• Ҫулсерен ашак утланса ҫӳрекенсем, авиакатастрофӑрипе танлаштарсан, ытларах пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Ашак ҫинчен ӳкнӗ чухне, лашапа танлаштарсан, мӑя хуҫас хӑрушлӑх пысӑкрах.
• Пылӑн срокӗ ҫук, пин-пин ҫултан та вӑл ҫиме юрӑхлӑ пулӗ.
• Тӗнчен иккӗмӗш вӑрҫи пуҫланас умӗн Нью-Йоркри телефон кӗнекинче Гитлер хушаматлӑ 22 ҫын пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн – пӗрре те.
• Вилнӗ ҫыннӑн ӳчӗ ҫине те сивӗ шатри тухма пултарать.
• Устрицӑн куҫӗ, пуҫ мимипе танлаштарсан, пысӑкрах.
• Этеме ручка сӗнсен 97 проценчӗ хӑйӗн ятне ҫырать.
• Тӗнчере чи анлӑ сарӑлнӑ ят – Муххамед.
• Кӑткӑ нихӑҫан та ҫывӑрмасть.
• Тӗнчери ҫынсен 10 проценчӗ сулахай алӑпа ӗҫлет.
• Ҫынна ҫывӑрса каймашкӑн вӑтамран 7 минут кирлӗ.
• 1880 ҫулта шӑнса пӑсӑлнинчен, пуҫ ыратнинчен, ыйхӑ килменнинчен сипленме кокаина ирӗклех туянма май пулнӑ.
• Хамелеонӑн чӗлхи хӑйӗнчен икӗ хут вӑрӑмрах.
• 100 ҫула пурӑнса ҫитнӗ ҫынсенчен 80 проценчӗ — хӗрарӑмсем.
• Этем талӑкне вӑтамран 18 пин утӑм тӑвать.
• Хӗвеланӑҫ Китайра чее сахӑр вырӑнне тӑвар яраҫҫӗ.
• Ҫурта хӑвӑртрах тата хаклӑрах сутас тесен ӑна сарӑ тӗспе сӑрламалла.
• Раҫҫей 12 тинӗс шывӗпе чӳхенет. Кунашкал ҫӗршыв урӑх ҫук.
• Почта маркине ҫулласа ҫыпӑҫтарнӑ чухне организм 0,1 калори илет.
• Пилӗк ҫынран иккӗшӗ хӑйсен пӗрремӗш юратӑвӗпе ҫемье ҫавӑрать.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.