсем пӗлмесӗрех ҫӗкленнӗ иккен ҫак мӑнаҫ вышка. Ак тамаша! Эпир ялти мӗскӗн халӑх хамӑр хуҫалӑхра пӗчӗк кӗлет лартас тесен те проект туса ҫирӗплеттеретпӗр. Ял тӑрӑхӗнче ҫакӑн пек капмар вышка никам ал пусса ҫирӗплетмесӗрех мӗнле ҫӗкленнӗ-ши тата? Тӗнче кулли! Кирек мӗнле хут ҫине алӑ пусиччен ӑна тишкерсе вуламалла теҫҫӗ. Районти хутсем ҫине ал пусакансем куҫа хупсах алӑ пуснӑ курӑнать, ҫак МТС вышки ҫӗкленнӗ ҫӗр ял хуҫалӑх ӗҫӗсем валли палӑртнӑскер пулнӑ иккен. Намӑс!

Пӗрремӗш пуху хыҫҫӑн Юнкӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фомин В.В. хӑйсем ҫуртӗнчен инҫех ҫӗкленнипе пӑшӑрханса ӳкнӗ хӗрарӑма тата Чукасси урамӗн депутатне хӑй патне ҫемҫе кавир ҫине чӗнсе «Халӑха ма пӑтрататӑр!» тесе сӗтел ҫапсах вӑрҫнӑ. Камит! Эпир чӗлхесӗр янаварсем мар пуль. Кӑштах пӑлханса хамӑра килӗшмен япалана калани вара мӗнле саккуна хирӗҫлет-ши?

Иккӗмӗш пухӑва килме те кӑмӑл тумарӗҫ. Анчах ҫӑхав-листовка салатса савӑнтарчӗҫ. Ку вара халӑх умӗнче администраци айӑплӑ пулнине, халӑха суя сӑмахсемпе кӑна лӑплантарнине ҫирӗплетни мар-ши вара! Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иккӗмӗш пуху хыҫҫӑн халӑх ыйтнипе эпӗ Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ патне ҫырупа тухрӑм.

Хурав икӗ ҫӗртен илтӗм. Кулас килет. Ҫак телефон вышкисен никӗсӗ ҫук иккен, кирек хӑш самантра та пуҫтарса кайма пулать. 2 метр унталла, 2 метр кунталла лаптӑка 1 мӑн машина бетон яни вӑл никӗс мар иккен. Ман ҫурт 11 метр унталла, 9 метр кунталла. Ман ҫурт никӗс ҫинче ларать пулӗ тесе пурӑнтӑм 50 ҫулччен. Ҫак МТС вышки айне хунӑ пӗр мӑн машина бетон никӗс мар пулсан, ман ҫурт никӗслӗ пултӑр тесен миҫе мӑн машина бетон хывмалла-ши? Ай-ай, хам ӗмӗр тӑршшӗпе те ҫурта никӗс ҫине куҫараймӑп пулӗ.

Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑлла комуникацисен министерствин хуравӗ ҫинче татӑклӑн чарӑнса тӑрас килет. «Ҫӗр лаптӑкне ял хуҫалӑх тӗллевлӗ ҫӗрсен категоринчен помышленноҫ е урӑх ятарлӑ тӗллевлӗ ҫӗрсен шутне куҫарсан тин куҫакан радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн хатӗрӗсен строительствине пуҫарма юрать». Ак тата? Мӗнле вара паянхи кун та ӗҫлет вӑл. Июль уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ пухурах ҫак ҫӗр ял хуҫалӑх ӗҫӗсем валли палӑртнӑ ҫӗр пулни ҫинчен калаҫрӗҫ. Апла пулсан ахаль ял ҫынни мар, ял, район влаҫӗ Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑлла комуникацисен министерствине вӑхӑтра ҫырупа тухнӑ пулсан ҫак строительство ӗҫне чарса лартма пултарнах пулӗ.

Хурава малалла вуланӑ май тата пуҫа вырнаҫмалла мар пулӑма куратӑн. «Роспотребнадзорӑн Чӑваш Республикинчи управленийӗнчи ӗҫченӗсем 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче база станцийӗ тата унран 120 метрта вырнаҫнӑ ҫурт таврашӗнче электромагнит пайӑркисен шайне виҫнӗ. Саккунра ҫирӗплетнӗ 10 мкВт/см2 виҫерен сахалраххине 0,3 мкВт/см2 пулнине палӑртнӑ». Питӗ аван. Анчах ҫавна виҫнӗ вӑхӑтра хамӑр ял ҫыннисем пулнӑ. Вӗсем умӗнче пулса иртнӗ ҫав ӗҫ. «Сирӗн вышка ӗҫлемест, хӑвӑр хушӑрах сутӑнчӑксем пур», — тесе каласа хӑварнӑ. Апла пулсан ӗҫлемен вышка ҫавӑн чухлӗ электромагнит пайӑркисем салатать пулсан ӗҫленӗ чух мӗн чухлӗ сиен салатать-ши? Куҫкӗрет суяҫҫӗ! Пирӗн ял ҫыннисем Роспотребнадзорӑн Чӑваш Республикинчи управленийӗнчи ӗҫченӗсемшӗн те хура пӑнчӑ анчах-ши? Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть теҫҫӗ ҫав ваттисем. Кам-ши вара ҫак ултавлӑ ӗҫри «ҫӑхан патши»?

