Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Арҫынсем те, хӗрарӑмсем те ҫӳҫ ӳстереҫҫӗ...

Софья Савнеш28.10.2015 11:163959 Пурĕ пăхнă

Кӑсӑклӑ пулнӑран тӗнче тетелӗнче чи вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫынсене шыраса тупрӑм. Камсем-ха Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗме пултарнӑ? Ҫак ыйтун хуравӗсемпе ыттисене те паллашма сӗнетӗп.

Паллӑ ӗнтӗ: мода кашни утӑмра тенӗ пекех улшӑнса пырать. Анчах чылай хӗрарӑм яланах варӑм ҫӳҫлӗ пулма ӗмӗтленет. Ҫапах тӗнчере ку енӗпе мухтанма пултаракансене алӑри пӳрне тӑрӑх шутласа кӑларма пулать. Чӑннипех те илемлӗ тата вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫын сахал-ҫке-ха.

Официаллӑ ҫӑлкуҫсене ӗненес тӗк тӗнчере чи вӑрӑм ҫӳҫлӗ хӗрарӑм Китайра пурӑнать. Ӑна Ксие Квипингт тесе чӗнеҫҫӗ. Ҫӳҫне ӳстерес тесе вӑл чылай тӑрӑшнӑ. Нумай ҫул иртнӗ. Тӗлӗнмелле те: Ксие 13 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен те ҫӳҫне пӗрре те касман. Халӗ унӑн ҫӳҫӗ 5 метр та 62 сантиметр таран ӳснӗ. Шӑпах ҫак кӑтартӑва Гиннесс рекорчӗсене кӗнекине кӗртнӗ.

Ҫапах тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ксиен кӑтартӑвӗ официалли ҫеҫ. Официаллӑ мар кӑтартӑва ӗненес тӗк – пӗр ҫын ҫӳҫне 7 метр та 92 сантиметр таран ӳстернӗ.

Ҫапла майпа Ксие Квипингт Индире пурӑнакан хӗрарӑмпа танлашаймасть те. Ҫын куҫне курӑнма хӑнӑхман, мӑнастирте пурӑнакан хӗрарӑм ҫӳҫӗпе чӑнах та мухтанма пултарать. Унӑн кӑтартӑвӗ – 7 метр та 92 сантиметр. Анчах, шел те, ҫакна документпа ҫирӗплетни ҫук.

Хӗрарӑмсем кӑна мар, арҫынсем те ҫӳҫ ӳстерме юратаҫҫӗ иккен. Вьетнамра ҫуралса ӳснӗ Тран Вай Хаю та рекорд лартнӑ. Анчах вӑл та кӑтартӑвне регистрацилемен. Ҫак арҫын ҫур ӗмӗр ытла ҫӳҫ кастарман. Ҫапла вӑл ӑна 7 метра яхӑн ӳстернӗ. Шел те, 7 метра ҫитериччен арҫын вилсе кайнӑ.

Чӑннипе каласан, Тран Вай Хаю прически питех илемлӗ курӑнман. Унӑн ҫӳҫӗ явнӑ вӗрене аса илтернӗ. Вӑл ӑна пуҫӗ тавра темиҫе хут ҫавӑрса ҫӳренӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, Вьетнам ҫынни парикмахерскине ахальтен мар ҫӳреме пӑрахнӑ. Пӗррехинче вӑл ҫакна асӑрханӑ: ҫӳҫне касмассерен унӑн сывлӑхӗ хавшанӑ, вӑл чирленӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна ӳстерме шутланӑ. Тен, ку унӑн пурнӑҫӗпе те ҫыхӑннӑ. Ялӗнче ӑна сиплевҫӗ пек пӗлнӗ. Вӑл ҫынсене пулӑшнӑ.

Раҫҫейре те вӑрӑм ҫӳҫлисем пурӑнаҫҫӗ. Камсем ку енӗпе чи маттуррисем-ха? Волгоградра пурӑнакан Татьяна Письменная палӑрнӑ. 2002 ҫулта унӑн ҫӳҫӗ 2 метр та 32 сантиметра ҫитнӗ. Ҫакна пула Татьяна Раҫҫейри Гиннесс рекорчӗсен кӗнекин лауреачӗ пулнӑ.

Унтанпа вӑхӑт нумай иртнӗ. Татьянӑн ҫӳҫӗ 2 метр та 75 сантиметра та ҫитнӗ. Анчах, хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ӑна касма тивнӗ. Ара, урампа ҫӳреме, транспортра пыма меллӗ пулман. Халӗ Татьяна Письменнаян ҫӳҫ вӑрӑмӑшӗ 2 метра яхӑн ҫеҫ.

Сӑмах май, Индире пурӑнакан Рам Сингх Чаухан чи вӑрӑм мӑйӑх ӳстернӗ. Вӑл 4,29 метра ҫитнӗ. Канадӑри Сарван Сингх чи вӑрӑм сухал ҫитӗнтернӗ. Вӑл 2,37 метрпа танлашнӑ.

Тӗлӗнмелле те, ҫӳҫ питӗ хаклӑ-мӗн. Американ футболисчӗ Троя Поламалу хӑйӗн ҫӳҫне 1 миллион долларлӑх страхланӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj