Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Наци республикисем патшалӑхӑн чӗлхе политикине хирӗҫ тӑнӑ

Аçтахар Плотников26.12.2015 22:0510024 Пурĕ пăхнă

Нумай пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗсене Мускавран пӗр хут саланчӗ — «Концепция преподавания русского языка и литературы в общеобразовательных организациях РФ» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцийӗ). Раҫҫей Федерацийенче унпа килӗшӳллӗн вырӑс чӗлхине вӗрентесшӗн. Документри хӑш-пӗр пунктсем республикӑсенчи тӳре-шарана килӗшсех каймарӗ ҫав. Тутарсемпе якутсем хӑйсен хирӗҫле сӑмахне калама хӑват ҫитерчӗҫ. Пирӗн патра та ӑна сӳтсе яврӗҫ-ха та ӗнтӗ, анчах Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ни хӑватлӑ хыпар тухмарӗ, ни тӳре-шара ҫак концепцие хирӗҫлени пирки татӑклӑн каламарӗ. Ҫапла май вара эпир сире тӗнче тетелӗнче шӑрҫаланӑ пӗр статьян куҫарӑвӗпе паллаштарас тетпӗр.

 

«Концепция преподавания русского языка и литературы в общеобразовательных организациях РФ» проекчӗ патшалӑхри наци республикисенче ҫивӗч ыйту кӑларса тӑратнӑ.

Тӑван чӗлхене вӗрентессипе хӑрушлӑх кӑларса тӑратасси пирки чи малтанах Тутарстанра каларӗҫ. Республика ертӳҫи Рустам Минниханов та, каярах Фарид Мухаметшин РФ Патшалӑх Думин спикерӗ, концепцие хатӗрлекен ушкӑн ертӳҫи Сергей Нарышкин умӗнче ыйтусем ҫӗкленӗ, ТР вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Энгель Фаттахов вара «концепци проекчӗн уйрӑм положенийӗсем» тивӗҫтерменни пирки РФ Патшалӑх Думин аналитика тытӑмне ҫӑхавланӑ.

Тутарстанри тӳре-шара «тӗп патшалӑх экзаменне тата пӗтӗмлетӳллӗ госаттестацине вырӑсла кӑна ирттермелле, аслӑ пӗлӳ программисене те вырӑсла ҫеҫ хатӗрлемелле» текен нормӑсем ытлашши пулнине пӗлтернӗ. Наци шкулӗсенче вӗренсе тухакансем вырӑс чӗлхине ҫителӗклӗ пӗлменнине шута илменни «патшалӑхри чӗлхе пӗрлӗхне ҫухатма, халӑх хушшинчи танмарлӑха аталантарма, ӳпкевлӗхе ӳстерме пултарать, ку вара наци хӑрушсӑрлӑхне сиен кӳрейрет» тени Тутарстанрисене килӗшмен.

«Чи хӑрушӑ пункт: «Вырӑс чӗлхине тӑван мар чӗлхе пек вӗрентмелли пӗрлехи патшалӑх вӗренӳ системине хатӗрлемелле, унпа килӗшӳллӗн тӗп предметсене вырӑсла ҫеҫ, тӑван чӗлхепе культурӑна тарӑннӑн тӗпчесе вӗрентмелле». Ку вара РФ Конституцине, РФ Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна тӳрремӗн пӑсни пулать! Унта вара РФ кашни гражданин тӑван чӗлхепе пӗлӳ илме пултарассине ҫырса хунӑ», — пӗлтерет Тутарстан Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Разиль Валеев.

Общество хастарӗсен шухӑшӗпе ҫак пункт предметсене тутарла вӗрентекен наци шкулӗсене хупасси патне илсе ҫитерӗ.

Якути Патшалӑх канашӗн депутачӗ те «Концепци» унӑн кӑмӑлне кайманни пирки пӗлтернӗ. Тӳре-шара шухӑшӗпе вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепци патшалӑхӑн федеративлӑ тытӑмне сиен кӳме пултарать. Хӑйӗн шухӑшӗсене вӑл та ҫыру ҫырса РФ Патшалӑх Думин Председательне Сергей Нарышкина ярса панӑ.

Шамаев чӑн концепцие, политикӑпа ҫыхӑнманнине хатӗрлеме ыйтать. Якути Патшалӑх Канашӗн депутачӗ шухӑшӗпе ку документ вӗренӳ тата чӗлхесем пирки калакан федераллӑ саккунсене пӑсать, Наци политикин стратегине хирӗҫлет. «Концепци хӑйӗнче наци шкулӗсене хирӗҫле вектора сыхласа хӑварсан вӑл патшалӑхӑн федеративлӑ тытӑмӗн йӗркине аркатма пултаракан пӗрремӗш хут пулса тӑма пултарать», — тенӗ Иван Шамаев.

Депутат шухӑшӗпе Концепци пур тӑван чӗлхене те, вырӑс чӗлхисӗр пуҫне, аталанма чӑрмавсем тӑвать. Ку хут «наци шкулӗсене тӗп тума» тӗллев лартать. Шамаев каланӑ тӑрӑх кунашкал Концепци халӑхсене хирӗҫтерет, Раҫҫейри наци хӑрушсӑрлӑхне пӑсать. Шамаев шухӑшӗпе ҫак хутӑн пӗтӗм сиенлӗ витӗмӗ Раҫҫейри 4 пин наци шкулӗсем пирки калакан абзацра. Ҫавах та депутат ачасене мӗн пӗчӗкрен вырӑс чӗлхине вӗрентмеллипе килӗшнӗ-ха.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Володя // 1929.8.3471
2015.12.27 02:29

Айтӑр-ха ӗретлӗ шухӑшласа пӑхар. Основные предметы в школе, шкулти тӗп предметсем: математика, язык, литература, физика, химия, биология, история, география. Ҫапла вӗт? Ҫапла. Математикӑна, физикӑна, химие мӗнле чӑвашла вӗрентме май тупасшӑн -ши хӑшпӗрисем? Астӑватӑр пулӗ пуҫламӑш шкулта чӑвашла математикӑна? 5-мӗшӗнче те пурччӗ. Пустуй патшалӑх укҫине тӑкни мар-им? Пӗтӗм тӗнче экономикӑ, культурӑ тата политикӑ хутшӑнӑвӗсен майӗсене шыраса ҫирӗплетет, хӑшпӗрисем вара, каялла хайпӑрлӑх витисене хӑвалаҫҫӗ. Пирӗншӗн хутшӑну тата аталану майӗсенчен пӗри- вырӑс чӗлхи тата китай, акӑлчан, е нимӗҫ халӑхӗсен чӗлхисем.

Володя // 1929.8.3471
2015.12.27 02:39

Малтан чӑваш шкулӗсене кӗрсе пӑхӑр. Шкул программисене тишкерӗр. Урамра ҫӳрекелесе калаҫкалӑр. Ачисемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе калаҫӑр. Вӗрентекенсене те манса кайӑр. Кашни чӑваш шкулӗнче чӑваш культурипе, чӗлхине, халӑх историне вӗренсе пыма майсем мӑй таранах. Анчах та вӗрентме вӑйпа тивет! Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑйпа вӗрентесшӗн!

Agabazar // 3469.78.0701
2015.12.27 02:43
Agabazar

Ӗнтӗ пирӗн ҫакнашкал Волоча йышши "улӑпсем хыҫҫӑн сӗнксе ҫӳремелле-ши?

 :)  :)  :)

Володя // 1929.8.3471
2015.12.27 02:54

Пуҫламӑш щкулта чӑваш ачисене чӑвашла историе тата чӗлхепе литературӑна ҫине тӑрса вӗрентмелле. Экзамӗнӗсене те ҫирӗплетсе ирттермелле. Ку енпе тавлашу пулмалла мар. Ман шухӑшпа. 9-мӗш классра та ку предметсемпе экзамен пулмаллах! Анчах та кашни чӑваш ачишӗн маласлӑхӗ малти вырӑнта пулмаллах! Вырӑс чӗлхисӗр тата акӑлчан чӗлхисӗр чӑвашӑн нимӗнле маласлӑхӗ паянлӑхра ҫук! Куна кашни ашшӗ-амӑшӗ пит лайӑх ӑнланать.

Володя // 1929.8.3471
2015.12.27 03:07

Чӑваш мар халӑхсен ачисем те чӑваш щкулӗсенче сахал мар. Вӗсене (чӑвашла калаҫманнисене) ман шухӑшпа чӑвашла вӑйпа вӗрентме юрамасть! Анчах та, Конституципе килӗшӳллӗн, вӗсен чӑваш халӑхӗн историпе культурине пӗлмелле! Ҫавӑнпа та, ман шутпа, чӑваш мар халӑхсен ачисене валли ятарлӑ вырӑсла ҫырнӑ чӑваш историпе литератури кӗнекисемпе усӑ курмалла. Ку ӗҫре вӑйпа ним те тӑваймастӑн. Ку ӗҫре пит асӑрхануллӑ тата тирпейлӗ пулмалла. Вырӑсла каласассӑн- нужен осторожный и культурный подход.


Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj