Ыран тӗп хулапа ҫыхӑннӑ пӗр сасӑлав вӗҫленет — Шупашкарта мӗнле палӑк лартмаллине палӑртӗҫ. Кун пирки эпир хамӑр сайтра маларах пӗлтерсеччӗ-ха. Ҫавах та сасӑлав вӗҫленес умӗн ун пирки тепре хускатас килчӗ.
Камсем хушшинче суйламалла?
Сасӑлава тӑратнӑ палӑксем чӑваш халӑхӗн культурипе ҫыхӑнманни тӳрех палӑрать. Анчах халӑх кун пирки ытлашшиех пӑшӑрханмасть пулас. Пире кунта Чингисхан палӑкне лартсан та халӑхшӑн пурӗпӗрех пулас.
Шупашкар хулин официаллӑ сайтӗнче йӗркеленӗ сасӑлавра пурӗ 9 ҫынна суйлама ыйтнӑ.
Чи пӗрремӗш Иккӗмӗш Кӗтерне патша тӑрать. Ун палӑкне лартас тесе 207 ҫын сасӑланӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн патшалӑх хура халӑхран пӑрӑнса тӳре-шарапа пуяннисен енне ҫаврӑннӑ май патшасен ячӗсем те «тасала» пуҫларӗҫ. Енчен те совет саманинче хура халӑха нуша кӑтартнӑ ҫынсене питленӗ, япӑххипе кӑна асӑннӑ пулсан, халӗ вӗсем «лайӑх, халӑхшӑн нумай ӗҫленӗ» пулса тухаҫҫӗ. Анчах та чӑваш халӑхӗн сӑмахлӑхӗнче ҫак патшана ырӑ сӑмахпа асӑнни пӗрре те тӗл пулмасть темелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл пирӗн асаттесемпе кукамайсене сахал мар нуша кӑтартнӑ. Ӑна пулах сахал мар чӑваш хӑйӗн ҫуралнӑ тӑван ҫӗрне пӑрахса инҫерех тарса кайнӑ. Ырӑ тӑвасшӑн пулнӑ-ха та ӗнтӗ, анчах вӑл вӑхӑтри чӑваш хӑйӗн авалхи Туррине манасшӑн пулман, хайӗн ячӗсемпе пурӑнасшӑн пулнӑ. Катӗрне патшаран хӑтӑлас тесе хӑшӗ-пӗри Ӑстампул таранах ҫитнӗ. Пахчара кураксене хӑратса тӑракан Катемпине те ҫав патша ячӗпех тӑрӑхласа ят панӑ теҫҫӗ. Шупашкар влаҫӗсем вара ҫав ҫынна хисеп туса палӑк лартасшӑн…
Иккӗмӗшӗ Георгий Жуков пырать. Ку ӗнтӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӳ илсе килекен ҫар ертӳҫи.
Виҫҫӗмӗшӗ — Зоя Космедемьянская. Вӑл вӑрҫӑра пуҫне паттӑрла хунӑ красноармеец. Ку икӗ ҫын чӑвашсемшӗн ни ырӑ ни сиен туман та ҫавӑнпа та ытлашши кӳрентерӳ ҫуратмаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӑшӗ — Пётр Столыпин. Чӑвашсене нуша кӑтартнӑ тепӗр тӳре-шара. Столыпин реформине ҫынсене ырӑ тӑвас тесех пуҫланӑ ӗнтӗ, анчах вырӑнтисем хӑйсене май пурнӑҫланӑран Чӑвашра сахал мар пӑлхав ҫӗкленнӗ. Акрам вӑрҫиех мӗне тӑрать.
Пиллӗкмӗшӗ — Александр Пушкин. Ку ҫын чӑвашпа ҫыхӑннӑ теме пулать. Вӑл пирӗн патӑмӑрта хӑнара та пулнӑ теҫҫӗ. Анчах палӑкне темшӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑш умӗнче вырнаҫтарасшӑн. Сӑмах май Пушкин ячӗллӗ вулавӑш та тӗп хуламӑрта пур — Ленин проспектӗнче.
Улттӑмӑшӗ — Сергей Есенин. Кӑна та Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑш умне вырнаҫтарас шухӑшлӑ. Те чӑваш сӑвӑҫисене пӗлмеҫҫӗ, те ӑсӗсене вырӑс поэчӗсем кӑна килнӗ.
Ҫиччӗмӗшӗ — Василий Шукшин. Ку вырӑс ҫыравҫи чӑваш халӑхӗпе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Пирӗн кӳршӗсем унӑн тымарӗсем мӑкшӑран тесе пӗлтереҫҫӗ пулсан, пирӗннисен шухӑшӗпе — чӑвашран. Петӗр Ялкир тӗпчесе пӗлнӗ теҫҫӗ.
Саккӑрмӑшӗ — Владимир Высоцкий. Ку вырӑс юрӑҫин палӑкне Мускав проспектӗнче лартасшӑн (Шукшинӑнне те унтах вырнаҫтарасшӑн-ха). Ку статьяна ҫырнӑ вӑхӑтра унӑн ячӗ сасӑлавра малтаччӗ.
Тӑххӑрмӑшӗ — Сергей Радонежский. Унӑн палӑкне халӗ ҫӗклекен храм умӗнче вырнаҫтарасшӑн пулас. Ку палӑка Шупашкара православилентерекен юхӑмӑн шутне кӗртме пулать. Пӗлтӗр, сӑмахран Кури аттене палӑк лартнӑччӗ.
Чӑвашлӑхпа ҫыхӑннисем ҫителӗклӗ-и?
Ку списока пӑхнӑ хыҫҫӑн «Шупашкарта чӑваш культуринче сахал мар йӗр хӑварнӑ кашни ҫынна палӑкпа тивӗҫтернӗ пуль» текен шухӑш ҫуралать. Анчах шел те, ку апла мар. Ку йыша тишкерсессӗн ман пӗр туйӑм ҫеҫ пур — хулана малалла та вырӑслантарасшӑн, чӑваш культуринчен пистересшӗн. Пӗлтӗр лартнӑ палӑксене кӑна илме пулать. Тӗслӗхрен, Никола Теслене халалланӑскер. Тӗнчешӗн, паллах, пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, хисеплемелле. Анчах Шупашкарта унӑн палӑкӗ ытла та вырӑнсӑр пек курӑнать.
Чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ ҫынсене хисеп туса палӑксем лартмалли вара паянхи кун та чылай. «Ирӗклӗх» пӗрлӗх сӗннӗ Улӑп палӑкне шута илмесессӗн те. Ак вӗсен списокӗ:
Николай Иванович Ашмарин. Чӑвашшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса хӑварнӑ. Чӑваш чӗлхин «Библине» хатӗрленӗ теме пулать. Унӑн ӗҫӗпе чылайӑшӗ усӑ курать пулин те Шупашкарта халӗ те пӗр палӑк та ҫук. Е тепӗр сумлӑ чӗлхеҫӗ — Тимухха Хӗветӗрӗ. Ҫавӑн пекех чӗлхе тӗпчевӗнче сахал мар йӗр хӑварнӑ Емельян Захаров. Нихӑшне те халалласа палӑк лартман-ха.
Тани Юн е Иоаким Максимов-Кошкинский. Иккӗшӗ те чӑваш киновне чӗртсе яракансем. Иккӗшне те халӑх лайӑх пӗлет. Анчах ни Тани Юна, ни Иоакима халалланӑ палӑка халь те лартман. «Ҫеҫпӗл» кинотеатр умне лартма ман шутпа шӑпах вӗсен сӑнарӗсем вырӑнлӑ пулнӑ пулӗччӗҫ.
Николай Шупуҫҫинни. Шупашкар ҫывӑхӗнчи Иккасинче ҫуралнӑ паллӑ сӑвӑҫ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑш умӗнче мӗнле те палӑк вырнаҫтарасшӑн пулсан, енчен те Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ хулара унсӑр та пур пулсан ма Шупуҫҫиннин палӑкне лартас мар? Е «Арҫури» ҫырнӑ Михаил Фёдоровӑнне. Иккӗшӗ те чӑваш культуришӗн сахал мар вӑй хунӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑш умӗнче вырнаҫма тивӗҫлӗскерсем.
Сирӗн шутпа камӑн палӑкне лартмалла?
//Катӗрне патша мала тухасран Высоцкийшӗн сасӑлама ыран 12:00 сехетччен май пур.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.