Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Галина Никитина: Вӑкӑра мӑйракаран тытмалла е Авалхи грексен кун-ҫулӗ кӑсӑк

Галина Никитина19.05.2016 21:183827 Пурĕ пăхнă

Авалхи Греци — тӗлӗнмелле цивилизаци. Унпа ҫыхӑннӑ вӑрттӑнлӑхӗ те, юмах-халапӗ те чылай.

Авалхи Греци тӑватӑ ҫӗр ҫул хушши йӗркеленнӗ: ун валли ӑна пирӗн эрӑчченхи 1700-мӗш ҫултан пуҫласа 700-мӗш таран вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Тӗнче шайне лекиччен ӑна виҫӗ ҫӗр ҫул таран кирлӗ пулнӑ. Греци кун-ҫулӗнчи пӗлтерӗшлӗ вӑхӑт — 776-мӗш ҫул. Шӑпах ун чухне Олимп вӑййи иртнӗ. Ҫав ҫулах унта геометрилле ӳнер стилӗ йӗркеленме тытӑннӑ. Ҫавна тӑм савӑт-сапа тӑрӑх пӗлме пулать.

Авалхи Греци литературинче мифологи пысӑк вырӑн йышӑнать. Вӗсенче аталанӑвӑн материализмла идейисем тата вӑл вӑхӑтри шухӑшлав сӑнланнӑ. Вырӑссен «Вӑкӑра мӑйракинчен тытмалла» сӑмах ҫаврӑнӑшне пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ. Вӑл вара шӑпах Греци мифӗсенчен пӗринчен чӗлхене лекнине пурте, тен, илтмен-тӗр. Унта Геракл Крит утрава урса кайнӑ вӑкӑртан ҫӑлассишӗн хайхи выльӑха мӑйракаран ярса илет.

Хальхи вӑхӑтра Грецире олива йывӑҫҫи нумаййи те мифпах ҫыхӑннӑ. Вӗсенчен пӗринче Посейдонпа Афина Греци валли чи хаклине парнелесси пирки тавлашса кайнӑ.

Афина олива йывӑҫӗ парнеленӗ, Посейдон — шыв. Шывсӑр никам та, ҫав шутра ӳсентӑранпа чӗрчун та, пурӑнаймасть. Анчах турӑсем олива йывӑҫҫине ытларах хакланӑ.

Авалхи Грецинче ӑратлӑх енӗпе пайласси вӑйлӑ пулнӑранах автономилле хула-патшалӑхсем пуҫланса кайнӑ. Лешсем вара пӗр-пӗринпе конкурентсем пулса пурӑннӑ.

Паян Греци археологи музейӗсемпе пуян. Ҫӗршыва Эгей, Иони, Крит, Фраки, Вӑтаҫӗр тинӗсӗсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ. Ҫӗршывра 10 миллион ытла ҫын пурӑнать. Кашни хулана ҫулсерен 17 миллиона яхӑн турист курма пырса каять.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj