Атӑлҫи Пӑлхар пирки тӗлли-паллисӗр ҫырнишӗн час-часах тутарсене питлетпӗр. Тӗрӗсех питлетпӗр. Анчах хӑш чухне хамӑр ҫине ҫаврӑнса пӑхни те пӑсмасть.
Чул юпасем.
Пирӗн авторсем халӑх валли вырӑсла шедеврсем ҫырса парса тӗлӗнтересшӗн.
Акӑ В.А. Александров (Сатур) текенскер: "Волжские булгары и чуваши" — терӗ.
Пирӗн вара мӗн темелле-ши?
Ҫынсем тӗпчесе пӗлнине хӑй сӑмахӗсемпе каласа пама ӑнтӑлнӑ пулсан, нимех те каламӑттӑм. Анчах та кунашкал авторсен амбицийӗсем вышкайсӑр пысӑк! Пурте хайсене ӑслӑлӑхра вӗр-ҫӗнӗ сӑмах каланӑ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ! Асӑннӑ статьяри ҫав "ҫӗнӗлӗх" пеккисене пӑхса тухар-ха эппин.
Кунашкал меслетсемпе "ӑнлантарма" пуҫласан ухмаха та ерсе кайма пулать!
Шел пулин те, Сатурӑн тата хӑрушрах япаласем те пур. Сӑмахран, ак ҫакӑн пеккисем:
Марийцы также жили в Великой Армении.
Ӗнтӗ кунта те кулмалла, те йӗмелле?
Финн-угор халӑхӗ пулнӑ май, ҫармӑссен несӗлесене ниепле те таҫти темӗнле "Армение" чиксе хураймастӑн. Енчен те кам та пулсан "ҫармӑссем финн-угор халӑхе мар" темешкӗн пӑхать пулсан, апла калани татах та хӑрушӑрах. Ниепле те май ҫук апларах ҫавӑрттарса хума! Ӑслав йӗркисенчен унашкалах кулма юрамасть!
Возможно, чуваши и марийцы в одно время вышли на западное побережье Каспия,
Эх-ха-хай!
Название чувашского народа «чӑваш» произошло от легендарного предка «Чӑ, Чо». Это соответствует и легенде всех тюркских народов об их происхождении от легендарного предка «Со». Буквы «С» и «Ч» в тюркских языках могут чередоваться. Притом легендарный предок жил в пещере на Алтае, в Чуйской долине.
Епле ҫӑмӑллӑн ҫыраҫҫӗ "ӑсчахсем"!
Малалла вулама хӑтланса пӑхар....
Это произошло в 1391 году после запрета Тамерланом им называться «болгарами».
Уксах Тимур пӑлхарсене хӑйсене ҫав ятпа калама чарнӑ имӗш. )) Камран илтрӗр? Кукка улпут ҫинине курнӑ-и? Унашкал ҫӑлкуҫсем ҫуккине палӑртмасан та, пурпӗрех кулӑшла. Тӗлӗкре тӗлленнӗ-ши кунашкал япалана Сатур? Тамерлан Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнман. Вӑл кунта вӑрҫӑпа килсе ҫӗнтернӗ те каялла Самарканда вӗҫтернӗ. Тӗрлӗрен халӑхсене ят парса ҫӳреме вӑл кам? Мӗне кирлӗ ӑна ку? Ыттисен мӗн савӑнӑҫран вӑл каланисене итлемелле тит? Ҫӗнтернӗ вырӑнсенче Тамерлан хӑйӗн ҫар гарнизонӗсене лартса хӑварман. Ҫаратнӑ та — тарнӑ! Ҫавӑ кӑна! Тата — Тохтамыша вӑйсӑрлатса хӑварнӑ. Анчах та ку тӗлте ӑна пӑхӑнса тӑракан вӑйсем юлман.
Вопшӗм-типшӗм, кунашкал "Сатурла" "тӗпчевсенчен" мӗнле те пулин усӑ пуласси мана питӗ хытӑ иккӗлентерет.
Таса пулӑр!
... ... ... ... ...
...
(Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)