Тӗп хуламӑрти Трактор тӑвакансен керменӗнче Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ чаплӑ уяв концерчӗ курма тӱр килчӗ. Чӑн та, халӑха савӑнтарас, кӑмӑлне юрас тесе тӑрӑшни куҫкӗретех. Республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейре те, тӗнче шайӗнче те чӑваш халӑхӗн ятне ҫӱле ҫӗклекен, тӑван халӑхӑн юрри-кӗввине, ташшине ытти халӑхсем хушшинче анлӑ саракан Христофоровсем (ашшӗпе ывӑлӗ Иванпа Иван тата вӗсен ҫывӑх тӑванӗ Вячеслав), Виталий Адюков пултарулӑхне куракансем савӑнса, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Стас Владимиров хӑйӗн илӗртӱллӗ сассипе чӗресене хускатса хумхантарчӗ. Ҫамрӑк юрӑҫсем те сцена ҫинче хӑйсене шыври пулӑ пекех туйни курӑнчӗ: мӗне тӑрать Александр Думилин (ят-шывне тӗрӗсех ҫыртӑм-ши?) яш каччӑ юрлани. Шӑпах ҫавӑн пек артистсем ӗнтӗ чӑваш эстрадине малалла аталантараканнисем! Мӑшӑр Никитинсем те, вӗсем йӗркелесе ертсе пыракан «Янташ» ушкӑн та… Уяв программи питӗ анлӑ пулнӑран ятран пурне те аса илсе каласа хӑварма та ҫук (ан ҫиленӗр ӗнтӗ!).
Ҫапах та, шухӑша ямалли те тупӑнчӗ ҫак концертра. Пӗр ятлӑ-сумлӑ юрӑҫ ҫӗнӗ юрӑпа паллаштарчӗ. Чӑн та, юрӑн кӗвви те, юрӑҫӑн сасси те илемлӗ, хӑй те киленсе чунне парса юрлать. Анчах юрӑри сӑмахсен шухӑшне ҫак таранччен те ӑнланса ҫитейместӗп. Ӗҫӗ акӑ мӗнре. Авалхи чӑвашсем ҫынсене час-часах йывӑҫсемпе танлаштарнӑ. Сӑмахран, юман — арҫын, ҫӑка — хӗрарӑм, йӑмра — йӑмӑк, шӗшкӗ — шӑллӑм тата ытти те. Мӗншӗн «шӗшкӗ — шӑллӑм» сӑмахсене палӑртса хӑвартӑм тетӗр-и? Шӑпах ҫавӑнта пӑтӑрмахӗ. Юрӑҫ шӑрантарнӑ юрӑра юман, чӑн та, арҫын сӑнарне кӑтартать, унӑн «мӑшӑрӗ» вара — шӗшкӗ! Пач тӗлӗнмелле-ҫке! Кунта юрӑҫин айӑпӗ ҫук пулӗ-ха, сӑввисене ҫыраканӗ вара (вӑл камне калама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен пӗлместӗп) мӗн ҫинчен шутланӑ-ши хайлавне калӑпланӑ вӑхӑтра?
«Чим-ха, тен эпӗ ҫеҫ ҫакӑн пек шутлатӑп?» — терӗм хама. Антракт вӑхӑтӗнче кӱршӗ шкулсенче тӑван ен культурине вӗрентекен тепӗр икӗ ҫынпа хама канӑҫсӑрлантаракан ыйту пирки сӑмах хускатрӑм. Вӗсене те ҫак шухӑшах канӑҫ памасть иккен. «Пирӗн шкулта вӗренекенсем «шӗшкӗ — шӑллӑм» пулнине кашниех пӗлеҫҫӗ те, ҫак юрра итлесен вӗсем мана мӗн калӗҫ-ши?», — терӗ вӗсенчен пӗри.
Чӑваш сайтне вулакансенчен ыйтас килет: эпир йӑнӑш ӑнлантӑмӑр-ши, е сӑвӑҫӗсем хамӑр чӑваш халӑхӗн авалхи историпе культурине ӑнланса-пӗлсе ҫитереймеҫҫӗ? Кун пек пулсан, сӑмахӗсене тӱрлетесчӗ, несӗлӗмӗрсен пуян ӑс-хакӑлне, шухӑш-кӑмӑлӗсене малалли тӑхӑмсенче упраса хӑварасчӗ!
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
ун пекки халь тем чухлех пуль