Чӑваш Енри ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче вакансисен шучӗ йышланса пыраҫҫӗ-мӗн, ҫав вӑхӑтрах ӗҫсӗр ларакансен хисепӗ те нумайланать.
Вырӑсла сӑмахпа каласан, ку лару-тӑрӑва парадокс тесе хакламалла-ши — пӗлместӗп. Анчах статистикӑран иртеймӗн. Унтан та ытларах: официаллӑ статистикӑна пур цифра та лекмесен те пултарать.
Акӑ, тӑван тӑрӑхах е паллаканӑмсенех илем. Вӗсен хушшинче ниҫта ӗҫлеменнисем те пур. Анчах нихӑшӗ те ӗҫлӗх центрӗнче шутра тӑмасть. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен: ӗҫсӗр ларатӑп тесе паллӑ тутарма район центрне. Кӳкеҫе кайса ҫӳресе ҫул укҫи тӑкаклас килменни. Тепӗр сӑлтав вара — ӗҫсӗррисене вӑхӑтлӑх шутланакан ӗҫе яни.
Аслӑ пӗлӳллӗ паллаканӑм ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта шутра тӑнӑччӗ. Специальноҫӗ кашни утӑмра кирлӗскер мар та, профессипе вырӑн тупма ҫӑмӑл пулмарӗ ӑна. Ҫав вӑхӑтра ӑна темиҫе хутчен те Кӳкеҫ урамне шӑлса-пуҫтарса, унти йывӑҫ-тӗме касса-иртсе ҫӳреме яма хӑтланнӑ. Килӗшменнине кура учетран кӑларса ҫапассипе те хӑратнӑ ӑна. Юрать, телейӗ пулчӗ тусӑмӑн. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсӑрах ӗҫе вырнаҫма пултарчӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.