Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Галина Никитина: Урамри шӑрҫаллӑ арҫын: ӑслӑ-и вӑл е айван-и?

Галина Никитина10.12.2016 21:283256 Пурĕ пăхнă

Ҫитес ҫуркунне мода хӑйне евӗр япаласем сӗнет. Вӗсем хитре те, анчах тӗлӗнтермелли те самай.

 

Кӗпе ҫийӗн — бюстгальтер

Модӑпа килӗшӳллӗн тӑхӑнакансем ҫитес ҫулхи ҫуркунне малтан кӗпе тӑхӑнма юрӗ, унтан — лифчик тата бра-топ. Капла тӑхӑнни ҫӳллӗ шайри люкс тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Арҫынсен чокерӗсем

Коллекцири бандажа Нобуёси Араки Япони фотографӗн куравӗпе сӑлтавлаҫҫӗ. Вӑл нумаях пулмасть Парижри мода эрнине пырса ҫитнӗ. Арҫын модинче вӑл хӗрарӑмсен модӑри туртӑмне сӗннӗ. Тепӗр майлӑ каласан, арҫын мӑйӗ ҫинче шӑрҫа курсан тӗлӗнмелле мар, вӑл модӑран юлманнине пӗлтерет кӑна.

Ҫӑт йӗмпе хитре блузка

Велосипедистсем тӑхӑнакан ҫӑт тытакан йӗмсене те ҫитес ҫул тӑхӑнма пуҫлӗҫ. Вӗсене блузкӑпа е спорт тумтирӗпе тӑхӑнӗҫ.

«Санта-Барбара» сериалти евӗр блузкӑсем те таврӑнӗҫ, мӗншӗн тесе ҫитес ҫуркуннепе ҫулла иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчи силуэт модӑна кӗрӗ.

Каҫхи платьепе бейсболка

Бейсболкӑна платье-халатпа, твидлӑ костюмпа тӑхӑннинчен те ҫуркунне тӗлӗнмелле мар. Ку вӑл каллех — мода. Тепӗр модельерсем тата каҫхи платьесене те бесйболкӑпа тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ.

Ик урара икӗ тӗрлӗ пушмак

Кристофер Кейн Британи стилисчӗ резина крокса чулпа та, чечекпе та капӑрлатнӑ. Тата тӗлӗнтерекен тепӗр япалана Фиби Файло стилист сӗнет. Вӑл тӗрлӗ тӗслӗ пушмака харӑс тӑхӑнма хушать: пӗр урара пӗр тӗслӗ, тепӗр урара тепӗр тӗсли пулсан ҫын васкаса килтен тухнине пӗлтермӗ, Файло уншӑн фаворит тесе шухӑшламалла.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj