Бангкокра пурӑнакан Киттипум Сонгсири кил-ҫурт таврашӗнче усӑ курма меллӗ вырӑн сахал йышӑнакан кӗпе-йӗм ҫакмалли япала шутласа кӑларнӑ. Вӑл нумай функционаллӑскер, хӑвӑрт пуҫтарӑнать, шуруп-пӑта таврашӗпе усӑ курмасӑрах вырнаҫтарса лартма пулать.
Кӗпе-йӗм ҫакмалли ҫӗнӗ концепта Curve Hanger ят панӑ, ӑна karv сӗтел-пукан студеийӗ валли хатӗрленӗ. Кӗпе-йӗм ҫакмалли вешалкӑна фанерӑран компьютерпа усӑ курса касса кӑлараҫҫӗ. Программӑна пула пӗр фанера листинчен нумай пӗчӗк пайсем тухаҫҫӗ, ытлашши материал расхутланмасть.
Концепт тӑватӑ пайран ҫеҫ тӑрать: тӗп стойка, стена ҫумне тата урай ҫине туянакан икӗ опора тата стойкӑпа опорӑна ҫыхӑнтаракан хӑма татки. Кашни пай пӗр-пӗринпе шуруп таврашӗсӗр ҫилӗмпе ҫӑт ҫыпӑнать. Стена тата урай ҫине таянакан пайсем ҫине резинӑран тунӑ накладкӑсем пур, вӗсене пула ҫак кӗпе-йӗм ҫакмалли япала шумасть. Вешалка ҫине сумка тавраш та, рюкзак та ҫакма пулать. Ҫӳлти пай ҫине шлепке тӑхӑнтартма май туса панӑ.
Кӗпе-йӗм ҫакмалли Curve Hanger япалана пилӗк тӗслӗ фанертан ӑсталаҫҫӗ: эбен йывӑҫҫи, Африкӑри пара йывӑҫҫи, палисандр, юман тата тик. Пӗр фанер листинчен 16 вешалка тухать. Ҫак кӗпе-йӗм ҫакмалли япаласем пӗр-пӗрин ҫумне ҫӑт вырнаҫаҫҫӗ, упранӑ чухне нумай вырӑн йышӑнмаҫҫӗ.
2014 ҫулта концепт Японири Good Design Award тата Таиландри Design Excellence Award конкурссен наградисене тивӗҫнӗ.
... ... ... ... ...
...
(Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)