Кӑҫалхи пек япӑх ҫулсем тахҫанах пулман. Ҫуркунне юр кайнӑ май асфальт та ирӗлме пуҫларӗ. Пур тӑрӑхра та тенӗ пекех ҫулсем шӑтӑк-путӑклӑ. Тем пысӑкӑшех вӗсем. Вӗсене пула аварисем те пулаҫҫӗ.
Халӗ республикӑра ҫулсене юсас ӗҫ хӗрсех пырать. Бригадӑсем шӑтӑксене саплаҫҫӗ. Чӑннипе, кашни ҫуркуннех шӑтӑк-ҫурӑксене хуплама тивет. Ку ӳкерчӗке кашни ҫулах куратпӑр-ҫке. Ҫӗнӗ ҫул хута яраҫҫӗ кӑна — тепӗр ҫул юсама тухаҫҫӗ. Мӗнпе ҫыхӑннӑ ку? Ҫулсен пахалӑхӗпе мар-и? «Раҫҫейре икӗ ҫивӗч ыйту: ухмахсем тата ҫулсем», — тени ахальтен мар пуль.
Кӑҫал ҫулсемпе ҫӳреме май ҫук. Шупашкартан Канаш еннелле каякан ҫула тин кӑна ҫӗнетрӗҫ те вӑл аптӑрамасть. Вӑрнар ҫулӗпе вара тракторпа ҫеҫ ҫӳремелле — ним майӗ ҫук. Пӗлтӗр кӑна унта лайӑхчӗ. Бригадӑсем юсама тухнӑ-ха, анчах хальлӗхе унта вӗсем курӑнмаҫҫӗ. Ҫынсен вара ҫула тухмалла, яла каймалла…
Кӑнтӑрла шӑтӑк-путӑка асӑрхаса ӗлкӗрме пулать пуль, каҫхине вара йывӑртарах. Водительсем ҫил пек вӗҫтерсе ҫӳреме юратаҫҫӗ. Ун пек хӑтланасран «выртакан полицейскисем» хураҫҫӗ. Кунашкалли Патӑрьелте нумай. Пӗррехинче ятарласа шутланӑччӗ: 7–8. Кӑҫал ҫуркунне пуҫлансан унта пулса курма тӳр килчӗ. Ытти ҫӗрти пекех Патӑрьелти ҫул та арканса пӗтнӗ. Халӗ унта нимӗнле «выртакан полицейскисем» те кирлӗ мар. Урапасем ахаль те майӗпен ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Унсӑрӑн шӑтӑк-путӑка кӗрсе таҫта ҫити вӑркӑнса кайма пулать.
Кашни ҫул шӑтӑка сапланин усси пур-и? Чылайӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кашни ҫулах ҫав шӑтӑксене тепӗр хут тума тивет. Пӗр пӗлӗш асфальт ҫула хӗлле, юр ҫинех, сарнине каласа кӑтартнӑччӗ. Мӗн усси? Паллӑ ӗнтӗ: вӗсен ҫула палӑртнӑ срок тӗлне хута ямалла. Анчах ҫапла хӑтлансан вӑл нумай чӑтмӗ.
Шӑтӑк-путӑка та ҫанталӑка пӑхмасӑрах саплаҫҫӗ: юр ҫавать-и, ҫумӑр пӗрӗхет-и — пур пӗрех. Ӗҫе тӗплӗ тумаллине ваттисем те каланӑ. Ҫиелтен пурнӑҫласан ун патне пӗрре мар таврӑнма лекӗ-ҫке-ха.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.