Ял-район влаҫӗсен пӑрланнӑ чунӗ патне ҫул тупас тесе 4-5 пуху туса ирттерчӗ халӑх. Ҫук вӗт! Халӑх шухӑшӗпе мечӗкпе вылянӑ пек кӑна выляҫҫӗ влаҫрисем. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 15:00 культура ҫуртӗнче халӑхпа тӗл пулма районти «пысӑк хуҫасем» килеҫҫӗ терӗҫ. Ӗҫе пӑрахсах «хура халӑх», «колхозниксем» хӑйсен ыйтӑвне татӑклӑн татса парасса шанса пухӑва пуҫтарӑнчӗҫ. МТС вышки лартма ҫӗре тара панӑ Кудрявцевӑн халӑх пӑлханнипе ури айӗнче ҫӗр ҫунма пуҫланӑ. Пластик кантӑксем тума хута янӑ ҫурт ял хуҫалӑх ӗҫӗсем валли палӑртнӑ ҫӗр иккен, ӑна промышленность ӗҫӗсем тума куҫармалла. Тинех хам ҫӗрпе хам хуҫа текен «улпут» «калушлӑ, япӑх тумлӑ халӑхпа» тӗл пулӑва килчӗ. Кунта каллех ял администрацин ултавӗ тухрӗ. Пластик кантӑксем тӑвакан ҫурта хута яма ал пусса ҫирӗплетнӗ чух ку ҫӗр промышленность ӗҫӗсем валли пулнине те пӗлмен-ши вара ял, район хуҫисем? Е «пултӑр-иҫ» тесе ал сулнӑ-ши? Чӑнах та, халӑх ҫак МТС вышки пирки пӑлхав туман пулсан ҫаплипех юлатчӗ. Ун пек халӑх пӗлмен «хура ӗҫ» тата мӗн чухлӗ-ши Юнкӑ тӑрӑхӗнче?

Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ теҫҫӗ ваттисем. Хӑйсен ятне таса хӑварас тӗллевпе хӳтлӗх шыраса халӑхран вӑрттӑн телевидени, журналистсем чӗннӗ. Аван. Республика хыпарӗсем те чуна савӑнтармарӗҫ. Эпир ахалех пӑлханатпӑр иккен. Кӳренмелле. Ҫак журналистсем халӑх чун ыратӑвне мар, хуҫа пуканне хӳтӗлесе калаҫни пачах та вырӑнлӑ мар пек туйӑнать. Фомин В. В. та, Тимофеев Р.Н.та ҫак пуху пулмаллине пӗлмен-ши? Мӗнле те пулин мероприяти ирттерме палӑртсан ял, район администрацин сайчӗ ҫине пӗлтерӳ ҫакатчӗҫ? Ку мероприяти пулассине ял халӑхне пӗлтерменни вара мӗне пӗлтерет? Халӑхран вӑрттӑн ҫӳлерех асӑннӑ пухӑва ирттерни – пуҫлӑхсем ял халӑх умӗнче шанчӑкне ҫухатнине пӗлтермест-ши? Ҫакӑн пек хӑтланса ял халӑхӗ умӗнче хӑйсен авторитетне тата ҫӳлерех ҫӗклерӗҫ-ши?

«Хура халӑх куҫҫулӗсем, ай, юр шывӗ мар» тесе юрлатчӗ ман асанне. Эпир пӑлханни, пӑшӑрханни пире хӳтӗлеме шанса лартнӑ хуҫасем патне ҫитмесен пирӗн малашне вӗсене шанмалла-ши? Мӗншӗн суя чаршавӗпе хупланса таса ятне упраҫҫӗ. Ӗлӗкех «тӗрӗслӗх чул касать» тесе каланӑ. Паянхи пурнӑҫра вара чӑнлӑх ури кукӑр-ши? Хуҫа пукан чӑнлӑх-ши? Ман шанас килет, Юнкӑ ял тӑрӑхӗнчече Павлов С.В. прокурорӑн ҫаварӗнчен тухакан асамлӑ «саккун» сӑмах пурнӑҫра хӑй вырӑнне тупасса. Тӗрӗслӗх вак чул мар ҫумӑр шывӗпех юхса каймӗ.

 

Халӑх ыйтнипе Шандимирова Н.В.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj