Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Культура керменĕнче эрех сутни, спектакль вăхăтĕнче телефон янăрани килĕшÿллĕ-и?

Софья Савнеш09.07.2015 23:0413935 Пурĕ пăхнă

Манăн тиркеме ирĕкĕм çук та… Çапах калас килет. Концертсене, театра çÿреме юрататăп. Акă паян та концертра пултăм. Пĕтĕмĕшле илсен, йăлтах килĕшрĕ темелле. Çынсем культура çуртне канма пыраççĕ, юрă-ташăпа киленеççĕ. Анчах буфетра кукăль таврашĕсĕр пуçне хĕрлĕ эрех те сутни, чăннине калатăп, питех тĕлĕнтерчĕ. Кĕленчесене пурте курмалла именмесĕр кăларса лартнă. Кун пек çĕрте эрех-сăра сутма юрать-и вара?

Чăннипе, çынсем культура çуртне мĕнлерех канма килнине хамăн куçпа пĕрре мар курма тиврĕ. Хăшĕ-пĕри концерта, мĕн каласси – театра та, сумкине эрех чиксе пырать те антракт вăхăтĕнче кăна мар, концерт-спектакль пынă чухне те черкке хыççăн черкке вăрттăн ÿпĕнтерет. Пĕлĕшĕм пĕррехинче аван мар лару-тăрăва çакланнă. Антракт çитсен хайхискер коридора тухма тăнă, анчах юнашар ларакан икĕ хĕрарăм ăна тăрса ирттерсе яман. Унăн лешсем эрех ĕçсе ярасса кĕтсе лармалла-мĕн. Юлташăм çамрăк та – сăмах чĕнмесĕр, анчах кăмăлсăрланса та тĕлĕнсе кĕтнĕ çавсем эрехе тĕппипе пушатнине. Кун хыççăн та çав хăрарăмсем сăмах чĕнмесĕр ирттерсе яман. «Эсĕ хăвна эрех ĕçтерессе кĕтсе лартăн пулĕ-ха», - çапла лаплаттарнă çав сĕмсĕрсем.

Театрта, концертра çынсем хăйсене тытма пĕлменни вĕчĕрхентерет. Чăваш патшалăх драма театрне çÿреме кăмăллатăп, çавăнпа сăмах ун пирки пулĕ. Сахал мар спектакль курнă эпĕ унта. Аристсем, чăнах та, ăста выляççĕ. Анчах вĕсене сăнара «путма», ахăртнех, залра телефон хыççăн телефон шăнкăртатни чăрмантарать. Спектакль пуçламăшĕнче телефонсене сÿнтермеллине ахальтен асăрхаттараççĕ-ши? Нумайăшĕн хăлхине кĕмест вăл. Пĕррехинче юлташпа шăнкăравсен хисепне ятарласа шутларăмăр. Антрактчен 13 шăнкăрав зала янраттарччĕ. Юлашкинчен шутлама чăтăмлăх çитмерĕ. Пĕрин телефонĕ шăнкăртатнине кура хăйсенне те сÿнтерме мĕншĕн шухăшламаççĕ-ши?

Концерт патнех таврăнам-ха. Унта, паллах, шавлă та телефон янăрани илтĕнмест. Анчах çынсем юрăçсем сцена çинче юрланă вăхăтрах унталла-кунталла уткалани никама та тарăхтармасть тесе шутлаççĕ-ши? Паян концерт тăршшĕпех çынсем ман куç умĕнчен мĕлтлетсе çÿрерĕç… Ку, паллах, килĕшÿсĕр.

Культура çуртне е театра кайсан чунпа канас килет. Анчах темшĕн çынсем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ, хăйсем пирки çеç шутлаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеменни мар-ши çакă?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.13 12:03
"эсӗр","Эсир" тесе калани чӑннипех хисеплени пулнине ӗненет-ши пирн Акасапар. Кун пирки ҫапла калама пулать: "можно через слово обращаться к собеседнику на "Вы" и при этом его нисколько не уважать, а можно и иначе-можно с собеседником спорить, ругаться, называть его на "Ты" и при этом испытывать к нему глубокое уважение за его убеждения,поступки,благовидные дела. Тӗслӗх: Форумра пур Акасапар тата Админ. Иккӗшне те "Эсӗ" тесе чӗнетӗп. Акасапар текенни пит ҫилленеть "эсӗ" тенӗшӗн, Админ вара пачах урӑхла-"Эсӗ" тесе чӗнни уншӑн принципиаллӑ киревсӗр япала мар, уншӑн "чӑвашлӑхшӑн" ҫунни кирлӗрех япала. Вӑт пӗтӗм разницӑ.
Agabazar // 4194.74.7206
2015.07.13 21:52
Agabazar
Кирлĕ мар чухне эслетни Культура керменĕнче эрех сутнипе тан.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.14 14:18
Ан пакӑлтат-ха кирлӗ мара, Акасапар хӑта. Ӗҫсӗр аптраса ҫыркаласа ларни татах ытларах сиен кӳни паллӑ.
Agabazar // 2813.10.5842
2015.07.14 20:24
Agabazar
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: дубль, хам хуратнă
Agabazar // 2813.10.5842
2015.07.14 20:27
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424 2015-07-13 12:03: <<"эсӗр","Эсир" тесе калани чӑннипех хисеплени пулнине ӗненет-ши пирн Акасапар. Кун пирки ҫапла калама пулать: "можно через слово обращаться к собеседнику на "Вы" и при этом его нисколько не уважать, а можно и иначе-можно с собеседником спорить, ругаться, называть его на "Ты" и при этом испытывать к нему глубокое уважение за его убеждения,поступки,благовидные дела.>>

Ав еплерех чаплăн "чăвашла" калаçаççĕ кунта! Культура, мĕнле калас, вĕресе тăрать!



Хисеплевпе Хисеплевмарлăх пирки. Енчен те çын хăйпе калаçаканăн пĕчĕк çеç ниме те тăман ыйтăвĕсене шута илет — эппин ку хисеплев. Енчен те хайхи ыйтусене шута илмест çеç мар, демонстративлă майпа хирĕç тăвать — эппин ку хисеплемнннинчен те хăрушрах япала. Тепĕр тесен мана борсен "хисеплевĕ" кирлех те мар. Ĕç вĕт чăннипе пачах та çавăнта мар!
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.14 23:31
Пааллах ӗҫӗ унта "'Эсир"тенинче мар,хисеплӗ Акапасар.Сана хисеплесе эсӗ тесе чӗннӗшӗн сан спаҫҫип каламалла халӑха.Чваш йӑлипе ЭСӖ теҫҫӗ.Французсечен вырӑссем вӗреннӗ Ваше высокоблогородие теме.Кирлӗ-и сана ,хресчен ачине,ют йӑла-йӗрке.Пул халӑх пек,вара сана хиеплӗҫ.
Ют Ҫын // 1253.76.5222
2015.07.14 23:39
Парапанизаци,Agabazar калашле, кунта куҫкӗретех. Ним ҫукран нимӗр тенӗ пек. Agabazarне ЭСИР тени кирлӗ пек, теприне МУЛ,укҫа кирлӗ-вара хисепре пек туять хӑйне. Аптрил сирӗнпе.
Айван // 2528.00.4208
2015.07.15 10:22
Ку ачи,Agabazar текенни, хӑйне вӑйпах хисеплеттересшӗн пулмалла. Вӑйпа юраттарма та, хисеплеттерме те пулмаст. Пачах урӑхла, реакция "отторжения-отталкивания" пулат.
сĕмухмах // 4050.31.1933
2015.07.15 11:23
Пĕрремĕш хут тĕл пултăм сире, анчах мĕн сÿтсе-явакан
пухăннине ăнланмарăм. Пурне те хисеплесе Сĕмухмах.
Agabazar // 5310.2.6037
2015.07.15 11:36
Agabazar
Сĕмухмахсем тата ыттисем пирки кунта ятарлă тема пур. http://chuvash.org/blogs/comments/2429.html

Paĝoj: 1, [2], 3, 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj