Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
 

Reklamo

Николай Ларионов: Дементьев ҫинчен ҫырнӑ статья ҫумне хушни

Николай Ларионов21.02.2017 10:152650 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

Чӑваш халӑх сайтӗнче П.В.Дементьев ҫинчен ҫырнӑ статья пур. Унта Петра шкул ҫулне ҫитсен ашшӗ-амӑшӗ пурӑнакан Алешкин-Саплӑк ялӗнчен Упие вӗренме яни пирки сӑмах пырать. Ун авторӗ ҫапла ҫырать: «Однако Петр Васильевич с этим селом связан не только как с местом своего крещения. Когда наступило время, родители послали учиться в Убеевскую школу. Согласитесь, всё это несколько загадочно. Казалось бы, вот она школа, здесь, в Алёшкине-Саплыке! И учителем там работает не кто-нибудь, а собственный отец! Почему же маленький Пётр здесь не стал учиться? Не знаю, могли быть разные причины. Одна из них — элементарная теснота в учительской квартире. Ведь после Петра в молодой семье ещё стали рождаться дети. Другой причиной могло быть то, что в 1912-1918 годах Убеевская школа функционировала как второклассная, с 6-летним обучением, то есть, как не крути, рангом была всё же выше, чем школа в Алёшкине-Саплыке. И так далее».

Статья пичете кайнӑ хыҫҫӑн Валентин Макаров таврапӗлӳҫӗ ҫӗнӗ фактсем тупнӑ. Вӗсем тӑрӑх, Петр малтан Алешкин-Саплӑкра вӗренни паллӑ. Акӑ В.Макаров мӗн ҫырать:

«Петр Дементьев Алешкин-Саплӑкри чиркӳ прихут шкулӗнче, ун хыҫҫӑн 1915-1919 ҫулсенче ҫак шкулта пуҫламӑш классенче вӗреннӗ. Вӑл хӑй ашшӗ, Василий Степанович, вӗрентнӗ класра пӗлӳ илнӗ. Каярахпа, 1919 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен тытӑнса декабрь уйӑхӗччен, Александра Афанасьевна Иванова вӗрентекен класа ҫӳренӗ.

«Маларах эпӗ Пӑва уесӗнчи Андреевкӑри пуҫламӑш шкулта ӗҫлерӗм, — ҫырать А.А.Иванова (Дементьева) хӑйӗн асаилӗвӗнче. — 1919 ҫулхи кӗркунне уйӑхӗнчен Алешкин-Саплӑкри пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентме пуҫларӑм. Маларах унта Василий Степанович Дементьев учительте ӗҫленӗ. 1919 ҫулта Василий Степанович фронта каять, унӑн ҫемйи вара Саплӑкра юлать. Упи ялне куҫса кайиччен Петр Васильевич пӗр вӑхӑт эпӗ вӗрентнӗ тӑваттӑмӗш класра пӗлӳ илчӗ».

Ун хыҫҫӑн вара ачана Упие аслашшӗ килне янӑ, малалла вӑл унта вӗреннӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru